Çĕнĕ чăваш киновĕ камит енне сулăнчĕ

19 Çу, 2016

Чăваш киновĕн иккĕмĕш чĕрĕлÿ тапхăрĕн хăш-пĕр енĕсем çинче чарăнса тăрас килет.

2002 çулта "Аксар" студи "Шупашкарти савни" спектакле кино евĕр ÿкерчĕ. Куракансем ку спектакле хапăл тунăран видеокассетăсене ăмăртмалла тенĕ пек туянчĕç. Алексей Иванов усламçă кино ÿкерес ĕç тупăшлине ăнланчĕ, çине-çинех фильм кăларма тытăнчĕ. Часах вĕсем хамăр республикăра кăна мар, ытти тăрăхри чăвашсем пурăнакан ялсене те çитрĕç. "Аксар" малтанхи тапхăрта "Алтăр çăлтăр", "Сурăм хĕрĕ", "Аннене анне тееççĕ" фильмсем кăларчĕ. Вĕсенче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн тата Çамрăксен театрĕн артисчĕсем вылярĕç. Часах видеокассетăна DVD-диск ылмаштарчĕ. Çакă кино кăларас ĕçе самай ансатлатрĕ. Ÿкерÿ ĕçне Валерий Иовлев, Вячеслав Оринов режиссерсем пуçăнчĕç. Вĕсем, Çамрăксен театрĕнче вăй хунăскерсем, ытларах хăйсен ĕçтешĕсене роль валеçрĕç. Çулсерен 8-9 çĕнĕ фильм кун çути кăтартрĕç. Кино ĕçне çĕнĕ режиссерсемпе артистсем хутшăнчĕç. Виктор Петров кулăш ăсти, Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕсем Надежда Кузьминапа Сергей Иванов, Çамрăксен театрĕн артисчĕсем Вячеслав Ильин, Александр Пăртта режиссер пулса фильмсем калăпларĕç. "Аксар" студи ертÿçи Алексей Иванов хăй те кино ÿкерет. Чăваш эстрада юрăçисем те кино ĕçне хастар хутшăнаççĕ: Сергей Павлов, Стас Владимиров, Полина Борисова, Сергей Кувшинов, Ольга Осипова, Типшĕм Сашук тата ытти юрăç асра юлмалли сăнарсем калăплаççĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.