101 çулти кинемей тутлă кукăль пĕçерет, купăс калать

20 Нарăс, 2016

Трак енре 100 çул ытла пурăнакан нумай. Ку енĕпе уйрăмах Тусай ялĕ палăрчĕ: Павел Трофимов - 103, Василиса Григорьева - 102 çула яхăн, Александр Александров 101 çул ытла пурăннă. Хальхи вăхăтра Ирина Орловăран аслă çын районта çук. Ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 102 çул çитет.

Паян сире вăрăм ĕмĕрлĕ тепĕр хĕрарăмпа паллаштарасшăн. Кăрлачăн 7-мĕшĕнче вăл 101 çул тултарчĕ. Çав шутран 95 çулне Васнар ялĕпе çыхăнтарнă. Патша саманинчи, совет влаçĕ вăхăтĕнчи тата хальхи пурнăç тути-масине пайтах тутаннă Валентина Егоровна, Васнара та ăна йывăр пурнăç илсе çитернĕ...

Валентина Новоселова, Тутарстанри Апас районне кĕрекен Шонгут ятлă вырăс ялĕнче çуралнăскер, ХХ ĕмĕрти çирĕммĕш çулсенчи выçлăха куççуль витĕр аса илет. Çемьере çичĕ ачаран чи кĕçĕнни пулнă вăл. 2 çулта чухнех ашшĕ вилнĕ. Амăшĕ Ишлей тăрăхне качча тухнă аппăшĕ патне пулăшу ыйтса çыру янă. Тăванĕн упăшки кунти юханшывсем çинче шыв арманĕсем тытса тăнă. Вĕсем чĕннипе Мария Александровна 4 ачипе Васнарти арман çуртне килсе хÿтлĕх тупать. Çичĕ çул тертленсе пурăннă хыççăн тин çурт лартса хăйсем тĕллĕн пурăнма пуçлаççĕ.

Валентина Егоровна ачаранпах пĕлÿ патне туртăннă. Тĕрлĕ шкулта 8 класс вĕреннĕ. Çав вăхăтра ку сахал шутланман. Таçта та ĕçлеме тÿр килнĕ унăн. Трак районне туса хурсан пĕрремĕш телефонистка пулса тăнă. Унтан Перекет банкĕнче кассирта тăрăшнă. Колхозра ытларах вăй хунă вăл: кладовщикра, пахчаçимĕç бригадирĕнче, сысна ферминче тимленĕ. Вăрçă вăхăтĕнче тылра хастар ĕçленĕшĕн медале тивĕçнĕ.

1940 çулта Валентина Васнарти Василий Цветкова качча тухать. Анчах та чăваш каччипе вырăс хĕрĕ пĕрле нумай та пурăнайман: тĕнче иккĕмĕш вăрçи пуçланать. Упăшкине фронта ăсатсанах Валентина пĕрремĕш ачине çуратать. Телее, Василий Иванович вăрçăран тĕрĕс-тĕкелех таврăнать, ветеринара вĕренсе чылай çул санитарта тăрăшать. 1962 çулта йывăç пÿрт лартнă Цветковсем. Халĕ фронтовик арăмĕ çавăнтах пурăнать. Упăшки вилни 22 çула кайрĕ ĕнтĕ.

Валентина Егоровна мăшăрĕпе 5 ачине чун парса пăхса ÿстернĕ. Шел, чире пула асли Лилия пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Алевтина, Володя, Викентий, Татьяна чиперех кун кунлаççĕ. Вĕсем хăйсене килĕшнĕ профессисемпе ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă ĕнтĕ. Валентина Ивановнăн паян куна 11 мăнук, 16 кĕçĕн мăнук тата 1 чи кĕçĕн мăнук пур. Вĕсенчен иккĕшне Валентина амăшне сума суса Мария ят хунă.

Манмаççĕ ачисемпе мăнукĕсем ватă асламăшне тата кукамăшне - вăхăт тупса килсех тăраççĕ, ĕçсене йышпа пурнăçлаççĕ. Уйрăмах район центрĕнче пурăнакан Викентий килти хуçалăха пĕччен тытса пыракан амăшне час-часах пулăшать.

Валентина хăй вăхăтĕнче купăс калама вĕреннĕ те паян та ку хатĕре алла тытсан тĕрлĕ юрă-кĕвĕ янраттарать. Хисеплĕ хĕрарăма 101 çулхи менельникпе ăшшăн саламласа парнесемпе чысланă хыççăн ветерансен районти ертÿçи Георгий Леонидович купăсне тăсса ячĕ те ĕлĕкхи чăваш халăх юррисене вылярĕ. Валентина Егоровна юрларĕ, хăй те купăс каласа кăтартрĕ.

Хăнасене чăваш сĕтелĕ хушшине вырнаçтарчĕç. Викентий амăшĕ тин çеç пĕçернĕ вĕри кукăле касса сĕтел çине лартрĕ. Пĕр ĕмĕр урлă каçнă кинемей çакăн пек тутлă апат-çимĕç янтăлама пултарнинчен тĕлĕнтĕмĕр.

- Çак хушăра больницăра пулман, васкавлă пулăшу чĕнмен. Ыйхă килет. Ватлăх çулĕ çеç кун хыççăн кун хăвалать. Вăхăта хаçат-журнал вуласа, радио итлесе, тĕрĕ тĕрлесе, кавир, алсиш-чăлха çыхса ирттеретĕп. Мунча та хамах хутса кĕретĕп. Кĕсье телефонĕпе те усă куратăп, - терĕ Валентина Егоровна хăйне епле туйнине ыйтсан.

Çавăн пек ĕнтĕ вĕсем, чăваш ялĕсенче тăван килĕнче ĕмĕрлекенсем - чир-чĕр аптратмасан вăй çитнĕ таран мал ĕмĕтпе пурăнаççĕ. Район пурнăçĕпе те кăсăкланса тăрать Валентина Егоровна. Хушăран-хушă «Красноармейски районĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медале те хавхаланса пăхать. «Ача амăшĕн мухтавĕ», «Ĕç ветеранĕ» медальсемпе пĕрле упрать ăна.

Красноармейски районĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.