Арçын пулма - çурални сахал
Чечня вăрçин историйĕ çук... Çавăн пекех, паян паттăрлăх валли те сăлтав çук пек туйăнать. Анчах та ку туйăнать кăна. Манăн ентешĕм, Раççей Геройĕ, Тамбов облаçĕнчи Моршанск районĕнчи Рысли салинче çуралнă Игорь Петриков, çинчен каласа кăтартас килет. Çапла пуçлать аса илĕвне Петриковăн çывăх юлташĕ Михаил Безруков.
Ачалăх
Пулас Герой 1966 çулхи çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче Анатолий Иванович офицер тата Анна Егоровна учительница çемйинче çуралнă. Игорь пĕрремĕш класа Польшăра кайнă - çар çынни çывăх çыннисемпе ун чухне çавăнта пурăннă, совет чаçĕсен Çурçĕр ушкăнĕнче хĕсметре тăнă. Ларма-тăма пĕлмен арçын ача хореографи кружокне çÿренĕ, салтаксен клубĕнче иртекен концертсене хутшăннă. Пиллĕкĕмĕш класа арçын ача Казахстанра çÿренĕ: çар çыннин приказа пăхăнса ăçта хушнă çавăнта каймалла пулнă, паллах, унран çемйи те юлман. Чăн та, пĕр вĕçĕм куçса çÿреме тивни Игорьшĕн йывăрлăх кăларса тăратман. Вăл ыттисемпе çăмăллăнах пĕр чĕлхе тупнă, киле тăтăшах çĕнĕ юлташсемпе таврăннă. Шкулсем, вĕрентекенсем улшăнсах тăнă пулин те арçын ача вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пынă, спорт ăмăртăвĕсене хутшăннă, уйрăмах çăмăл атлетикăна килĕштернĕ. Игорь ашшĕ çулĕпе утма ĕмĕтленсе Суворов училищине вĕренме кĕнĕ, ун хыççăн - Алма-Атари çар училищине.
1987 çулхине Анна Егоровнăпа Анатолий Иванович та Алма-Атана çитнĕ - ывăлне училищĕрен вĕренсе тухнă ятпа саламлама. Командир Игоре лейтенант пакунĕсемпе пĕрлех хĕрлĕ диплом парсан амăшĕ куççульне тытса чарайман.
Хĕсмет
Хĕсмете çамрăк лейтенант совет çарĕсен Германири ушкăнĕнче пуçланă. Çур çултан çемье çавăрма тĕв тунă. Туя Шупашкарта ашшĕ-амăшĕ патĕнче ирттернĕ. 1989 çулта Иринăпа Игорĕн ывăл çуралнă, Вячеслав. Çемьере телей тăкăнса тăнă.
Каярахпа Игорь Атăлçи çар округĕнче взвод, рота командирĕ пулнă, Тоцки полигонĕнче АПШ салтакĕсемпе пĕрле мирлĕ тĕллевпе çар вĕренĕвĕсене хутшăннă. Хăйне лайăх енчен кăна кăтартнăшăн Игорь Петрикова Раççей оброна министрĕ аллинчи сехетне парса чысланă. Пакун çинчи çăлтăрсем те хушăнсах пынă - аслă лейтенант, капитан, майор.
Юлашки çапăçу
Умра пĕтĕм пурнăç пек туйăннă. Çамрăк ĕмĕр çапла хăвăрт татăласса никам та шухăшлама пултарайман. Чечен вăрçи... Çар çыннин ятне, мундир чысне çухатман Игорь Петриков. Вăл вырăс офицерĕн чун çирĕплĕхĕ пирки çÿрекен сăмах пушă вырăнта çуралманнине кăтартма пултарнă.
Чечен республикине Игорь Петриков майор 1995 çулхи нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче çитнĕ. Çитнĕ-çитменех тăхлан çумăр айне кĕме тивнĕ. Тепĕр уйăхранах ăна Паттăрлăх орденĕпе наградăланă.
Пĕррехинче Грозный хулинче Петриков гварди майор ушкăнне Дудаевăн вăрă-хурахĕсем тапăннă. Кăткăс лару-тăрăва лексен те çухалса кайман командир, салтаксене çумăр пек тăкăнакан тăхлан айĕнчен илсе тухма мехел çитернĕ, боевиксен тылне тухса хăйсене тĕп тунă. Темиçе кунранах Петриков ертсе пынипе салтаксем Аргун урлă каçса пысăк пĕлтерĕшлĕ плацдарма йышăнма пултарнă. Çак çапăçура майор хăй икĕ танка тĕп тунă.
1995 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче "Красная звезда" "Юлашки сехетре” ятпа фициаллă пĕлтерÿ вырнаçтарнă. Унта Шали хулине федералсем йышăннине пĕлтернĕ. Пресс-центр палăртнă тăрăх, хула çыннисем салтаксене май пур таран пулăшнă, çар çыннисен тата граждансен хушшинче çухату çук.
Паллă ĕнтĕ, çав вăхăтра Чечняра "конституци йĕркине тавăрас енĕпе” операци пынă. Тĕрĕссипе вара ку тăрăхра чăн-чăн вăрçă кĕрленĕ. Хуласемпе ялсем çине бомба тăкăннă, вĕсемпе пĕрлех - юн тата куççуль... Грозныйран аллă çухрăма яхăн аяккарах вырнаçнă Шали хулине федералсем чăнах та пĕр çапăçмасăр йышăннă. Анчах та хула таврашĕнче вара тĕлĕнмелле хĕрÿ тытăçусем пулнă.
