Archive - 19 Çу, 2016

19 Çу, 2016

«Чăваш чĕлхи кирлине туйрăм»

Тĕрĕк тĕнчине тĕпчекен чылай ăсчах: «Чăваш хĕр-хĕрарăмĕ — авал пурăннă амазонкăсен тăхăмĕсем», — тесе çирĕплетет. «Амазонка» сăмахăн чăвашла пĕлтерĕшĕ — «амаçын». Хĕрсемпе хĕрарăмсен йăхран йăха куçакан çи-пуçĕ те çар çыннин паллисемпе пуян.

19 Çу, 2016

Ашшĕ сусăр ачине интерната паман

Кĕçех 15 тултаракан Валерия «анне» тесе курман. «ДЦП» диагноз лартнă пепкине амăшĕ 5 çул пăхайнă. Кайран те вăй-халĕ, те тÿсĕмĕ пĕтнĕ — ачана интерната пама шухăшланă. Сусăра пăхасси мĕн тери яваплă пулнине çак  йывăрлăха хăй çинче туйса курнă çын çеç лайăх ăнланать пулĕ.

19 Çу, 2016

Тÿпере вĕçме ĕмĕтленет

Сызраньти летчиксен авиаци аслă училищинче Чăваш Енри чылай çамрăк ăс пухать. Пĕлтĕр унта 17-ĕн вĕренме кĕнĕ. Çар çыннин профессийĕ чылай яш-кĕрĕме илĕртет. Çапах ума лартнă тĕллевсене пурнăçласа тÿпере çул хывакан йышлах мар.

19 Çу, 2016

Çĕнтерÿ умĕн хăрах урасăр юлнă

«Турăçăм, мана хунямаллă каччăпа паллаштарма пулăш. Тата мăшăрпа пĕрле хĕрсем мар, ывăлсем çитĕнтересчĕ», — çапла ыйтнă Канаш районĕнчи Шаккăл ялĕнче çуралса ÿснĕ Глафира Кадыкова. 10 ачаллă çемьере çуралнă вăл, çут тĕнчене пиллĕкмĕш килнĕ. Ашшĕ-амăшĕсĕр ытла та ир юлнăран Глафирăн хунямăшне те пулин «анне» тесе чĕнес килнĕ. Нуша «кулачне» ача чухнех ас тивнĕрен ывăл çуратма ĕмĕтленнĕ вăл. Ара, хĕрсем качча кайсан нуша курĕç-çке.

19 Çу, 2016

«Çамрăксен хаçачĕн» йĕкĕчĕ

Эпĕ — Михаил Иванов, 18 çулта. Тĕп хулари культура училищинче 3-мĕш курсра ăс пухатăп. Квалификациллĕ специалист дипломĕллĕ пулма, халăх юратăвне çĕнсе илсе ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕн ятне илтме ĕмĕтленетĕп.

Pages