Халăх медицини

26 Ака, 2017

«Сывлăх» 16 (934) № 26.04.2017

* Чавса хытсан

* Вил шыв курăкне ахальтен мар хаклаççĕ

* Уртăш - тĕлĕнмелле ÿсен-тăран

* Çамрăк вĕлтрен тасатать

* "Япăх" холестерин шайне чакарма тĕрлĕ çимĕç пулăшать

* Палан хуппине çуркунне пухаççĕ

* Чĕкеç шатринчен куркума пулăшать

Тĕплĕнрех...

 

 

11 Кăрлач, 2017

ЙĔТĔН ВĂРРИПЕ ÇĔРУЛМИ СĔТКЕНĔ

Халăх медицини хырăмлăх язви вĕрĕлнинчен çĕрулми сĕткенĕпе сипленме сĕнет. Сĕткене кашнинчех çĕнĕрен хатĕрлемелле.

Лайăх çунă хĕрлĕ сорт çĕрулмине хуппипех теркăпа хырмалла е аш арманĕпе авăртмалла. Унтан темиçе сий марля витĕр пăчăртаса сĕткенне юхтармалла. Кунне 2 хут апатчен 30 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле. Сиплев курсĕ — 3-5 эрне.

7 Раштав, 2016

ШАЛЧА ПĂРÇИ: ШУРРИ ТАТА ХĔРЛИ

Шалча пăрçинчи /фасоль/ тимĕр эритроцитсем йĕркеленессине, клеткăсем патне кислород пырса тăрассине лайăхлатать, организм тĕрлĕ инфекцие хирĕç тăрассине вăйлатать. Кӳкĕрт пыршăлăх инфекцийĕсенчен, ревматизмран, ӳт чирĕсенчен, бронх чирĕсенчен хăвăртрах сывалма пулăшать.

Шурă шалча пăрçинче пĕр-пĕрне пулăшакан, шăмăшăн, шăлшăн, чĕрнешĕн усăллă кальципе магни пур.

Анчах вăл колитпа, панкреатитпа, холециститпа, нефритпа чирлекен çынсене юрамасть.

Pages