«Кастрюльти яшкана та тĕрĕслерĕç»

25 Çурла, 2016

Çурлан 17-мĕшĕнче Пăрачкав районĕнчи Напольное салинче пĕр хуçалăхра 4 уйăхри сысна çури вилнĕ. Вырăна ветеринарсем тÿрех çитнĕ, лабораторие илсе каймашкăн выльăхăн юнĕпе ашне илнĕ. Сысна Африка мурĕпе чирлине Владимир облаçĕнчи Покров хулинче ирттернĕ тĕпчев çирĕплетнĕ. Çак чрезвычайлă лару-тăру тавра калаçмашкăн Шупашкарта çеç мар, республикăн тĕрлĕ районĕнче те тĕлпулусем йĕркеленĕ. Напольное салинче — карантин, яла кĕрекен-тухакан кашни автомашинăна тĕрĕслеме тытăннă.

Африка мурĕ пирки 2007 çулта та калаçнă. Ун чухне ку амак пирĕн çĕршыва Грузирен килнĕ. Çак тапхăртанпа 1 миллиона яхăн сыснана тĕп тунă, çынсем 37 миллиард тенкĕлĕх тăкак курнă. Африка мурĕ кăçал Раççейри 15 регионта сарăлнă. Вăл Чулхула, Саратов облаçĕсенчи сысна усракансене нуша кăтартма ĕлкĕрнĕ. Халĕ пирĕн тăрăха çитнĕ чир Тутар Республикине те пăшăрхантарать: унти хуçалăхсенчи сыснасене, пасарсенче сутăнакан какая тĕрĕслеме хушнă. Кÿршĕ республикăра Чăвашран килекен е ун урлă урăх региона каякан сысна ашне тĕрĕслеççĕ. Чулхула облаçĕнчи хуçалăхсенче сыснасене пусма тытăннă. Вĕсем ветеринарсем килесрен, выльăха тĕп тăвасран шикленеççĕ.

Çурлан 18-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă ларура çак ыйту тавра калаçнă. Унта ку мура сарăлма парас марри, Пăрачкав районĕнчи мĕн пур сыснана тĕп тумалли пирки сăмах пынă. ЧР патшалăх ветеринари службин ертÿçи Сергей Скворцов комисси ĕçне хутшăннă, вăл малтанлăха çакна пĕлтернĕ: Африка мурĕ хир сыснисенчен ерме пултарнă. Район вăрманлă тăрăхра вырнаçнă-çке-ха. Çавна май халĕ хир сыснисене тытма чарнă. Напольное салинче нумаях пулмасть икĕ хуçалăхра сысна вилнĕ. Хуçисем никама пĕлтермесĕр выльăха вăрманта пытарнă. Тен, чир сарăлни çакăнпа çыхăннă? Вĕсене чавса кăларса ыттисемпе пĕрле çунтарнă.

Çурлан 19-мĕшĕнче унта ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов çитнĕ. Вăл кунĕн-çĕрĕн постра тăракан хуралçăсен ĕçĕпе кăсăкланнă. Унта ятарлă шлагбаумсем вырнаçтарнă. Ял урлă каякан кашни машинăна чарса тĕрĕслеççĕ, дезинфекцилеççĕ. Чир вăй илме пултарассине шута илсе хăрушлăхăн пĕрремĕш тата иккĕмĕш зонисене палăртнă. Пĕрремĕшне — Пăрачкав районĕ, теприне ытти тăрăх, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисемсĕр пуçне, кĕреççĕ. Сергей Артамонов Пăрачкав тăрăхĕнче пурăнакансемпе курнăçнă. «Район хăрушлăхăн пĕрремĕш зонине кĕнĕрен килĕрен сысна пуçтарма, тĕп тума тивет. Кунта выльăха хăвăртрах пусса тăвансене парасси е какая холодильнике хурасси, çиесси пирки калаçмалла мар. Чĕрĕ выльăха та, шăнтнă аша та пуçтармалла», — тенĕ вăл. Выльăха е какая ялтан илсе тухасси пирки сăмах та çук. Йышăннă йĕркене пăсакансен кĕсйине çÿхетме тивĕ. Выльăх ашне çеç мар, кайăк-кĕшĕк какайне те ялтан илсе тухма ирĕк çук.

