ШАЛЧА ПĂРÇИ: ШУРРИ ТАТА ХĔРЛИ
Шалча пăрçинчи /фасоль/ тимĕр эритроцитсем йĕркеленессине, клеткăсем патне кислород пырса тăрассине лайăхлатать, организм тĕрлĕ инфекцие хирĕç тăрассине вăйлатать. Кӳкĕрт пыршăлăх инфекцийĕсенчен, ревматизмран, ӳт чирĕсенчен, бронх чирĕсенчен хăвăртрах сывалма пулăшать.
Шурă шалча пăрçинче пĕр-пĕрне пулăшакан, шăмăшăн, шăлшăн, чĕрнешĕн усăллă кальципе магни пур.
Анчах вăл колитпа, панкреатитпа, холециститпа, нефритпа чирлекен çынсене юрамасть.
Хĕрлĕ шалча пăрçи — клетчатка çăлкуçĕ, хăвăрт тăрантать, юнри сахăр шайне йĕркене кĕртет, организмран наркăмăшсемпе сиенлĕ япаласене кăларать.
Анчах хĕрлĕ тĕслĕ шалча пăрçи наркăмăшлă шутланать. Ăна сиенсĕрлетме 15 минутран кая мар пĕçермелле.
Шута илме! Хатĕрленĕ чухне пăрçа йышшисем çуркаланасран пиçсе çитсен кăна тăвар хушмалла. Шалча пăрçине пула газ нумай пухăнасран ăна пăрăçпа е горчицăпа çисен лайăх.
Фурункул. Пĕр ывăç шалча пăрçине пĕçермелле. Нимĕрлемелле, пылпа çурмалла хутăштармалла, пашалу хатĕрлемелле, çĕрлене хирĕç çăпан çине хумалла. Çиелтен полиэтиленпа витмелле, пластырьпе çирĕплетмелле. Курс — çăпан шăтса пӳр тухиччен.
Чĕре таппи пăсăлсан. Çĕрлене хирĕç пĕр ывăç шалча пăрçине шыва ямалла /шывĕ ăна кăшт кăна хуплатăр/. Ирхине пĕр стакан шыв хушса вĕреме кĕртмелле. Унтан шĕвекне тăкмалла, каллех пĕр стакан сивĕ шыв ямалла. Лайăхрах ирĕлсе пиçме кăштах тăвар хушмалла та пиçиччен вĕретмелле. Шĕвекне тăкмалла, шалча пăрçине нимĕрлемелле, кăштах вĕренĕ шыв хушмалла.
Вĕтĕ вакланă сухана тип çу çинче ылтăн тĕслĕ пуличчен ăшаламалла, шалча пăрçин нимĕрĕпе хутăштармалла. Çак апата ялан çимелле. Вăл атеросклероз, хырăмлăх сĕткенĕн йӳçеклĕхĕ пĕчĕк чухнехи гастрит аптратсан уйрăмах усăллă.
Юрамасть: подагра, хырăмлăх сĕткенĕн йӳçеклĕхĕ пысăк чухнехи гастрит, нефрит, хырăмлăхпа вуник пумăклă пыршă язви.