Комментари хушас

25 Çурла, 2016

«Уçланкăри юратуран» ялĕпех кулчĕç

Тем, Ташук тусăмпа Шурăмпуç Çăлтăрĕ мана кÿренчĕç пулмалла — хаçата çырма пăрахрĕç. Шурăмпуç, санăн качча кайман хĕрÿ пирки ывăлăма каларăм. Ăнмарĕ пирĕн тăхлач-хăталлă пуласси. Ывăлăм кун пирки каласанах шăртланма пуçларĕ, мăрт-март тукаларĕ те пÿртрен тухса вирхĕнчĕ. Унăн пурнăçне сăмса чикнĕшĕн виçĕ кун ятларĕ. Хамăн шапăлкка ывăлăм çинчен ахальтен мар сăмах пуçартăм-ха. Пĕр эрне каялла ман ачашскерĕм майра ертсе килчĕ. Хулара çуралса ÿснĕ тет, хăйĕн ĕмĕрĕнче яла килсе курманпа пĕрех. Вăт тĕнче кулли! Ман валли ăçтан тупăнать тульккăш? Пулас кин килнĕ-килмен пахчари илемпе киленме тухрĕ. Тислĕк купи патне çитсен фулатма пуçларĕ — хăсса яманни кăна. Манăн навуса ăçта купалас тата? «Бабуся, эту кучу надо убрать!» — шĕвĕр пÿрнине çÿлелле тĕллесе министр пек хушу пама пуçларĕ хайхискер. «Çиччас кăтартатăп сана бабуçă!» — урса кайнипе çÿç кăна мар, шалти органсем те чĕтренме пуçларĕç. Эп виличчен манăн килте никам нимĕн те ан тĕкĕнтĕр. Тислĕке ăçта купалас килет — çавăнта турттаратăп! Тата хула майринчен, шĕшлĕрен, ыйтса тăмалла-и манăн? Ку кин мана килнĕ-килменех тарăхтарма пуçларĕ. Каçхине ывăлăмпа иккĕшне ĕне илме ятăм. Пулас кин каллех фулатма тытăнчĕ. Тата мĕн пулчĕ-ши тесе картише чупса кĕтĕм. Майрана ĕне шăрши çапнă! Виçĕ витре шыв ăшăтса çăвăнсан та шăршăран хăпаймарĕ майра. Çан-çурăма мунчалапа кун чухлĕ сăтăрсан пĕлтĕрхи майка та тухать. Шеремет майри, пирĕн патра пĕр каç та выртаймарĕ. Такси чĕнсе хулана вĕçтерчĕ. Ывăлăм та юлмарĕ. Мĕн тупнă вăл ун çумĕнче? Качака путекки пек ун хыççăн сиксе çÿрет, пĕр утăм та юлмасть. Ни пĕçерме, ни ĕçлеме пĕлмест лешĕ. Унтанпа килсе курăнмарĕç. Ывăлăм киле ура ярса пустăр-ха — кăтартăп ăна шапăлкка хĕрсене мĕнле ертсе килмеллине! Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.