ШĂЛ ТУНИНЕ СĂТĂРМА

24 Нарăс, 2016

Шăл туни юнăхнинчен сипленме халăх медицининче тĕрлĕ меслетпе усă кураççĕ. Çак рецептсем ырă витĕм кÿни паллă.

  • Вĕтетнĕ типĕ 2 чей кашăкĕ эмел шур курăкне /шалфей/ 1 стакан вĕри шыва ямалла. 30 минутран сăрăхтармалла. Шĕвекпе çăвара кашни апат хыççăн чÿхемелле. Курс - сываличчен.
  • 2 чей кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ вĕлтрене тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, ăшăлла сăрăхтармалла. Шĕвекпе çăвара кунне 5 хут чÿхемелле. Унсăр пуçне шăл тунисене вĕлтрен шĕвекĕнче йĕпетнĕ мамăк тампонпа сăтăрмалла. Курс - сываличчен.
  • 1 чей кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ юман хуппине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Шĕвекпе çăвара кунне 4-5 хут чÿхемелле. Курс - 2 эрне.
  • Шăл тунисене кунне 2-3 хут нимĕрленĕ шур çырлипе /клюква/ массаж туни усăллă.
  • Бананăн типĕ хуппине тата тинĕс тăварне порошок пуличчен вĕтетмелле. 2 чей кашăкĕ банан порошокне 3 чей кашăкĕ вĕтетнĕ тăварпа хутăштармалла. Олива çăвне ярса хăйма пек çăраличчен пăтратмалла. Хутăшпа шăл тунисене кунне 2 хут сăтăрмалла.

Пухăннă сĕлекене çăварта темиçе минут тытмалла, унтан сурса пăрахмалла. Çăвара чÿхеме юрамасть! Сиплев курсĕ - сываличчен.

Асăрханăр: çăвара чÿхеме спирт настойкисемпе усă курмалла мар - вĕсем лăймака сийе пĕçертсе яраççĕ, шăл тунисене тата ытларах сиенлеççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.