ПĂРĂÇ ЧĔПĔТЕТ, ЧИРЕ ИРТТЕРЕТ

24 Нарăс, 2016

Пăрăç - тĕлĕнмелле паха техĕмлĕх, унпа сипленни чылай чирпе ăнăçлă кĕрешме пулăшать.

Хĕрлĕ пăрăç

Хаяр хĕрлĕ пăрăçпа шăнса пăсăлсан, сыпăсен чирĕсенчен, мышцăсемпе сыпăсем ыратсан, иммунитета, юн çаврăнăшне лайăхлатма, юн тымарĕсене çирĕплетме, япаласен ылмашăнăвне хăвăртлатма, юн хытса тăхасем пухăнассинчен хÿтĕленме усă кураççĕ. Капсацин пуррине кура вăл - питĕ паха çутçанталăк антибиотикĕ, çавăнпа чир вăхăтĕнче ăна рациона кĕртни уйрăмах усăллă.

  • Радикулит. Пĕр чĕптĕм хĕрлĕ пăрăç çăнăхне виçĕ-тăватă тумлам тип çупа хутăштармалла, унпа ыратакан вырăна сăтăрмалла. Ăшă чĕркемелле те чăтнă таран тытмалла. Унтан çурăма лайăх çуса тасатмалла. Ыратни хăвăрт иртет.
  • Бронх-ÿпке чирĕсем. Хушма сиплевре усă курма 1 стакан ăшă сĕте пĕр чĕптĕм пăрăç ярса çĕрлене хирĕç ĕçмелле.
  • Ÿслĕк. 1 стакан вĕри сĕте пĕр чĕптĕм вĕтетнĕ типĕ импĕр тымарĕ тата пĕр чĕптĕм хĕрлĕ пăрăç çăнăхĕ ярса 5 минут лартмалла. Каçхине çывăрма выртас умĕн хатĕрлесе ĕçмелле. Курс - сываличчен.

Шута илме. Хĕрлĕ пăрăç препарачĕсене çак тĕслĕхсенче ĕçме юрамасть: вар-хырăм чирĕсем /гастирт, язва/, чĕрепе юн тымарĕсен йывăр чирĕсем /аритми, стенокарди/, пĕвер чирĕсем, шăк хăмпипе пÿресен çивĕч шыçă чирĕсем.

Хура пăрăç

Хĕрлĕ пăрăç апат ирĕлессине лайăхлатать, шăк хăвалакан, манкана çемçетсе кăларакан, хутлатнине ирттерекен витĕмпе палăрса тăрать. Шăнса пăсăлнипе пуçланнă чирсенчен витĕмлĕ сипленме пулăшать.

  • Менструаци чухне ыратни. 1 апат кашăкĕ алоэ сĕткенне чĕрĕк чей кашăкĕ хура пăрăç çăнăхĕпе хутăштармалла. Кунне 2 хут ĕçмелле. Курс - ыратни иртиччен.
  • Шăнса пăсăлсан. 1 апат кашăкĕ хура пăрăç çăнăхне 1 стакан шĕвĕ пылпа хутăштармалла. Кунне 3-4 хут 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле. Курс - сываличчен.
  • Сыпă чирĕсем вĕрĕлсен. 1 стакан олива çăвне 1 апат кашăкĕ хура пăрăç çăнăхĕ ярса пăтратмалла, вăйсăр çулăм çинче 3-4 минут тытмалла. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Хутăшпа ыратакан сыпăсене кунне икĕ хут сăтăрмалла. Курс - ыратни иртиччен.

Шута илме. Хутăшсене çак тĕслĕхсенче ĕçме юрамасть: шăк хăмпин, пÿресен çивĕч шыççи, анеми, аллерги чирĕсем, хырăмлăхпа вуник пумăклă пыршăн язва чирĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.