Чан тарукĕ хыпарлать

14 Çу, 2015

Пирĕн ялта кутăн тăрса чупманни çеç

Çак хаçата урăх çырмастăп тесех тарăхнăччĕ-ха. Редакторĕ кăмăла çавăрма пĕлет тата. Виçĕмкун редакцие кĕрсе тухрăм. «Ан кÿрен, Тарук инке, тепрехинче сана района илсе каятпăрах. Пирĕн вулакан саншăн тунсăхлать», - терĕ те эпĕ хĕвел çинчи çу пек ирĕлсе кайманни кăначчĕ. Савăннипе киле ват шăм-шака мĕнле вĕçтерсе çитернине те астумастăп. Унтан та чикме пăрахрĕ, кунтан ыратмасть... Вăт ырă сăмах! Çĕрулми лартмалла-ха. Сывлама та вăхăт çук. Çапах чăтаймастăп сирĕн пата çырмасăр. Çур çĕр çитет, çыру çыратăпах.

23 Ака, 2015

Ылтăн çумне ылтăн çыпăçмарĕ

Ĕçлеме памасть ку çанталăк. Паян хĕвел пăхать те ыран кĕркуннехи пек çумăр чашлаттарать. Ĕнер кăна пахчара тасатрăм. Паян урамра тирпейлесшĕнччĕ. Пулмарĕ... Кунĕпе юрпа çумăр çăвать. Пÿртре маччаналла сурса выртасси çеç юлать. Диван сыхласа ывăнтăм паян. Вырта-вырта аяк пĕрчи ыратакан пулчĕ. Сĕтел çинчи "Çамрăксен хаçатне" курсан шартах сикрĕм те йăпăр-япăр сиксе тăтăм. Ара, аса илех кайрăм: çыру çырмалла вĕт! Конвертне те тахçанах туяннăччĕ. Вăхăт çук алла ручка тытма. Паян, тăмсай, иртенпе мĕн йăваланса выртрăм-ши? Тарăхса вилетĕп хамăн ухмах пуçшăн.

Pages