ЙӲÇЕКЛĔХЕ ЧАКАРАÇÇĔ

Хырăмлăх сĕткенĕн йӳçеклĕхĕ пысăк чухнехи гастритпа аптрасан сывлăха лайăхлатма çак сĕнӳсене пăхăнни пулăшĕ.

  • Апатчен пĕр сехет маларах пыл хушнă сивĕ шыв ĕçни йӳçеклĕхе чакарать.
  • Чи анлă сарăлнă меслет - çĕрулми сĕткенĕпе сипленни. Комсомольски районĕнчен килнĕ çыру авторĕ Ольга Ивановна та çак меслет пирки тĕплĕнрех каласа пама ыйтнă. Çапах та ăна тухтăрпа канашламасăр çĕрулми сĕткенĕ ĕçме сĕнместпĕр. Тухтăр çырса панă сиплеве çирĕп пăхăнсан тĕрĕсрех.

Лайăх çунă чĕрĕ çĕрулмине хуппипех теркăпа хырмалла, пăчăртаса сĕткенне юхтармалла. Ăна кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах чĕрĕкшер стакан ĕçмелле. Виçене майĕпен хушса пымалла та çуршар стакан ытларах ĕçме тытăнмалла. Сĕткен тин кăна хатĕрлени пултăр. Усă курас умĕн силлесе илмелле. Тĕпне ларнă сĕткен юрăхлă мар. Сиплев курсĕ - 4-5 эрне.

Енчен те сĕткене кунне 3 хут хатĕрлеме май çук пулсан икĕ хут - ирхине тата каçхине - ĕçмеллех. Профилактика тĕллевĕпе сиплев курсĕсене юпа-нарăс уйăхĕсенче ирттерсен лайăх.

  • Йӳçеклĕхе йĕркене кĕртме апатчен 20-30 минут маларах чĕрĕ çăмарта шуррине сивĕтсе ĕçмелле.
  • Чейе кăвак хăмла çырлин /ежевика/, пĕтнĕкĕн /мята/, мелиссан типĕ çулçисемпе турачĕсене хушаççĕ. Гастритран кăвак хăмла çырлипе авалах ăнăçлă сипленнĕ.
  • Çурла-юпа уйăхĕсенче апатчен 20-30 минут маларах 100 грамм слива çимелле е унăн сĕткенне /стаканăн виççĕмĕш пайĕ/ ĕçмелле. Пĕр кун та сиктермелле мар. Курс - 27 кун.
  • Кăкăр хĕртнине апат содипе ирттерме хăтланакансене ун вырăнне аир тымарĕн порошокĕпе усă курма сĕнеççĕ. Ăна чей кашăкĕн вĕçĕпе шывпа сыпса ĕçмелле. Тӳрех пулăшмасан 20-30-шар минутран тата 2-3 хут ĕçмелле.
  • Çак хутăш йӳçеклĕхе çемçен йĕркене кĕртет: пĕр виçепе илнĕ çăка чечекне, пĕтнĕк çулçине, йĕтĕн вăррине, фенхель вăррине хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 2 хут 50-шар грамм ĕçмелле. Сиплев нумая пырать, сывлăх лайăхланичченех ĕçсе пурăнмалла.
  • Кăшман пулăшать. Чĕрĕ кăшман сĕткенĕ ĕçмелле, салат хатĕрлесе çимелле. Пĕçернĕ кăшман та лайăх витĕм кӳрет.
  • Гастритпа чирлисен вăл çуркунне вĕрĕлнине манмалла мар. Чир «стажĕ» 10 çултан иртсен çак хутăш витĕмлĕ: 3 пай пилеш çырлипе чечекне тата 1 пай аир тымарне хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ пухха 1 стакан сивĕ шыва ямалла, унтан вĕреме кĕртмелле те çулăм çинчен илмелле, сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 2-3 хут апат умĕн çуршар стакан ăшăлла ĕçмелле.
  • Стреса пула хырăмлăх сĕткенĕн йӳçеклĕхĕ улшăнса тăнă чухне 1 пай кăшман сĕткенне, 2 пай панулми сĕткенне, 1 пай кишĕр сĕткенне хутăштарса ĕçни пулăшать.
  • Йӳçеклĕхе кавăн пăтти чакарать. Ăна 1 пай сĕтпе 2 пай шыва ярса пĕçермелле.
  • Ĕлĕк тухтăрсем гастритран симĕс панулмипе сипленĕ. Панулмисене хуппинчен тата варринчен тасатмалла, вĕтĕ теркăпа хырмалла та çимелле. Процедурăна выç хырăмла тумалла. Ун хыççăн 3-5 сехет ĕçмелле-çимелле мар. Çĕрлене хирĕç панулми çимеççĕ, хырăм кӳпĕнме пултарать. Сиплев курсĕ: пĕрремĕш уйăхра - кашни кун, иккĕмĕш уйăхра - эрнере икĕ-виçĕ хут, виççĕмĕш уйăхра - эрнере пĕр хут.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.