- Чăвашла верси
- Русская версия
Ылтăн çумне ылтăн çыпăçмарĕ
Ĕçлеме памасть ку çанталăк. Паян хĕвел пăхать те ыран кĕркуннехи пек çумăр чашлаттарать. Ĕнер кăна пахчара тасатрăм. Паян урамра тирпейлесшĕнччĕ. Пулмарĕ... Кунĕпе юрпа çумăр çăвать. Пÿртре маччаналла сурса выртасси çеç юлать. Диван сыхласа ывăнтăм паян. Вырта-вырта аяк пĕрчи ыратакан пулчĕ. Сĕтел çинчи "Çамрăксен хаçатне" курсан шартах сикрĕм те йăпăр-япăр сиксе тăтăм. Ара, аса илех кайрăм: çыру çырмалла вĕт! Конвертне те тахçанах туяннăччĕ. Вăхăт çук алла ручка тытма. Паян, тăмсай, иртенпе мĕн йăваланса выртрăм-ши? Тарăхса вилетĕп хамăн ухмах пуçшăн.
Паян "Çамрăксен хаçачĕн" ĕçченĕсене тарăхса çыратăп-ха. Хăть пичетлеччĕр ку çырăва, хăть çук - чунра капланнине пытараймастăп, веçех калатăп. Пĕркун редакцине кĕрсе тухрăм. Редактор апрелĕн 16-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялне концерт лартма каясси пирки пĕлтерсен унран хăпма пĕлмерĕм. Ара, манăн та каяс килет. Патăрьел тăрăхĕнчи ĕçчен халăха шутсăр килĕштеретĕп. Хам та инçех мар пурăнатăп та... "Аслă Арапуçсемпе тĕл пулма вăхăт тупатăпах", - тесе пин хут та каларăм пулĕ редактора. Илтмĕше перет, илсе каясшăн мар, "Автобусра вырăн çук", - тет. Çав кун ывăлăм патне шăпах хулана пынăччĕ. Мана та илсе кайччăр тесе редакци умне пырса тăтăм. Юрăçĕ, корреспонденчĕ-качки тиенсе кайрĕç. Фотоаппаратли те темĕнле майрапа мала чышăнса ларчĕ. Тем тесен те, çавăнта ман валли пĕр вырăн юлнах. Алă сулса хăварчĕç те кĕмсĕрт-кĕмсĕрт тапранса кайрĕç. Аслă Арапуçсем, сирĕн Чан Тарукне курасси пулмарĕ. Йăлтах çав "Çамрăксен хаçачĕн" ĕçченĕсене пула. Малалла вулас...
Комментари хушас