Тăхăр ывăлĕ, виçĕ мăнукĕ тата кинĕ – вăрçăра!

25 Нарăс, 2016

Краснодар крайĕн Шапсуг /халĕ Лазарев/ районĕнчи Аслă Псеушко аулĕнче пурăнакан Казбулет Хачашевичпа Чебахан Умаровна Шхалаховсем пирки илтмен çын юлман ахăрт-нех. Вĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тăхăр ывăлĕпе виçĕ мăнукне тата кинне пилпе ăсатнă. Шел, вĕсенчен икĕ ывăлĕпе икĕ мăнукне çеç киле таврăнма шăпа пÿрнĕ.

ЧЕБАХАН

Чебахан Шхалахова вунпилĕк ачана ура çине тăратнă. Хăйĕн ултă ывăлĕпе виçĕ хĕрне тата пĕрремĕш мăшăрĕн ултă тĕпренчĕкне чун-чĕререн юратнă вăл. Уншăн килте «ют» ача пулман, пурне те пĕр харăс сĕтел хушшине йыхравланă, çăкăр чĕллине пĕр пек валеçнĕ, апатлантарнă. Пурне те ĕçе хăнăхтарнă.

Килен-каяна та ырă кăмăлпа, тарават кĕтсе илнĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Ун пирки аулта пурте ăшшăн калаçнă.

Чебахан хресчен çемйинче çуралнă. Пурнăç пыл та çу пулманран ашшĕпе амăшне кирек епле ĕçре те пулăшнă. Уйрăмах çĕр çинче тăрмашнă вĕсем, пахчаçимĕç туса илнĕ. Шел, шкула çÿреме май килмен унăн. Çавăнпа хăйĕн тĕпренчĕкĕсене вĕрентессишĕн чунтан тăрăшнă. Чăн та, ачисем вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пынă. Çакна кура аулти ача-пăча Шхалаховсем патне час-час пырса çÿренĕ, йывăр хăнăхтарусене ăнлантарма ыйтнă.

Чебахан Умаровна районта чухăнсен комитетне пĕрремĕш кĕнĕ. Аул совечĕн депутачĕ пулнăскер хăйсем пурăнакан вырăнта хĕрарăмсен советне те йĕркелесе янă. Пухусенче хăюллăнах пурнăç йывăрлăхĕсем пирки тухса калаçакансенчен пĕри пулнă.

Чебахан çамрăкранах чирлĕ çынсене тĕрлĕ курăкпа сипленĕ. Ун патне аякран та ватти-вĕттипе çамрăкки пулăшу ыйтма килнĕ. Вăрçă пуçлансан вăл хăйĕн ачисене пил парса фронта ăсатнă. «Аçу-аннÿ ятне ан ярăр! Тăшманпа паттăррăн кĕрешĕр. Вĕсене саранчасене пĕтернĕ пекех путлантармалла», - тенĕ ывăлĕсене ача чухнехи евĕр çупăрласа.

...Пурнăçа юратакан ывăлне Османа тăшман пульли тĕп тунине илтсен кăшкăрса макăрнă салтак амăшĕ. Инкек çине синкек тенешкел, тĕрлĕ çулсенче ытти тĕпренчĕкĕ вилни çинчен те калакан хутсем килнĕ. Çакна амăш чĕри ниепле те чăтайман. 1943 çулхи августăн 14-мĕшĕнче куçĕсем ĕмĕрлĕхех хупăннă. Унăн ÿтне çĕрпе хупланă самантра аула тепĕр хăрушă хыпар çитнĕ. Чебахан Умаровнăн тепĕр ывăлĕ, Хасан, тăшманпа паттăррăн çапăçса вилнĕ.

КАЗБУЛЕТ

Нумай ача ашшĕ, Казбулет Хачашевич Шхалахов, çĕр ĕçне чунтан юратнă. Совет влаçĕ йĕркеленсенех колхоза кĕнĕ. Мĕн ĕмĕрĕпе, пенсие кайичченех унта тăрăшнă. Аулта ăна ĕçченлĕхне кура, кирек кама та йывăр вăхăтра пулăшнăран юратнă, хисепленĕ. Уйрăмах çамрăксем ун патне туртăннă. Ара, вăл вĕсемпе те пĕр чĕлхе тупма пултарнă-çке. Кирек хăçан та сĕнÿ-канашпа пулăшнă.

