Archive - 25 Нарăс, 2016

25 Нарăс, 2016

Ĕçкĕç арăм нуша кăтартать

Мĕн чухлĕ хĕрарăм упăшки эрех-сăрапа айкашнăшăн тарăхса вăхăтсăр ватăлать, чире каять пулĕ? Кăвак пит-куçпа çÿрени, ачи-пăчине çавăтса килтен тухса тарни, хуçалăха хăйĕн хулпуççийĕ çинче сĕтĕрни... пит çинче йĕр хăвармасăр иртмеççĕ. Ĕçкĕçпе çыхланни - пурнăçа сая янипе танах.

25 Нарăс, 2016

«Çамрăксен хаçачĕн» йĕкĕчĕ

Фотоконкурс малалла пырать. Сăнÿкерчĕкĕре, хăвăр çинчен кĕскен çырнине «Çамрăксен хаçачĕн» электрон почтине яма пултаратăр. Адресĕ: molgazeta@rambler.ru

25 Нарăс, 2016

Ниццăна йыхравлаççĕ

Çĕмĕрлере пурăнакан Анастасия Селянкинăна Францири чи илемлĕ курорт-хуласенчен пĕрне пырса курма чĕнеççĕ. Унта тĕрлĕ кинофестиваль çулленех иртет. Çапах хальлĕхе кинора ÿкерĕнмешкĕн мар, парнесене илмешкĕн чĕнеççĕ. Çĕмĕрле пики пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче Интернетра ирттернĕ икĕ конкурса хутшăннă.

25 Нарăс, 2016

Хăшĕ Катя, хăшĕ Карина? Е тата Аньăпа Яна?

Пиллĕкмĕш класри Каринăпа Катя Афанасьевăсем, алăран алă тытăн-нăскерсем, сĕлкĕшнĕ юр муклашкисем урлă йăлт та ялт сиксе каçаççĕ. Иккĕшĕ те савăнăçлă, пĕр-пĕрин çине пăхса сарă хĕвел пек кулаççĕ. Урамри çил таçти тĕке вĕсен умĕпе вĕçтерсе иртни те чунĕсене çĕклентерет.

25 Нарăс, 2016

Аппаран тĕслĕх илетĕп

Улттăмĕш класри Саша Чернова - вĕренÿ отличници. Пур предметпа та лайăх ĕлкĕрсе пыма тăрăшать вăл. Тĕрлĕ олимпиадăсене хутшăнса шкул чысне хÿтĕлени те пĕрре мар пулнă.

25 Нарăс, 2016

Чупай шкулĕ саламлать!

Пирĕн хаклă хăнасем - Вăрмар районĕнчи Чупай шкулĕн-че 6-мĕш класра вĕренекен хĕрачасем. Вĕсем тантăшĕсене, ашшĕсене, аслашшĕсене, Чăваш Енри, Раççейри яш-кĕрĕме тата ветерансене Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе саламлаççĕ. Сăмах парар-ха маттурсене.

25 Нарăс, 2016

Мĕншĕн коалăна килте усрамаççĕ?

Чи малтанах çак чĕрчун мĕнпе тăранса пурăннине палăртар. Вăл апат енчен чăкăлташрах, эвкалипт çулçине кăна тиркемест. Унăн вар-хырăмĕ урăх апата йышăнмасть. Талăкне коала 0,5-1,1 килограмм эвкалипт çулçи çиет. Çак йывăçăн 800 тĕсĕнчен вара 120-ĕшне кăна суйлать, çамрăк çулçăсем çеç юрăхлă уншăн.

25 Нарăс, 2016

Тăхăр ывăлĕ, виçĕ мăнукĕ тата кинĕ – вăрçăра!

Краснодар крайĕн Шапсуг /халĕ Лазарев/ районĕнчи Аслă Псеушко аулĕнче пурăнакан Казбулет Хачашевичпа Чебахан Умаровна Шхалаховсем пирки илтмен çын юлман ахăрт-нех. Вĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тăхăр ывăлĕпе виçĕ мăнукне тата кинне пилпе ăсатнă. Шел, вĕсенчен икĕ ывăлĕпе икĕ мăнукне çеç киле таврăнма шăпа пÿрнĕ.

ЧЕБАХАН

25 Нарăс, 2016

"Хресчен сасси" 7 /2594/ №. 25.02.2016

Pages