Ку çулăн пĕрремĕш çуррин кăтартăвне ĕненес тĕк, республикăра 173,2 пин пуç сысна усраççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ — ял хуçалăх предприятийĕсенче. Статистика çакна кăтартать: ахаль çынсемпе фермерсем ку выльăха сахал усраççĕ. Пăрачкав районĕнче пурăнакансем 4 пине яхăн сысна тытаççĕ. Çурлан 26-мĕшĕччен вĕсене тĕп тума палăртнă. Чылайăшĕ куншăн пăшăрханать. Специалистсем Напольное салинче Африка мурĕ пирки килĕрен каласа çÿренĕ, çынсем районĕпе пуçтарнă сыснасене хăйсен ялĕнче çунтарассине пĕлсен хирĕçленĕ. Мишуковăра та çак выльăха çунтарма йышăннă. Сыснасен вилли мăкăрланма пуçласан çынсем пушшех те кăмăлсăрланнă. Интернетри пĕр форумра: «Чи çывăхри çурт 500 метрта вырнаçнă. Ялта сывлама çук! Ăçта шалăп çырмалла-ши? Сывлăш çук, Мускавринчен те хăрушăрах кунта. Пĕчĕк ачасен мĕнле пурăнмалла? Халăха наркăмăшлантараççĕ», — тарăхса çырнă пĕри. Çавăнтах килĕрен холодильниксене тĕрĕслени çинчен сăмах хускатнă. Пĕр çын çакна ĕненменнисем валли акă мĕн çырнă: «Напольное салинчен 3 çухрăмра вырнаçнă Рындинăра паян холодильниксене пăхса çÿрерĕç, какая пуçтарса ятарлă тетраде çырса пычĕç». Вырăнти фермерсем яла карантина хупичченех чан çапма тытăннă. Ара, ку таврари чылай çын выльăх-чĕрлĕх сутса тупăш тăвать-çке.

— Напольное салинче 200 сысна пуçтарчĕç. Чылай çын ăна хăйсем валли, какайлăх, тытнă. Пирĕн патра фермерсем çук. Пахча çимĕç тухăçĕ пысăк пулсан, паллах, сысна çури туянатăн. Ку выльăха Рындинăра чылай усраççĕ, — каласа кăтартрĕ Напольное ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ Наталия Вирясова. Рындинăра 800 пуç сыснана çунтарнă.

— Çынсем пăшăрханмаççĕ-и? Мĕн калаçаççĕ? — ыйтрăм унран.

— Выльăха туртса илсен çын хăйне мĕнле туйтăр ĕнтĕ? — пăшăрханăвне пытармарĕ вăл. — Юрать, ку çивĕч ыйту мана та, тăвансене те пырса тивмерĕ. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, ĕнер кашни ялтах сыснасене пуçтарса пĕтернĕ, халĕ вĕсене çунтараççĕ. Салари пост урлă тухма чармаççĕ. Анчах эпир кÿршĕ яла е район центрне шутсăр кирлĕ чухне çеç çула тухатпăр.

Çынсене тăкака укçа-тенкĕпе саплаштарассине пĕлтернĕ. Кун валли республика бюджетĕнчен 3 миллион тенкĕ уйăрнă. Республикăри патшалăх ветеринари служби шутланă тăрăх вара, тăкаксене саплаштарма 18 миллион тенке яхăн укçа кирлĕ. Холодильникри 1 килограмм какайшăн — 146, чĕрĕ выльăхăн 1 килограмĕшĕн 102 тенкĕ тÿлеççĕ. Анчах çынсем аша вăрттăн сутнине пĕлсен компенсаци памĕç. Халăха укçана 2 эрнере тÿлесе татма шантарнă.

Çурлан 22-мĕшĕ тĕлне Пăрачкав районĕнче сыснасене тĕп тăвас ĕçе çурри пурнăçланă. Кун çинчен ЧР патшалăх ветеринари службин ертÿçи Сергей Скворцов ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кашни кун ирттерекен канашлура пĕлтернĕ. Çав кун тĕлне 1559 сысна çунтарнă. Канашлура çынсене компенсаци тÿлеме пуçламаллине пĕлтернĕ. «Çынсем хăйсене улталанă тесе ан шухăшлаччăр», — тенĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов каланă тăрăх, тĕплĕн ăнлантарсан та какая сутма каякансем тупăнаççĕ, анчах вĕсене постра тытса чараççĕ. Хальлĕхе унта 395 килограмм какай туртса илнĕ, 6 çын тĕлĕшпе постановлени çырнă. Туртса илнĕ аша тÿрех тĕп тăваççĕ. Çав кунах Пăрачкав районне ятарлă 12 комисси çул тытнă. ЧР патшалăх ветеринари службин, ЧР Ял хуçалăх министерствин, ЧР ШĔМĕн ĕçченĕсем /пурĕ 68 специалист/ ĕçе кÿлĕннĕ. Унта ÇÇХПИ служби 5 постра хурал тăрать. Пăрачкав районне дезинфекци тумашкăн ятарлă 5 машина янă.