...Ывăлĕсем вăрçăра пĕрин хыççăн теп-ри вилнĕрен мăшăрĕ пекех чунтан куляннă Казбулет Хачашевич.

ШОВОБУК

Казбулетпа Чебаханăн тăхăр ывăлĕн-чен иккĕшĕ çеç, Шовобукпа Кримчерий, фронтран тăван тăрăха таврăнайнă. Тĕрĕссипе, Шовобукăн çара каймалла пулман, сывлăх тĕлĕшпе йывăртарах пулнă ăна.

Унччен вăл ял хуçалăхĕнче вăй хунă. Выльăх-чĕрлĕх усранă, пахчаçимĕç çитĕн-тернĕ. Колхозра бригадирта тăрăшнă.

Вăрçă пуçланнă çулхине хĕрĕх тултарнă Шовобук. Хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă, минометчик пулнăскер тăшманпа паттăррăн кĕрешнĕ. Пĕр çапăçура икĕ аллине те тăм илтернĕ. Киле таврăнсан, сурансене пăхмасăр каллех колхоза ĕçлеме тухса кайнă. «Салтаксене апат-çимĕçпе, тумтирпе тивĕçтермелле пирĕн», - тенĕ халăха. 1942 çулхине, кăшт вăй илсен, каллех хăй ирĕкĕпе çара васканă. Тĕрлĕ хулана нимĕç эшкерĕсенчен хăтарса Будапешта çитнĕ. Çакăнта йывăр аманнă хастар арçын. Тбилисири госпитальте Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илнĕ.

Кăкăр тулли орден-медальпе тăван тăрăха çитнĕ. Колхозра бригадирта вăй хунă. 1978 çулта пурнăçран уйрăлнă.

КРИМЧЕРИЙ

Шхалаховсен тепĕр ывăлĕ вăрçăн пĕрремĕш кунĕнчех фронта тухса кайнă. Кавказран пуçласа Берлина çитнĕ. Паттăрлăхĕпе палăрнă. Пиччĕшĕ пекех кăкăр тулли наградăпа таврăннă аула.

Вăрçăччен вăл кÿршĕ аулта колхоз председателĕ пулнă. Фронтран таврăнсан тăван колхоз ертÿçинче тăрăшнă. 1977 çулта паттăр салтак çут тĕнчерен уйрăлнă.

ДЖАМБОТ

Çемьере чи ăсли пулнă. Шкулта чи ла-йăх вĕренекенсенчен пĕри шутланнă. Унсăр пуçне спортра хастарлăхĕпе палăрнă, нумай кĕнеке вуланă. Кĕçех пултаруллăскере Новочеркасскри юридици шкулне вĕренме янă. Кунта та хастарлăхĕпе палăрнă Джамбот. Районта милицире, каярах судьяра вăй хунă.

Вăрçăра вара Таганрогшăн пынă çапăçура паттăрсен вилĕмĕпе вилет.

АТАЛАХ

Пиччĕшĕсемпе танлаштарсан, шкула çÿремен вăл. Хăй тĕллĕн килте вĕреннĕ. Колхозра учетчикра тăрăшнă.

1941 çулхи кĕркунне вăрçа тухса кайнă. Моздок çывăхĕнчи çапăçура вилмеллех аманнă.

АЮБ

Çартан хăтăлса юлмалли сăлтавĕ пулнă Аюбăн, анчах Тăван çĕршыва юратаканскер килте ларма пултарайман. Пĕртăванĕпе Хусейнпа вут-хĕм сирпĕтекен вырăна ним хăрамасăр тухса кайнă. «Пиччесемшĕн тавăратăп!» - кăшкăрнă вăл нимĕç танкĕсене сирпĕтнĕ май. Пĕррехинче аулти пĕр арçынна та вилĕмрен çăлса хăварнă. «Севастополь çывăхĕнчи çапăçура йывăр амантăм. Тăшман пульлине пула нумай юн çухатрăм. Вăйран кайнăскер вилетĕпех пулĕ тесе шухăшларăм. Каç пулчĕ. Аюб мана вăрçă хирĕнчен сĕтĕрсе тухрĕ, пĕрремĕш пулăшу пачĕ. Унтан медсанбата леçрĕ. Çывăхра вăл пулман-тăк, вилеттĕм. Тавах ăна», - тенĕ Долетчерий Татуович Аюба ырласа.

