Хăшĕ Катя, хăшĕ Карина? Е тата Аньăпа Яна?

25 Нарăс, 2016

Пиллĕкмĕш класри Каринăпа Катя Афанасьевăсем, алăран алă тытăн-нăскерсем, сĕлкĕшнĕ юр муклашкисем урлă йăлт та ялт сиксе каçаççĕ. Иккĕшĕ те савăнăçлă, пĕр-пĕрин çине пăхса сарă хĕвел пек кулаççĕ. Урамри çил таçти тĕке вĕсен умĕпе вĕçтерсе иртни те чунĕсене çĕклентерет.

Виçĕмкун та, ĕнер те уроксем хыççăн шкул картишĕнче çапла хавасланса чупнăччĕ. Чун-чĕререн илĕртет çав йĕкĕрешсене хитре çанталăк. Вĕçĕ-хĕррисĕр пăхтарать хăй çине.

- Эпир ял пурнăçне чунтан килĕш-теретпĕр. Çавăнпах выльăх-чĕрлĕхе юрататпăр, çутçанталăка упрамалли пирки хамăртан кĕçĕннисене тăтăшах аса илтеретпĕр. Килте нихăçан та ĕçсĕр ларас килмест. Аннене яланах пулăшма тăрăшатпăр. Кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухнех урай, кашăк-чашăк çума, тусан шăлма ÿркенмен. Пĕри пĕр енчен, тепри тепĕр енчен ларса ĕне сума та хамăрах хăнăхрăмăр. Халĕ çак ĕçсем пирĕншĕн вăйă евĕр çеç, - теççĕ пиллĕкмĕш класс вĕренекенĕсем.

Пĕр парта хушшинче ларакан Каринăпа Катя Афанасьевăсем иккĕшĕ те пĕр сăнлă. Вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пыраççĕ. Ют çынсем кăна мар, шкул ачисем те пăтраштараççĕ вĕсене. Вĕрентекенсем самантрах уйăраççĕ. Ара, Катя сылтăм, Карина сулахай алăпа çырать-çке.

Хастар хĕрачасем тухтăра вĕренес ĕмĕтпе пурăнаççĕ.

- Аппа пек хастар пулăпăр. Вăл, авă, ахальтен мар Канашри медколледжра пĕлÿ илет. Канмалли куна кашни эрнерех киле таврăнать, вĕренĕвĕпе тĕплĕн паллаштарать. Тимлĕ итлесе ларатпăр унăн сăмахĕсене, - пĕр-пĕрне пÿлсех калаçаççĕ йĕкĕрешсем.

...Паян кунĕпех аслашшĕпе асламăшĕ патĕнче кăштăртатрĕç хĕрачасем. Акă асламăшĕ сĕтел хушшине те чĕнчĕ. Яшка турилккисене юратнă мăнукĕсем умнелле шутарчĕ.

- Çийĕр, çийĕр! - сăйларĕ асли кĕçĕннисене.

Каринăпа Катя пĕр кашăк ăсса тутанчĕç.

- Ай-ай, тутлă яшка! - терĕç вĕсем йăл кулса. - Кунашкал тутлă апат çинине астумастпăр.

- Йĕкĕреш мăнуксем пулнине ĕненес те килмест. Пăхса тăранма çук, - вĕçĕмсĕр калаçать асламăшĕ вĕсем çине ăшшăн пăхнă май.

- Асанне, асанне! Пирĕн класра тата та пур йĕкĕрешсем. Вĕсем - Аньăпа Яна Яковлевăсем, нумай пулмасть кÿршĕ ялтан пирĕн шкула вĕренме килчĕç. Пĕлетĕн-и, асанне, икĕ пĕр пек хĕрача класа кĕрсен пĕр савăнтăмăр, пĕр тĕлĕнтĕмĕр. Ара, вĕсем те, эпир те йĕкĕрешсем-çке. Ĕнтĕ Яковлевăсемпе эпир туслашрăмăр та, - ăнлантарчĕç Катьăпа Карина асламăшне.

Элиза ВАЛАНС.

Красноармейски районĕ,

Кĕçĕн Шетмĕ.

АВТОР сăнÿкерчĕкĕнче:

йĕкĕреш Афанасьевăсемпе Яковлевăсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.