- Чăвашла верси
- Русская версия
Туристсене кану çурчĕпе тĕлĕнтереймĕн
Чăваш Енре - илемлĕ çутçанталăк, хăйне евĕрлĕ культура тата йăла-йĕрке. Чылайăшĕ чикĕ леш енче канма кăмăллать. Анчах хамăр тăрăхра та курса тĕлĕнмелли пайтах. Çакна çулсерен пирĕн республикăна пин-пин турист килме кăмăл туни те çирĕплетет. «Раççей çăлкуçĕсем» фестиваль, Европа, çĕршыв шайĕнчи спорт ăмăртăвĕсем те хăнасен йышне ÿстерме пулăшаççĕ.
Туристсене ытларах Атăл хĕрринчи Хĕрлĕ тÿрем илĕртет. Чăваш тĕррин музейĕ халăх культурин пуянлăхĕпе унăн кун-çулне кăтартса парать. Трактор музейĕнче «чĕрĕ» экспонатсене курма кăна мар, руль умне ларса хăвна тракторист пек туйса курма та май пур. Кÿкеçри «Бичурин тата паянхи самана» музей, Шуршăлти Космонавтика музейĕпе килен-каян хаваспах паллашать.
Пĕлтĕр республикăра 27 хăна çурчĕ, 20 санатори, ытти 21 организаци ĕçленине шута илнĕ. Апла пулин те туристсем пĕчĕк хăна çурчĕсене кăмăллаççĕ. Тăвай, Елчĕк, Йĕпреç районĕсенче экологи туризмĕ енĕпе çĕнĕ объектсем хута янă.Малалла вулас...
Комментари хушас