Тÿпере вĕçме ĕмĕтленет

19 Çу, 2016

Сызраньти летчиксен авиаци аслă училищинче Чăваш Енри чылай çамрăк ăс пухать. Пĕлтĕр унта 17-ĕн вĕренме кĕнĕ. Çар çыннин профессийĕ чылай яш-кĕрĕме илĕртет. Çапах ума лартнă тĕллевсене пурнăçласа тÿпере çул хывакан йышлах мар.

Патăрьелте çуралнă Виктор Раськин мĕн ачаранах çар çыннин профессине кăмăлланă. «Тÿпере вертолет вĕçнине курсан пилот вырăнне ларас килетчĕ. Хутран самолет туса выляма юрататтăм. Шкула тĕрлĕ çар училищинчен час-часах килсе çÿретчĕç. Сызраньти офицерсемпе йĕркеленĕ тĕлпулу хыççăн летчик пулас ĕмĕт çирĕпленчĕ», — пĕлтерчĕ авиаци аслă училищин 2-мĕш курс студенчĕ.

Вĕренме кĕме çăмăл пулнă-ши? Пулас курсантсен мĕн асра тытмалла? Виктор каласа кăтартнă тăрăх, комисси ППЭри балсене тата абитуриентăн сывлăх çирĕплĕхĕпе ÿт-пÿ пиçĕлĕхне шута илет. Çар çыннин профессине суйлаканăн физкультурăна юратмалла. Виктор шкулта вĕреннĕ чухнех тĕрлĕ спорт ăмăртăвне хутшăннă, бассейна ишме çÿренĕ. Пушă вăхăта спорт лапамĕнче ирттернĕ. Çавăнпа вĕренме кĕнĕ чухнехи нормативсене вăл çăмăллăнах пурнăçланă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.