Мулат ача çуратма ĕмĕтленнĕ

25 Нарăс, 2016

Çĕр-çĕр çын хушшинче утса пĕр-пĕрне шыранă вĕсем. Тĕл пулсан телей кайăкне алăран вĕçертмен. Шăпа çырни çумрах çÿрет, ăна асăрхама çеç пĕлмелле. Шупашкарта пурăнакан Ксения Ермаченкова Конго Республикинче çурала ÿснĕ Арнольдпа ăнсăртран паллашнă. Малашлăх çинчен ĕмĕтленмен, хутшăнусем аталанасса ĕненмен пике. Çулсем пĕрлешрĕç тĕк ку - ахальтен мар. Халĕ вĕсен юрату çимĕçĕ - пĕчĕк ывăл - çитĕнет.

Ксения Çĕнĕ Шупашкарта çуралса ÿснĕ, унти 2-мĕш вăтам шкулта вĕреннĕ. Пикен амăшĕ - вырăс, ашшĕ - чăваш, Вăрмар районĕнче çитĕннĕ. 9-мĕш класс хыççăн пике Мускава çул тытнă. Ксюша çĕршывăн тĕп хулинче кун кунланă вăхăтра унăн ашшĕпе амăшĕ Шупашкара пурăнма куçнă. Пике 7 çул Мускав çăкăрне тутаннă хыççăн тăван тăрăхах çаврăнса çитнĕ. 2013 çулта /ун чухне Ксения отпуска Чăваш Ене килнĕ/ вăл Арнольда тĕл пулнă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.