Пăрачкав районĕнче чрезвычайлă лару-тăру пулнăран ял хуçалăх ярмăрккисене, куравсене, выльăх-чĕрлĕхпе çыхăннă мероприятисене ирттерме чарнă. Çурлан 20-мĕшĕнче Напольное салин уявĕ иртмелле пулнă, ăна урăх куна куçарнă. Çурлан 27-мĕшĕнче Пăрачкав сали 425 çул тултарать: çынсем унта та савăнаймĕç. Пăрачкавсен çак кун çĕршывĕпех йĕркелекен «Кино каçĕ» пирки те манма тивет. Ку çеç мар: Африка мурĕ килнĕрен районта сĕт юр-варне те сутма чарнă. Аш-какай пасарĕ малтанах ĕçлемест. Сĕтпе аша 30 кунран çеç сутма ирĕк парĕç.

Африка мурĕпе килти сысна тата хир сыснисем чирлеççĕ. Вăл çыншăн хăрушă мар. Выльăх чирлесен пĕр эрнерен вилет. Пĕр сысна ыттисене çăмăллăнах ертет. Хальлĕхе çак амакран сыхланмалли вакцина шухăшласа тупайман, çавăнпа чĕрчуна тĕп тума тивет. Республикăра кунашкал лару-тăру хуçаланнипе усă куракансем те тупăннă. Интернетри форумра пĕр çын çырнине вулама тÿр килчĕ: «Шăматкун Шупашкарти пĕр пасара сысна какайĕ илме кĕтĕм. Хаксем 10-15% хăпарнă. "Африка мурĕ, карантин, какай çитмест", — тесе тÿрре тухаççĕ сутуçăсем. Шупашкарта Пăрачкавра самăртнă сысна какайне сутнă тейĕн…» Напольное салинче пурăнакан Сергей Иванов /ятне улăштарнă/ пĕр соцсеть урлă çыхăнсан вара çакна пĕлтерчĕ: «Çынсем тарăхмаллипех тарăхаççĕ. Вĕсен холодильникне тĕппипех тасатнă. Ку çеç мар, кастрюльти яшкана та тĕрĕсленĕ».

Ирина КОШКИНА.

Михаил КОШКИН, Канаш районĕнчи выльăх чирĕпе кĕрешекен станци пуçлăхĕ:

— Канаш районĕ хăрушлăхăн иккĕмĕш зонине кĕрет. Эпир шухăшланă тăрăх, вăл Напольное салинчен тÿррĕн 69 çухрăмра вырнаçнă. Хăрушлăх пысăк. Çурлан 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта 2784 пуç сысна усрани паллă. Халĕ ку хисеп тата ÿснĕ. 1526 хуçалăхра 3672 сысна усраççĕ. Республикăра чрезвычайлă лару-тăру пулнă май çакăнпа çыхăннă тĕрлĕ мероприяти ирттеретпĕр. Канмалли кунсенче те ахаль лармастпăр. Килĕрен çÿресе халăха лару-тăру пирки ăнлантаратпăр, памятка тыттаратпăр. Çынсем хăйсем те интересленеççĕ, шикленеççĕ. Теприсем хăйсемех ветеринари участокне пыраççĕ. Çынсене хăрушă çак чир мĕнле аталанни пирки каласа кăтартатпăр, сыснана витене хупса усрамаллине асăрхаттаратпăр. Ку чир автотранспорт е пушмак урлă та ерме пултарать. Халĕ районти пасарсенче выльăх-чĕрлĕх, çав шутра сысна та, кайăк-кĕшĕк какайне сутма чарнă. Йĕрке хуралçисемпе пĕрле рейд ирттеретпĕр. Выльăх-чĕрлĕх е какай турттаракан автомашинăсене тĕрĕслĕпĕр. Çурлан 22-мĕшĕнче Канаш районĕнчи темиçе специалист Пăрачкав районне кайрĕ. Вĕсем сыснасене укол туса вĕлерес, çунтарас ĕçе хутшăнаççĕ. Укол тусан çунтарнă чухне юн тухмаст ь.

Наталия ГРУЗДЕВА, Патăрьел районĕнчи Вăрманхĕрри Шăхальти культура çурчĕн ĕçченĕ:

— Африка мурĕн хăрушлăхĕ пирки кăçалхи хĕллех илтнĕччĕ. Ун пирки ялти ветеринар пухура каласа кăтартнăччĕ, çак чир хăрушлăхĕ çинче уйрăммăн чарăнса тăнăччĕ. Ун чухне хăш-пĕр апат каяшĕ выльăхшăн сиенлĕ пулнине пĕлтĕм. Пăрачкав районĕнчи мур пирки ял тăрăхĕн пуçлăхĕ ирттернĕ пухура та калаçрăмăр. Африка мурĕ сарăлас хăрушлăх пур пулсан та çынсем сехĕрленмеççĕ пек туйăнать. Куçпа курмасăр ĕненмеççĕ тен. Çынсем яланах сысна ашĕ çинĕ. Ку выльăха усрама чарсан та ăна малашне те тытĕç-тĕр. Сысна мар, лаша какайĕ çимелле-им? Хур-кăвакал ашĕ те йăлăхтарать-çке.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.