Чан тарукĕ хыпарлать

25 Çурла, 2016

«Уçланкăри юратуран» ялĕпех кулчĕç

Тем, Ташук тусăмпа Шурăмпуç Çăлтăрĕ мана кÿренчĕç пулмалла — хаçата çырма пăрахрĕç. Шурăмпуç, санăн качча кайман хĕрÿ пирки ывăлăма каларăм. Ăнмарĕ пирĕн тăхлач-хăталлă пуласси. Ывăлăм кун пирки каласанах шăртланма пуçларĕ, мăрт-март тукаларĕ те пÿртрен тухса вирхĕнчĕ. Унăн пурнăçне сăмса чикнĕшĕн виçĕ кун ятларĕ. Хамăн шапăлкка ывăлăм çинчен ахальтен мар сăмах пуçартăм-ха. Пĕр эрне каялла ман ачашскерĕм майра ертсе килчĕ. Хулара çуралса ÿснĕ тет, хăйĕн ĕмĕрĕнче яла килсе курманпа пĕрех. Вăт тĕнче кулли! Ман валли ăçтан тупăнать тульккăш?

26 Çу, 2016

Ĕçсе-çиме банкран кивçен илеççĕ

Ну, Тарук тусăм, кулса вилетĕп эпĕ. Эсĕ мана пасарта шыраса утнă тетĕн. Тен, эпĕ çавăнтах пулнă? Шеремет хĕрарăмĕсемпе карчăкĕсем, Тĕп пасар умĕнче сĕт сутакансем, мана шутсăр юратмаççĕ пек туйăнать. Ара, эпĕ ир-ирех çитсе тăратăп та пуринчен малтан сутса пĕтеретĕп те. Эпĕ, Тарук тусăм, сĕте шыв пĕр тумлам та хушмастăп. Çавăнпа хулара патша майри пек саркаланса пурăнакан çынсем ăна юратсах туянаççĕ, эпĕ пасар умне çитессе кĕтсех тăраççĕ. Тарук, эсĕ çав «Кай кунтан!

12 Чÿк, 2015

Арăмĕ харлаттарнипе Кĕçтук çывăраймасть

Тем пысăкăш каçару ыйтатăп сирĕнтен, хисеплĕ туссем. Ташук, уйрăмах эсĕ каçар мана. Вăт ĕненетĕн-и, çук-и - ним тума та вăхăт пулмарĕ. Санăн çырăвна хаçатра куртăм-ха эпĕ, вуласа тухсанах хуравлама ларнăччĕ. Ăнсăртран кĕмсĕрт тенĕ пек Казахстанран хăнасем персе çитрĕç. Вĕсем пур чухне çыру çырма-и? Пăсланса-мăкăрланса чупкаласа çÿрерĕм. Çынран юлас килмест - хаклăран та хаклă хăнасене патша шайĕнчех пăхас терĕм. Шутсăр тутлă çитертĕм инçетрен килнĕ çынсене. Аш-пăш тултарнă кукăльпе чĕлхе çăтса яричченех сăйланчĕç. Пĕр канăç та пулмарĕ.

10 Авăн, 2015

Çу варринче ĕне сутса шашлăк çирĕç

Ĕненетĕр-и е çук-и - «Çамрăксен хаçатне» алла тытсан савăнса-тăпăртатса çеç тăратăп. Тен, ман пирки япăх калакан та пур, анчах эсир, Ташук тусăмпа Анаткасри Элекçи Тихăнĕ, кăмăлăма мачча таранах хăпартлантартăр. Элекçи Тихăнĕ, санăн сăввуна хаçатран касса илсе хам выртса тăракан кравать патĕнчи стена çине çыпăçтартăм. Халĕ ирхи 4 сехетре куç чалт! кăна уçăлать. Ара, санăн сăввуна кашни ир вуласа кăмăла çĕклетĕп те картише савăнсах тухатăп. Ташук, санăн çырăвна та вуларăм. Каçар мана, часах çыраймарăм. Хăвах пĕлетĕн: ялта ĕçĕ пуç тÿпи таранах.

23 Утă, 2015

Хыткукар амăшĕ ывăлне шиш! авлантарчĕ

Ташук тусăм, каçар та, сана часах хуравлаймарăм. «Çамрăксен хаçатĕнче» эсĕ ман пата çырнине курсан вара савăннипе чутах /ватă кăркка мар-и эпĕ, тьху!/ мачча таран сикеттĕм. Канфет пĕрремĕш хут хыпса курнă ача пек хĕпĕртесе сан çырăвна темиçе хут вуласа тухрăм. Ир тăратăп та - каллех Ташук тусăм аса килет, каллех хаçат уçса хуратăп. Ташук, тепĕр хут санран каçару ыйтатăп. Ара, хăвах пĕлетĕн: ялта пуç çĕклеме те вăхăт çук. Çĕр çырли упаленсе пуçтартăм. Ачасемшĕн тăрăшатăп вĕт. Хăйсем хĕвел питтинче выртса çырла пуçтарма шутсăр кахалланаççĕ.

Pages