Archive - Нарăс 2016

февраль 24th

24 Нарăс, 2016

ПĂРĂÇ ЧĔПĔТЕТ, ЧИРЕ ИРТТЕРЕТ

Пăрăç - тĕлĕнмелле паха техĕмлĕх, унпа сипленни чылай чирпе ăнăçлă кĕрешме пулăшать.

Хĕрлĕ пăрăç

Хаяр хĕрлĕ пăрăçпа шăнса пăсăлсан, сыпăсен чирĕсенчен, мышцăсемпе сыпăсем ыратсан, иммунитета, юн çаврăнăшне лайăхлатма, юн тымарĕсене çирĕплетме, япаласен ылмашăнăвне хăвăртлатма, юн хытса тăхасем пухăнассинчен хÿтĕленме усă кураççĕ. Капсацин пуррине кура вăл - питĕ паха çутçанталăк антибиотикĕ, çавăнпа чир вăхăтĕнче ăна рациона кĕртни уйрăмах усăллă.

24 Нарăс, 2016

ПĔРРЕ - ĂШĂ, ТЕПРЕ - СИВĔ

Контраст душĕ /вĕрипе сивĕ шывсене черетлесе тăрăх ярăнни/ иммунитета лайăхлатать, вăй-хал хушать, япаласен ылмашăнăвне лайăхлатать, çавна май ытлашши виçерен хăтăлма пулăшать, мышцăсене, ÿте паха витĕм кÿрет. Процедурăна кашни кунах пĕрер хут тумалла. Вăхăтран-вăхăта çеç тусан усă пулмасть.

Йĕркине пăхăнăр

февраль 20th

20 Нарăс, 2016

Полк ывăлĕ

Ĕнер Шупашкарти 4-мĕш лицейре Владимир Лабутов, Геннадий Егоров, Виталий Мукин полковниксем тата Виталий Тры подполковник «паттăрлăх урокĕсем» ирттерчĕç.

20 Нарăс, 2016

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кĕтекен хĕрарăма ăссăр арçын кăна хирĕçлет”

- "Кунг-фу Панда 3" фильмăн Лос-Анджелесра иртнĕ премьеринче эсир мăшăрăрпа иксĕр çăлтăр çулĕпе Анджелина Джолипе, Джек Блэкпа, Люси Льюпа пĕрле утнă. Хăçантанпа эсир Голливудра "хамăрьял” пулса кайнă?

20 Нарăс, 2016

101 çулти кинемей тутлă кукăль пĕçерет, купăс калать

Трак енре 100 çул ытла пурăнакан нумай. Ку енĕпе уйрăмах Тусай ялĕ палăрчĕ: Павел Трофимов - 103, Василиса Григорьева - 102 çула яхăн, Александр Александров 101 çул ытла пурăннă.

Pages