Тепĕр темиçе кунран Долетчерий çăлавçи Севастопольшăн пынă çапăçура ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă...

ХАСАН

Вăрçă суранĕсене пула Краснодарти госпитальте асапланса вилнĕ хастар Хасан... Шăп çав кун аулта та халăх унăн юратнă амăшне, Чебахана, тăванла масара пытарнă... Анчах кун пирки тĕшмĕртме те пултарайман паттăр салтак. Виличчен юлашки вăйне пухса, шала кайнă сассипеле: «Аннеçĕм, юратнă аннеçĕм...» - тенĕ те... сасартăках шăпланнă.

ХАДЖЕРЕТ

Пурнăçа çав тери юратнă çамрăк. Ялан хаваслă çÿренĕ, хуткупăс каланă. Çавна пулах ăна туйсене чĕннĕ. Ывăлĕ авланать е хĕрĕ качча каять, çамрăксен ашшĕ-амăшĕ тÿрех Шхалаховсем патне васканă. Уява савăнăç сĕмĕ кĕртекенĕ Хаджерет пулнă-çке! Колхозри маттур ĕçчене пурте хисепленĕ. Унран тĕслĕх илме тăрăшнă.

Вăрçă пуçланнă вăхăтра вăл аэродромсем тунă çĕре хутшăннă. 1942 çулта çар ретне тăнă. Кунта та паттăрлăхĕпе палăрнă. Тăшман вут-хĕм сапнă вăхăта пăхмасăр çулсем юсанă, кĕперсене çĕнетнĕ...

1944 çулхи авăн уйăхĕнче Украинăна ирĕке кăларассишĕн пынă хĕрÿ çапăçура унăн пурнăçĕ татăлнă. Шел, Хаджерет çемье те çавăрса ĕлкĕреймен. Тăванĕсем валли унăн пĕр сăнÿкерчĕкĕ те юлманни чылайăшне пăшăрхантарнă.

ХУСЕЙН

Аулта пуçласа кино кăтартма тытăнсанах Хусейн хăй ирĕкĕпе киномеханик пулăшуçи пулса тăнă. «Кĕçех, вăхăт иртсен, хам та киномеханикра вăй хурăп. Халăха илемлĕ фильмсемпе савăнтарăп», - ĕмĕтленнĕ çамрăк час-часах. Юрра-ташша юратаканскер пекарньăра тутлă çăкăр пĕçернĕ, ашшĕ-амăшне пулăшма та манман.

Вăл Аюб пиччĕшĕпе пĕр полкра тăшмана хирĕç çапăçнă. Шел, вутлă-хĕмлĕ çапăçуран тухайман вăл пĕррехинче...

ОСМАН

Военкоматран повестка килсен, Шхалаховсен кĕçĕн ывăлĕ Осман савăннипе лезгинка ташланă. Унтан амăшĕ хатĕр-ленĕ кутамккана çакса, килтисемпе сывпуллашса килĕнчен тухса кайнă. Житомир çывăхĕнчи çапăçура унăн пурнăçĕ татăлнă.

РАМАЗАН

Шхалаховсен чи аслă ывăлĕ. Вăл 1885 çулта çуралнă. Ир çемье çавăрнă, ачи-пăчи те йышлă пулнă. Аулта чи ăслă çын шутланнă Рамазан. Вулама, çырма пĕлнисĕр пуçне вырăсла хитре калаçнă. Хутла пĕлмен халăха кирек ăçта та пулăшнă. Колхоз ĕçĕнчен нихăçан та пăрăнман, тепĕр чухне суту-илÿпе аппаланнă.

Сывлăхĕ хавшакрах пулнăран фронта лекеймен вăл. Апла пулин те тылра пултарулăхĕпе палăрнă. Аулта арçынсем юлманран ăна колхоз председательне суйланă. Колхозра ватă-вĕтĕ, хĕрарăмсем çеç пулнă, çапах пур ĕçе те вăхăтра пурнăçланă вĕсем. «Йăлтах фронтшăн!» - девизпа пурте хастар ĕçленĕ.

Рамазан Казбулетович хăй Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса каяйман пулин те, ывăлĕсем Аскербипе Асланби хĕрÿ çапăçăва хăрамасăр кĕнĕ. Тĕпренчĕкĕн шăписем расна пулнă. Кĕçĕннине çеç, аманнăскере, киле таврăнма тÿр килнĕ. Аскерби Мускав çывăхĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.

