Чупай шкулĕ саламлать!

25 Нарăс, 2016

Пирĕн хаклă хăнасем - Вăрмар районĕнчи Чупай шкулĕн-че 6-мĕш класра вĕренекен хĕрачасем. Вĕсем тантăшĕсене, ашшĕсене, аслашшĕсене, Чăваш Енри, Раççейри яш-кĕрĕме тата ветерансене Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе саламлаççĕ. Сăмах парар-ха маттурсене.

Дарья ЯКОВЛЕВА:

- Чупай - пысăк ял. Паттăрсен ялĕ те теме пулать. Пирĕн ентеше, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă Никита Зарубин летчика, çĕршывĕпех пĕлеççĕ. Афган вăрçинче куçне хупнă салтак та пур пирĕн ялта - Александр Линга. Аякри çĕршывра, хĕрÿ хĕвел питтинче çырнă çырăвĕсенче хĕллехи Чупайри таса юра ывăçлас килни çинчен асăнни те пур унăн. Çак паттăрсем, ытти геройсем - пирĕншĕн тĕслĕх.

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе хамăр класри Максимпа Сергее чунтан саламлатпăр. Тăван респуб-ликăри пур арçын ача та йышăнтăр пирĕн салама!

Кристина ГЕОРГИЕВА:

- Вăрмар районĕнче çарпа пат-риотизм воспитанийĕ яланах çÿллĕ шайра. Çак ĕçе Афганистан вăрçин çулăмĕ витĕр тухнă салтаксем хастаррăн хутшăнаççĕ. Пирĕн ялта та кашни çуркунне Александр Лингана асăнса çăмăл атлетика турнирĕ иртет. Паттăр салтакăн çутă сăнарĕ Тăван çĕршыв хÿтĕлевçи мĕнлерех пулмаллине вĕрентет.

Асаттесене, аттесене, тантăшсене пурне те уяв ячĕпе саламлатăп!

Екатерина МИХАЙЛОВА:

- Тăван çĕршыв хÿтĕлевçи тени маншăн чăн малтан пограничниксемпе çыхăннă. Мĕншĕн тесен манăн кукка чикĕ хуралĕнче пулнă. Вăл наряда йытăпах çÿренĕ! Пограничниксем пулмасан - çĕршыв алăкĕсем хуть те камшăн та уçă. Паллах, пирĕн лăпкă пурнăçа пур салтак та сыхлать. Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсене чаплă-сумлă уявпа саламлатăп! Сывлăх, телей, нимĕнле йывăрлăхсене пăхмасăр çар хĕсметне тивĕçлĕн пурнăçлама сунатăп!

Кристина АРСЕНТЬЕВА:

- Эпĕ Вăрмар районĕнчи Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнче пурăнатăп. Чупай шкулĕн-че вĕренекен ачасен ячĕпе Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе вăрçă тата тыл ветеранĕсене саламлатăп. Манăн ватă кукаçи Николай Константинов вăрçăра çапăçнă. Килĕнче юлнă арăмĕ, ачисем патне çĕнтерÿпе таврăннă. Вăрçă ветеранĕсене çамрăк ăрăвăн нихăçан та манмалла мар: вĕсен паттăрлăхне пула паян эпир çут тĕнчере пурăнатпăр.

Елена ГУРЬЕВА:

- Чăваш Республики паттăр салтаксемпе сумлă. Чăваш арĕсем пурнăçне шеллемесĕр тăшманпа çапăçса чапа тухнă Совет Союзĕн Геройĕсемпе, «Мухтав» орденĕн тулли кавалерĕсемпе эпир яланах мухтанатпăр. Чупай шкулĕнчен вĕренсе тухнă яшсем Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче çар хĕсметĕнче тăнă, тăраççĕ те. Вĕсем чыслă та хăюллă салтаксем, Тăван çĕршывăн чăн-чăн хÿтĕлевçисем. Чи тивĕçлисене халалласа вара эпир шкулта «Пирĕн выпускниксем - çĕршыв хÿтĕлевçисем» стенд уçрăмăр. Пурне те аслă уявпа саламлатăп!

Владимир СТЕПАНОВ.

Сăнÿкерчĕкре /сулахайран сылтăмалла/: Дарья Яковлева, Кристина Георгиева, Екатерина Михайлова, Кристина Арсентьева, Елена Гурьева.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.