Комментари хушас

25 Нарăс, 2016

Аппаран тĕслĕх илетĕп

Улттăмĕш класри Саша Чернова - вĕренÿ отличници. Пур предметпа та лайăх ĕлкĕрсе пыма тăрăшать вăл. Тĕрлĕ олимпиадăсене хутшăнса шкул чысне хÿтĕлени те пĕрре мар пулнă.

Тăрăшуллăскер алă усса ларма хăнăхман. Вăхăта усăллă ирттерме ăнтăлакан хĕрача «Каблучок» тата «Анютины глазки» юрăпа ташă ансамбльсенче пултарулăхне туптать. Çак енпе тĕрлĕ конкурса хутшăнса палăрни вара çĕнĕрен çĕнĕ çитĕнÿ тума хавхалантарать ăна.

- Юрă-ташă чун йăпатмăшĕ пекех - тунсăх пуссан кăмăл-туйăма çĕклентерет, хавхалану кÿрет, - ăнлантарать Саша. - Илемлĕ юрлама, килĕшÿллĕ ташлама мана Людмила Леонидовна Кувшинова музыка учителĕ хăнăхтарать. Ăна чĕререн тав тăватăп.

Ытларах мĕнле юрă шăрантарма кăмăл-лать-ха вăл? Паллах, хаваслисене. Тăван чĕлхепе янăраканнисем те унăн чунне çывăх. Саша йĕкĕреш аппăшĕнчен пултарулăх вăрттăнлăхне алла илсе пырать. Вăл юрă-ташăпа чунтан кăсăкланать, конкурссенче те хастар.

- Аппа маншăн - тĕслĕх. Ăна пăхсах эпĕ юрă тата ташă ансамблĕсене çÿреме пуçларăм, спортпа туслашрăм. Халĕ Тăвайри «Аль» физкультурăпа спорт комплексне ишев секцине çул такăрлататăп, - хăпартланса каласа парать Саша.

Кунсеренех ÿстерсе пырать хăйĕн ăсталăхне маттурскер. Спортăн пĕр тĕсĕпе çеç туслашнипе çырлахман вăл. Чупса тата хăвăрт утса кăтартăвĕсене çĕнетсе савăнтарать. Çак енсемпе ăмăртусене нихăçан та хутшăнмасăр юлмасть. Аппăшĕ пекех грамотăсемпе дипломсем çĕнсе илет.

Секцисемпе кружоксенче тĕрлĕ енлĕн аталанма май пурришĕн чунтан савăнать Саша. Унта ăсталăха туптама, çав вăхăтрах тантăшсемпе хутшăнма та май пур-çке. Тренировкăсем хыççăн вара пĕрлех сăртран çунашкапа ярăнаççĕ е йĕлтĕрпе ăмăртмалла чупаççĕ. Йышпа ĕç тума та, савăнма та хаваслă.

«Тантăш» хаçата юратса вуланăранах, ăна çырăнса илесшĕн. Хаçат тусĕсене те пĕр-пĕринпе тату пурăнма, шкулта лайăх ĕлкĕрсе пыма тата çирĕп сывлăхлă пулма сунать Саша.

Нина ЦАРЫГИНА.

Тăвай районĕ,

Тĕмер шкулĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.