АСКЕРБИЙ

Вăрçăчченех çар училищинчен вĕренсе тухнă. Хыççăн салари шкулта педагогра вăй хунă. Хăй ĕçне чунтан юратнă. Тăшман совет çĕрне тапăнса кĕрсен килте ларма пултарайман, вут-çулăм хирне тухса кайнă.

Вăрçăра паттăрлăхĕпе палăрнă Аскербий вилнĕ пирки яла хыпар çитнĕ. Мĕн пур тăванĕ чунтан хурланса макăрнă, ирсĕр нимĕçе ылханнă.

ФАИНА

Чухăн çемйинче çуралнă Фаина Кирилловна Афанасьева 1939 çулта медсестрасен курсĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнă, поликлиникăра вăй хума тытăннă. Çав çулхинех вăл хастар педагога Аскербий Шхалахова качча тухать. Кĕçех телейлĕ çемьере ывăл ача Анатолий çуралать.

Фронтран мăшăрĕ вилнĕ çинчен калакан хут килсен Фаина вăрçа каясси пирки пĕлтернĕ. «Эп медсестрасен курсне тылра, фронтран пин çухрăмра ларса пурăнас ĕмĕтпе кайман. Манăн чăн-чăн ĕçре пулас килет, вут-çулăм ăшĕнче. Аманнисене пулăшмалли, вĕсен пурнăçне çăлмалли çĕрте!..» - тенĕ хăюллăн. Вут-çулăм ăшĕнчен нумай салтака кăларнă вăл. Аманнисене, çĕр çывăрмасăр, тем чухлĕ операци тунă. Хастар хĕрарăм 1942 çулхине Севастопольшăн пынă çапăçура ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупать.

АСЛАНБИЙ

Тюменьти çар училищинчен вĕренсе тухсанах вăрçă хирне васканă каччă. 1943 çулхине Курск пĕккинчи хĕрÿ çапăçура йывăр аманнă. Госпитальте сипленнĕ хыççăн каллех фронта тухса кайнă. Белоруссипе Польшăна ирĕке кăларассишĕн вăйне шеллемен. Тăван тăрăха кăкăр тулли орден-медальпе таврăнни тăванĕсене савăнтарнă. Пенсие тухичченех колхозра тăрăшнă.

АЙДАМИР

Чебаханăн виççĕмĕш мăнукĕ фронта пуçтарăннă. «Тĕрĕс шут тытнă эсĕ, мăнукăм, эпĕ те вăрçа каятăп теттĕн те, çутă ĕмĕтÿ авă часах çитрĕ. Мăнукăм, эсĕ вăрçа пирĕн çемьерен чи юлашки каяканĕ... Сан аçупа пиччÿсем ирсĕр тăшманпа паттăррăн çапăçаççĕ. Эсĕ те вĕсем пекех пул! Киле çĕнтерÿпе таврăнмалла пултăр санăн!» - тенĕ хĕрарăм мăнукне ыталаса.

Асламăшĕн пилĕпех таврăннă каччă каялла. Ытти çынсем пекех колхозра тăрăшса кун-çулне ирттернĕ.

ШАЧИРА, МДАХАН, НАЛЬМЭС

Казбулетпа Чебахан Шхалаховсен пилĕк хĕр пулнине асăнтăмăр ĕнтĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ ача чухнех вилнĕ. Тепĕр виççĕшĕ вара вăрçă нуши-тертне самаях астивнĕ.

Шачирăн мăшăрĕ те фронта кайнă. Хĕрарăм виçĕ пĕчĕк ачапа пĕччен тăрса юлнă. Пĕр çырура фронтовик ачисемшĕн тунсăхланине, вĕсен сăнÿкерчĕкĕсене ярса пама ыйтнă. Хĕрарăм мăшăрĕн ыйтăвне пурнăçлас ĕмĕтпе ачисемпе инçетри хулана сăн ÿкерĕнме кайнă. Киле каялла таврăннă çеç, ăна кÿршисем упăшки вилни çинчен пĕлтернĕ.

Нальмэс та алă усса ларман. Аманнă салтаксене пăхса пурăннă. Алла ручка тытайман каччăсене киле çыру çырма пулăшнă.

Мдахан халăхпа пĕрле колхозра вăй хунă, ĕçе юратаканскер фронта çимеллисем, тумтир ăсатнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.