Archive - 18 Нарăс, 2016

18 Нарăс, 2016

Сывă выльăх – тупăш çăлкуçĕ

Елчĕк районĕнчи выльăх-чĕрлĕх чир-чĕрне хирĕç кĕрешекен станцинче 40 çын вăй хурать. Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă тенĕ. Пысăк мар коллектив профилактика, ăнлантару ĕçĕсене вăхăтра туса пыни ерекен усал чир-чĕре районта вăй илме памасть.

18 Нарăс, 2016

«Çуркунне çитет. Йывăç лартмалла...»

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Услă Пукашра пурăнакан Матвей Семенович Соловьев вырăнти хуçасене канăç памасть. Таврари йĕркесĕрлĕхе курсан ял çыннисене те асăрхаттарать. Çакă камăн кăмăлне кайтăр? "Сана ыттисенчен нумай кирлĕ-им?" - тесе мăкăртатакан та тупăнать. Çавах алă усмасть 92-ри ветеран.

18 Нарăс, 2016

Пенси илейĕп-ши?

Чир-чĕре, ача-пăча йышлине пула ĕç стажĕ манăн пĕчĕк, 6 çул кăна. Пенси çулĕ çитсен мана укçа тивĕçĕ-ши?

Татьяна Николаева. Тăвай районĕ.

Çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн ватлăхри страховани пенсийĕ илме кирлĕ ĕç стажне ÿстернĕ. 2016 çулта пенси илме хĕрарăмсен ĕç стажĕ 7 çултан кая мар кирлĕ. Ку хисеп çулсерен 1 çулталăк ÿссе пырать. 2025 çул тĕлне страховани пенсийĕ илме 15 çултан кая мар ĕçлемелле. Çавăнпа кăçал 55 çула çитнипе пенсие тухас тесен сирĕн ĕç стажĕ 7 çултан кая мар пулнине çирĕплетмелле.

18 Нарăс, 2016

Вĕлле тасатма

Вĕллене тата утарти хатĕр-хĕтĕре дезинфекцилеме эпĕ прополиспа спиртран хатĕрленĕ шĕвекпе усă куратăп. Иккĕшне 1:10 шайлашупа хутăштаратăп, 200 грамм шĕвеке 1 апат кашăкĕ пыл курăкĕ /мелисса/ хушатăп. Тĕттĕмре пĕр эрне тытатăп.

Тасатнă хыççăн спирт часах сĕвĕрĕлет, курăкпа прополис шăрши кăна юлать.

18 Нарăс, 2016

Ĕç сиплет

Полиартритпа нушаланнă Анастасия Раськина аллине чĕнтĕр йĕппи тытсан чир пирки маннă. Стройкăра штукатур-малярта чылай çул вăй хунăскерĕн алли-ури ыратнă. «Витре йăтайми пултăм, 15 çул нушалантăм», - терĕ ватă. Ал ĕç туни ăна чиртен сыватнă та.

18 Нарăс, 2016

Ашшĕнчен - ывăлне

Елчĕк районĕнчи Патреккел ялĕнчи Александр Миловидов йывăçран тĕрлĕ кĕлетке касса кăларма кăмăллать. Тĕрĕсрех, Африка тотемĕпе кăсăкланаканскер кÿлепесене çак енĕпе сăнарлать.

18 Нарăс, 2016

Пуканене чун кĕртекен

«Вĕрентнĕ чухне пурне те ăша хывмаллине, пурнăçра кирек хăш ĕç те кирлĕ пулнине ăнлантаратăп эпĕ ачасене», - тет Любовь Романова. Шупашкарти 18-мĕш шкулта черчени, рисовани тата технологи предмечĕсене вĕрентекенскер пĕлÿ çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ изостудие те ертсе пырать.

Pages