Комментари хушас

25 Нарăс, 2016

Пĕчĕк чухнех ял-йыша концертпа савăнтарнă

Вăл - Николай Хрисанович /«Тăм тивнĕ чечексем»/, Çемен кум /«Ах, хуняма, хуняма, е Улми улмуççинчен…»/, старик /«Кая юлнă юрату»/, Шурсухал /«Кĕмĕл тумлă çар»/, Ванька /«Чăн телей юратура»/, Çтаппан /«Шупашкарти савни»/, Михайло /«Вăрланă телей»/, Айтар /«Айтар»/, Карачăм /«Ма кĕске-ши яш ĕмĕр?»/, Евгений Ларин /«Арканнă юрату»/, Петĕр /«Çамрăклăх çеçкере»/… Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артисчĕ Василий Павлов миçе сăнара «чĕртнине» хăй те татăклăн пĕлмест. 45 çулта сцена çинче икçĕр ытла роле калăпланă вăл. Кăçал, пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче, Василий Иванович 65 çулхи юбилейне паллă тăвать. Чунĕпе яланах çамрăк артистăн вăй-халĕ тапса тăрать. Василий Иванович сцена çинче роль хыççăн роль калăпласа куракансене савăнтарать.

Туслă çемье

Василий Иванович ача чухне артист пулма ĕмĕтленмен, ÿкерме питĕ юратнă вăл. Çапах артист ăсталăхĕ ун чухнех палăрнă. 1-мĕш класа каякан пĕчĕк Вася ялти клуб сцени çине тухса сăвă вуланă. «Сармантейĕн сар чăххи сар çăмарта тунă та кăтиклетсе йăвинчен анса кайнă таçталла, вара шăши пынă та сарă чăхăн çăмартине çапса ватнă хÿрипе…» - çак йĕркесене арçын ача халăх умĕнче сассине янăраттарса каланă. Çакна ентешĕсем тахçанчченех астуса юлнă.

Вăрмар районĕнчи Кĕтеснер ялĕнчи пĕр урамра йышлă виçĕ çемье пурăннă: Кондратьевсем, Волковсем тата Павловсем. Пĕринче - 12, тепринче 8 ача çитĕннĕ. Павловсем вара 1 хĕрпе 5 ывăл ÿстернĕ. Пурте пултарулăхĕпе палăрнă. Чи аслин Михаилăн /халĕ вăл пирĕн хушăра çук ĕнтĕ/ сасси хăватлă пулнă. Фаина та /Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче вăй хурать/ шкулта вĕреннĕ чухнех уçă сассипе тыткăнланă. Николай та оперăпа балет театрĕнче ĕçлет. Халĕ Калуга облаçĕнче пурăнакан Валерий аккордеон ăста калать. Ун хыççăн Василий çут тĕнчене килнĕ. Чи кĕçĕнни Анатолий пĕчĕк чухнех Робертино Лореттин «Джамайка» юррине артистран та кая мар шăрантарнă. Иван Павловичпа Лидия Степановна тĕпренчĕкĕсене тĕрĕс воспитани панă. Ачисен умĕнче вĕсем нихăçан та харкашман, усал сăмах ĕмĕрне те каламан. Çемье пуçĕ «кăпшак» е «хур мăйĕ» тесен тÿрех ăнланнă: ашшĕ тарăхнă, апла алхасма чарăнмалла. Иван Павловичпа Лидия Степановна ултă тĕпренчĕкне пÿрнепе те тĕкĕнмен, яланах сăмахпа ăнлантарнă. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.