Archive - 25 Нарăс, 2016

25 Нарăс, 2016

«Çамрăксен хаçачĕ» 7 (6100) №. 25.02.2016

25 Нарăс, 2016

Мулат ача çуратма ĕмĕтленнĕ

Çĕр-çĕр çын хушшинче утса пĕр-пĕрне шыранă вĕсем. Тĕл пулсан телей кайăкне алăран вĕçертмен. Шăпа çырни çумрах çÿрет, ăна асăрхама çеç пĕлмелле. Шупашкарта пурăнакан Ксения Ермаченкова Конго Республикинче çурала ÿснĕ Арнольдпа ăнсăртран паллашнă. Малашлăх çинчен ĕмĕтленмен, хутшăнусем аталанасса ĕненмен пике.

25 Нарăс, 2016

Туристсене кану çурчĕпе тĕлĕнтереймĕн

Чăваш Енре - илемлĕ çутçанталăк, хăйне евĕрлĕ культура тата йăла-йĕрке. Чылайăшĕ чикĕ леш енче канма кăмăллать. Анчах хамăр тăрăхра та курса тĕлĕнмелли пайтах. Çакна çулсерен пирĕн республикăна пин-пин турист килме кăмăл туни те çирĕплетет. «Раççей çăлкуçĕсем» фестиваль, Европа, çĕршыв шайĕнчи спорт ăмăртăвĕсем те хăнасен йышне ÿстерме пулăшаççĕ.

25 Нарăс, 2016

Ют хĕрарăм патне кайнă упăшкине кĕтет

Етĕрне районĕнчи Чаканарта пурăнакан Лидия Комиссарова упăшка пур çĕртех пилĕк ачапа пĕччен тăрса юласса тĕлĕкре те тĕлленмен. Лидăпа Виктор 2001 çулта паллашнă. Хĕрпе каччăлла çÿренĕ чухне пĕр-пĕриншĕн çуннă вĕсем. 33 çулти хĕрарăм çав саманта паянхи пек астăвать.

25 Нарăс, 2016

Пĕчĕк чухнех ял-йыша концертпа савăнтарнă

Вăл - Николай Хрисанович /«Тăм тивнĕ чечексем»/, Çемен кум /«Ах, хуняма, хуняма, е Улми улмуççинчен…»/, старик /«Кая юлнă юрату»/, Шурсухал /«Кĕмĕл тумлă çар»/, Ванька /«Чăн телей юратура»/, Çтаппан /«Шупашкарти савни»/, Михайло /«Вăрланă телей»/, Айтар /«Айтар»/, Карачăм /«Ма кĕске-ши яш ĕ

25 Нарăс, 2016

Сасси улшăнсан юрлас ĕмĕчĕ татăлнă

Чăваш эстрадипе чăваш опери хушшинче мĕнле çыхăну пур-ши? Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Мăн Этмен ялĕнче çуралса ÿснĕ Михаил ИВАНОВ юрăçпа паллашиччен эпĕ кун пирки пачах та шухăшламан. Пĕр енчен, вĕсене юрă çыхăнтарать.

25 Нарăс, 2016

Фашистсем çынсен ÿтне кÿлле пăрахма хатĕрленнĕ

Тверь облаçĕнчи Ильино салинче кун çути курнă Михаил Лавиншăн Шупашкар тăван тăрăха çаврăннин сăлтавĕ - вăрçă. 1941 çулта вăл иккĕри ача кăна пулнă, çавăнпа хăш-пĕр саманта амăшĕ Мария Ароновна каласа кăтартнинчен çеç астăвать.

Pages