Полк ывăлĕ

20 Нарăс, 2016

Ĕнер Шупашкарти 4-мĕш лицейре Владимир Лабутов, Геннадий Егоров, Виталий Мукин полковниксем тата Виталий Тры подполковник «паттăрлăх урокĕсем» ирттерчĕç. Кăкăр тулли орден-медаллĕ çар çыннисен кашни сăмахне ăша хывма тăрăшрĕç ачасем. Шăпах çакнашкал тĕлпулусем патриотизм туйăмне вăйлатма пулăшаççĕ те. Геннадий Аристархович, тĕслĕхрен, Элĕк районĕнче çуралнă. Ашшĕ çар ĕçне суйласа илнĕрен пĕчĕклех Ленинграда куçнă. «Эпĕ казармăра тÿрех салтак пек утма вĕреннĕ. «Полк ывăлĕ», - теттĕм хам пирки», - кулăпа çуталать унăн сăнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан амăшĕ ăна Чăваш Республикине илсе килнĕ. Йывăр тапхăрта чĕрĕ юлнăран кипкепе çуралнисен йышне кĕртет вăл хăйне. Геннадий Егоров 33 çул хĕсметре тăнă, 20 çул МЧС тытăмĕнче ĕçленĕ. Ашшĕн орден-медальне те типтерлĕ упрать ывăлĕ. Лицей ачисен çак тупрана тытса пăхма та май килчĕ.

Геннадий Аристархович «СССР спорт мастерĕ» ята тивĕçнĕ. Ачасене сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма, тăрăшса вĕренме, çĕршыв хÿтĕлевçисенчен тĕслĕх илме сĕнсе хăварчĕ вăл.

4-мĕш лицейре Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалласа çулсерен уйăхлăх иртет. Çак эрнере кашни класс ачисем стройпа утнă. Çитес кунсенче йĕркелекен патриотсен вăййинче васкавлă пулăшу парас, карта вулас, хÿтĕленме пĕлес тĕлĕшпе чи маттурисене палăртĕç.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.