Archive - 25 Çурла, 2016
«Кастрюльти яшкана та тĕрĕслерĕç»
Çурлан 17-мĕшĕнче Пăрачкав районĕнчи Напольное салинче пĕр хуçалăхра 4 уйăхри сысна çури вилнĕ. Вырăна ветеринарсем тÿрех çитнĕ, лабораторие илсе каймашкăн выльăхăн юнĕпе ашне илнĕ. Сысна Африка мурĕпе чирлине Владимир облаçĕнчи Покров хулинче ирттернĕ тĕпчев çирĕплетнĕ. Çак чрезвычайлă лару-тăру тавра калаçмашкăн Шупашкарта çеç мар, республикăн тĕрлĕ районĕнче те тĕлпулусем йĕркеленĕ. Напольное салинче — карантин, яла кĕрекен-тухакан кашни автомашинăна тĕрĕслеме тытăннă.
«Эпĕ - дезертир мар, госпитальтен тармăп»
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Совет Союзĕ çĕнтернинче Сергей Пихтеров ветеранăн та пысăк тÿпе пур. Вăл вăрçă нуши-асапне вут-çулăм витĕр тухса астивнĕ, мĕн тери хăрушшине хăй курнă. Сергей Иванович Çĕмĕрле районĕнчи Тăванкасси ялĕнче çуралса çитĕннĕ. Хресчен çемйинче кун çути курнăскере, пĕчĕклех ашшĕсĕр юлнăскере амăшĕ пĕлÿ парассишĕн тăрăшнă. Çемьери пилĕк ачаран тăваттăмĕшĕ пулнăскер Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанашри шкула сукмак хывнă. Тăрăшса вĕреннĕ Çеруша вăтам пĕлÿ илсен Вăрнар районĕнчи пĕр шкула направленипе ĕçлеме янă.
«Куççульпе хĕрĕме тăратаймăн»
Вĕтĕ шăрçаран йывăç ăсталанă
«Уçланкăри юратуран» ялĕпех кулчĕç
Тем, Ташук тусăмпа Шурăмпуç Çăлтăрĕ мана кÿренчĕç пулмалла — хаçата çырма пăрахрĕç. Шурăмпуç, санăн качча кайман хĕрÿ пирки ывăлăма каларăм. Ăнмарĕ пирĕн тăхлач-хăталлă пуласси. Ывăлăм кун пирки каласанах шăртланма пуçларĕ, мăрт-март тукаларĕ те пÿртрен тухса вирхĕнчĕ. Унăн пурнăçне сăмса чикнĕшĕн виçĕ кун ятларĕ. Хамăн шапăлкка ывăлăм çинчен ахальтен мар сăмах пуçартăм-ха. Пĕр эрне каялла ман ачашскерĕм майра ертсе килчĕ. Хулара çуралса ÿснĕ тет, хăйĕн ĕмĕрĕнче яла килсе курманпа пĕрех. Вăт тĕнче кулли! Ман валли ăçтан тупăнать тульккăш?
Pages
- « first
- ‹ previous
- 1
- 2
- 3