1995 çулхи пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче 506-мĕш гварди мотострелоксен полкĕн пĕрремĕш батальонĕ Шали енне тапраннă - хулана хĕвелтухăç енчен хÿтĕлеме. Иккĕмĕш рота засадăна çакланнă. Çар машинисем аякĕсемпе йывăç-тĕм енне çаврăнсанах Дудаев эшкерĕ автоматсемпе гранатометсенчен "шăварма” пуçланă. Пĕрремĕш пенисемех тĕл лекнĕ, Олег Кожанов капитан, Михаил Пашунин, Алексей Оленев, Владимир Фирсов рядовойсем çавăнтах вилнĕ. Анчах мотострелоксем лару-тăрăва хăвăртах алла илнĕ, "симĕс стенана” пĕтĕм орудирен пеме пуçланă. Кĕçех сывлăшран та пулăшу çитнĕ. МИ-24 вертолетсем тапăннине чăтайман тăшман, каялла чакнă.
Анчах та вертолетсем кĕçех вĕçсе кайнă. Мотострелоксем хаяр тăшманпа куçа-куçăн тăрса юлнă... Командирсăр... Çакна курса батальон штабĕн пуçлăхĕ Игорь Петриков хушусем пама пуçланă. Анчах та тĕмсен хыçĕнчисем те вăйлă пулнă, парăнма шухăшламан та. Тĕрĕссипе, Дудаев çыннисем федералсене ункăна илтĕмĕр тесе савăннă. Кун пек лару-тăрура Раççей салтакĕсем парăнма мар, тапăнасса шухăшлама та пултарайман вĕсем. Анчах та Петриков кĕтмен çĕртен ротăна çиçĕмле хăвăртлăхпа боевиксем çине илсе кĕнĕ. Командирăн тĕрĕс утăмĕ салтаксен пурнăçне çăлса хăварнă, рота командовани хушнине пурнăçланă. Анчах та Игорьшĕн çак çапăçу юлашки пулнă...
Амăшĕ
Çав куна Анна Егоровна каярахпа çапла аса илнĕ.
Ирхине телефон шăнкăртатнă. Кил хуçи ĕçе пуçтарăннă.
- Сирĕн ывăл паттăрсен ви-лĕмĕпе вилнĕ...
Арçын телефон кĕпçине ывăтнă.
- Кам ку?
Анчах та телефон татах шăнкăртатнă:
- Эсир хăвăр та офицер, ăнланма тивĕç. Кĕлеткине ăçта илсе пымалла?
Каярахпа упăшки каланинчен хĕрарăм çакна ăнланнă - Шупашкара Троицкран шăнкăравланă иккен, чаç базинчен. Анна Петриковăна мăшăрĕ çак хыпара кăнтăрла иртни икĕ сехетре пĕлтернĕ. Хĕрарăм нимĕн те ăнланман. Тен, ăнланасси те килмен...
- Эпир тупăк хуппине уç-марăмăр. Пĕчĕк чÿречерен капла та курăнатчĕ. Ывăла пытартăмăр. Унпа пĕрле - мана та.
Игоре пурте ырăпа аса илеççĕ: "Мĕнле ачаччĕ!"
Вăл урăхла тума пултарайман. Вăл - офицер. Юлташĕсем каланă тăрăх, лайăх офицер.
* * *
Тимĕр пулма - руда çителĕксĕр.
Арçын пулма - çурални сахал.
Ирĕлес пулать,
пиçĕхес пулать,
Руда пек, хăвна шеллемесĕр,
тимĕре çаврăнас пулать.
Чунра çил-тăвăл та вылять
пуль,
Ан ман - салтак эс! Чăтма
пĕлес пулать.
Чиперуксем савнине те,
пульăсем шăхăрнине те,
Чăтас пулать, çапăçура
чакмасăр кĕрешес пулать.
Куçран пăхмашкăн вилĕме
Сана, тен, тÿр килет те пуль,
Анчах та ку та - санăн хĕç-
пăшал,
Унпа та усă курас пулать...
Арçын тенин, кирлех пулсан,
Вилме те тÿр килет-тĕр çав,
Çавăнпа та яту юлать сан
ĕмĕр-ĕмĕре...
РФ президенчĕн 1995 çулхи çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче алă пуснă Указĕпе килĕшÿллĕн, çар тивĕçне пурнăçланă чух паттăрлăхпа палăрнăшăн Игорь Петриков майора Раççей Федерацийĕн Геройĕн званине панă. Каярахпа Павел Грачев Геройăн Ылтăн Çăлтăрне Игорĕн тăлăх арăмне - Ирина Петрикова прапорщика - панă.
- Мĕншĕн пуç хучĕ манăн ывăлăм? - ыйтнă сумлă çак самантра кинĕпе пĕрле пулнă Анна Егоровна.
- Эпир - çар çыннисем - приказа пăхăнатпăр. Эпир присяга тытнă, - хуравланă министр.
* * *
Тоцки хулинчи пĕр урама Игорь Петриков ятне панă.
Рысли салинчи шкул çине - унта Раççей Геройĕ Игорь Петриков çуралнине пĕлтерсе - мемориал хăма вырнаçтарнă.
Шупашкарти Лебедев урамĕнчи 7-мĕш çурт çине хăма çакнă. Унта "Çак çуртра Петриков Игорь Анатольевич майор /14.08.1966 - 28.03.1995/, Раççей Федерацийĕн Геройĕ пурăннă. Чечен республикинче хĕсмет тивĕçне пурнăçласа вилнĕ” тесе çырнă.
Шупашкарти Университет урамĕнчи 10-мĕш çурт çывăхĕнче пĕлтĕр Раççей Геройĕ Игорь Петриков ячĕпе сквер уçăлнă.
Комментари хушас