Комментари хушас

18 Нарăс, 2016

Пуканене чун кĕртекен

«Вĕрентнĕ чухне пурне те ăша хывмаллине, пурнăçра кирек хăш ĕç те кирлĕ пулнине ăнлантаратăп эпĕ ачасене», - тет Любовь Романова. Шупашкарти 18-мĕш шкулта черчени, рисовани тата технологи предмечĕсене вĕрентекенскер пĕлÿ çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ изостудие те ертсе пырать.

Илемпи, Ника, Роксана...

Чăн та, Любовь Мефодьевнăн аллинче ĕç вĕрет. Çыхма-çĕлеме, ÿкерме пĕлнисĕр пуçне пластикран пуканесем ăсталать. Вĕсен тумтирне, атă-пушмакне хăех хатĕрлет. «Пукане тăваканăн пур енĕпе те пултаруллă пулмалла. Мĕншĕн тесен вăлах - çĕвĕç, атăçă, парикмахер, визажист. Сăнара калăплама шăпах тĕрлĕ енлĕ талантлă пулни пулăшать», - сÿтĕлет сăмах çăмхи.

Маларах вăл тăмран тĕрлĕ кĕлетке ăсталанă. Паллах, ку тĕлĕшпе ачасемпе халĕ те ĕçлет. Вĕсем тăмран кĕлеткесем йăваласа тума кăмăлланине пĕлтерчĕ вĕрентекен. Вараланнине пăхмасăр тăрăшаççĕ маттурсем.

Пластика алла тытни 2-3 çул çеç-ха. Çапах ку тĕлĕшпе те палăрма ĕлкĕрнĕ хĕрарăм. Иртнĕ çул, сăмахран, тĕп хулари Культурăпа искусствăсен институтĕнче унăн ятарлă куравĕ иртнĕ. Унта ÿкерчĕксемпе пĕрлех пуканесене те тăратнă. Раштав уйăхĕн 15-мĕшĕнче Мускаври А.С. Пушкин ячĕллĕ патшалăх музейĕнче Раççей Пултарулăх çурчĕ 100 çул тултарнине халалланă выставка йĕркеленине пĕлсен тÿрех хутшăнма кăмăл тунă. Курав «Наци тумĕллĕ пуканесем» ятпа иртнĕ. Унта çĕршыври 50 регионран 1000 ытла ĕç тăратнă. Чăваш Енрен - Нина Наумова, Валерий Чуклинов тата Любовь Романова. Любовь Мефодьевна евчĕ-пукане ăсталанă. Унăн аллинче вара - сăра савăчĕ.

Курава хутшăннă ытти ĕç пирки калаçнă май якутсен пуканийĕсем килĕшнине палăртрĕ вăл. «Вĕсем наци тумне ытларах вĕтĕ шăрçаран ăсталаççĕ, - кăмăллăн калаçрĕ вĕрентекен. - Çавăн пекех тĕрлĕ тиртен. Пулă тирĕнчен, сăмахран, питĕ хитре çи-пуç, атă-пушмак хатĕрлеççĕ. Унсăр пуçне тĕссене суйлама пĕлни те сисĕнет. Краснодар тăрăхĕнчи ăстаçăсем куккурус пуçĕнчен тунă пуканесемпе пынă тĕп хулана. Кашнийĕн ĕçĕ хăйнеевĕр, анчах темшĕн вĕсем сăн-пуçпа хуçисемпе пĕрешкел».

Чăн та, унăн пĕрремĕш пуканийĕ те каснă-лартнă хăй. Сăнĕ-пичĕпе çеç мар, кăмăл-туйăмĕпе те. Ахальтен мар ÿнерçĕ ăна «Любаша» ят панă. Сăмах май, вĕсен пурин те ят пур. Акă Илемпи, Ника, Роксана... Çак пластик кĕлеткесене илемлĕ ăсталанисĕр пуçне «чун» кĕртет хĕрарăм. «Эпĕ вĕсемпе калаçатăп, чуптăватăп», - терĕ Любовь Мефодьевна.

«Хамăн ĕçе юрататăп»

Ÿкерме те кăмăллать вăл. Ытларах çутçанталăка, чечексене сăнлама килĕштерет. Çавăнпах ĕнтĕ чăваш хĕрарăмĕсен çулсерен иртекен пленэрне хутшăнать. Ÿнерçĕсем республикăра çеç мар, ют тăрăхсенче те пулаççĕ. Каярахпа тĕп хулара хăйсен куравне йĕркелеççĕ. Живопись, графика тĕлĕшпе те ĕçлет Любовь Романова. Атлас лентăпа тĕрлессине, çăмран йăваласа кĕлетке ăсталассине те алла илнĕ. Пĕр çынра пултарулăх çăлкуçĕ пытаннă тейĕн. Çак ăсталăха вăл пытарса пурăнманни, ăна ачасене вĕрентни паха. «Анне ĕçчен пулнă. Пир тĕртекенре тăрăшнă вăл. Кашни ачине кĕпе-тумтир çĕлесе тăхăнтартатчĕ. Алли ылтăн пулнăран эпир нихăçан та çĕтĕк çÿремен. Хăйĕн кĕписене сÿтсе пирĕн валли тем те пĕр ăсталатчĕ», - ачалăхне куç умне кăларчĕ хĕрарăм. Çывăх çыннин пултарулăхĕ хăйне юнпа куçнине палăртрĕ.

Конкурссенче ачасен ĕçĕсене кирлĕ пек хакламанни пăшăрхантарать ăна. Аслă шкулта пĕлÿ паракан педагог ача-пăча аллине, вĕсен шухăшлавне уйăрса палăртма пĕлеймест. Час-часах «хăйсем ÿкермен» тенипе çырлахаççĕ вĕсем. Чăннипе вара вăл ертсе пыракан изостудие маттур, пултаруллă вĕренекенсем çÿреççĕ.

«Пурнăç çав тери кĕске, эпĕ темĕн тума та ĕлкĕресшĕн. Тивĕçлĕ канăва тухрăм пулсан та ачасенчен уйрăлас килмест. Хамăн ĕçе питĕ юрататăп. Вăй-хал, кăмăл-туйăм пур чухне çамрăк ăрăва вĕрентсе хăварма тăрăшатăп», - терĕ ăстаçă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.