Комментари хушас

26 Çу, 2016

Ĕçсе-çиме банкран кивçен илеççĕ

Ну, Тарук тусăм, кулса вилетĕп эпĕ. Эсĕ мана пасарта шыраса утнă тетĕн. Тен, эпĕ çавăнтах пулнă? Шеремет хĕрарăмĕсемпе карчăкĕсем, Тĕп пасар умĕнче сĕт сутакансем, мана шутсăр юратмаççĕ пек туйăнать. Ара, эпĕ ир-ирех çитсе тăратăп та пуринчен малтан сутса пĕтеретĕп те. Эпĕ, Тарук тусăм, сĕте шыв пĕр тумлам та хушмастăп. Çавăнпа хулара патша майри пек саркаланса пурăнакан çынсем ăна юратсах туянаççĕ, эпĕ пасар умне çитессе кĕтсех тăраççĕ. Тарук, эсĕ çав «Кай кунтан! Çÿреççĕ чăрмантарса кунта Тарук-Маруксем, эпĕ кунта «штатнăй», пĕр «ăспокойстви» те çук сирĕнпе» текен хĕрарăмпа вăрçăнмасăр тĕрĕс тунă. Шуйттанран та усал вăл. Манпа хирĕнекенниех пуль-ха çав хĕрарăм. Çуркунне мана чутах пĕр çÿç пĕрчи юлмиччен çăмласа тăкатчĕ. Эпĕ маххă паракансен йышшинчен мар. Хам пĕчĕк пулсан та усал. Çав вăрăм пальтоллă хĕрарăма наччасрах вырăна лартрăм. Икĕ хăлхинчен тытса лăскас патнех çитрĕм. Çăмламас тутăрне çурса ятăм, хамăн тăпăрча хĕрхенмесĕр пĕрех лачлаттартăм. Пальти вараланнăшăн пĕр пасар кăшкăрашрĕ çавскер. Хамăн сĕт-турăха йăпăр-япăр пуçтарса часрах хуларан яла вĕçтертĕм. Тарук тусăм, çавăншăн кÿреннĕ пуль-ха вăл. Калаçма пăрахрăмăр унпа. Халĕ пасарта мана курсан урнă вăкăр пек пăхать, пысăк сăмсине пĕрĕнтерет. Хăрушă…

Чим-ха, Тарук тусăм. Эсĕ радиона шăнкăравламан-и? Пĕркун «Çамрăксен хаçачĕн» редакторĕ эфирта калаçнă чухне эсех ман пирки ыйту патăн пуль терĕм. Малтанах хăлхаран хĕм сирпĕнме тытăнчĕ. Хамăр ялсем мана палласа илсе шăнкăравламарĕç-ши тесе чун юлмарĕ. Тарук, редакцире ĕçлекенсене хам ăçтан пулнине калама хăратăп, мĕншĕн тесен пĕри хамăр районтанах.

Тĕлĕнсе, хытса, йăванса каймалла! Хальхи çамрăксем çав тери кахалланса кайнă. Ĕçлесе пĕр тумлам тар та юхтарасшăн мар. Пĕри, пирĕн кÿршĕ ялта пурăнакан Шуркка, ĕçсе-çиме банкран кивçен илчĕ. 200 пин тенкĕпе виçĕ уйăх шăхăрса çеç пурăнчĕ. Кашни кун майра улăштарчĕ, чаплă ресторансенче апатланчĕ, шукăль тăхăнчĕ. «Каçхи лĕпĕшĕсене» укçалла та туяннă теççĕ. Тьху, çав майрасемпе юнашар мĕнле выртаççĕ-ши? Мунчара хытă мунчалапа виçĕ хут çăвăнсан та çылăхĕсем кайса пĕтес çук. Шуркка шăрчăк пек юрласа пурăнчĕ те хваттерсĕр тăрса юлчĕ. Кивçенне илнĕ хăй, анчах тÿлемен. Юлташĕсен умĕнче те парăма кĕнĕ. Кивçенĕсене татма тăмсай Шуркка хулари чип-чипер хваттерне сутса ячĕ. Амăшĕ пĕр уйăх йĕркеллĕ çывăраймасть ĕнтĕ. Ара, ĕмĕрĕпе ĕçлесе илнĕ укçапа туяннă пысăк хваттере ывăлĕ пĕр кунра салатрĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.