Пĕлни пăсмасть

ДСП. Кашни килтех ДСП-ран /сава турпасĕн плити/ хатĕрленĕ сĕтел-пукан пур. Мĕн пĕлетпĕр ку материал пирки? Тĕпчев вара çакна кăтартнă: ДСП-ран сиенлĕ формальдегид, аммиак, бензол, фенол сарăлать. Ун шăршипе çыннăн пуç ыратать, аллерги, пыр е сăмса ракĕ вăй илме пултарать.

Унран тунă сĕтел-пукана çутатса якатни сиенлĕ хутăшсенчен вăхăтлăха хăпма пулăшать. Анчах вăхăт иртнĕ май çуркаланма пултарать, формальдегид каллех çиеле тухĕ.

Мĕн тумалла? ДСП-ран хатĕрленĕ сĕтел-пукан туяннă чухне сутуçăран пахалăх сертификатне тата гигиена пĕтĕмлетĕвне кăтартма ыйтмалла. ДСП-на çиелтен тата хĕррисене пленкăпа е шпонпа витнине, шăтăксене лайăх çыпăçтарнине тĕрĕслемелле - сиенлĕ хутăшсем тухасран асăрханма.

 

Линолеум. Синтетика линолеум сийĕ вăхăт иртнĕ май çÿхелет, сывлăша бензолпа, этилбензолпа варалать. Вĕсем вара юн чирне, ÿпке ракне пуçараççĕ. Сывлăша токсин лексен хăстарать, пуç çаврăнать, чир-чĕр аталанать. Батарей çумĕнчи линолеум уйрăмах хăрушă: ăшăпа сиенлĕ хутăшсем вăйлăрах тухаççĕ.

Мĕн тумалла? Сутуçăран пахалăх сертификатне ыйтмалла. Таса материалтан хатĕрленине туянмалла. Ăна ăçтан пĕлмелле? Çиелтен пăхса ?таса материал çирĕп, пĕр евĕрлĕ е мрамор тĕслĕ% тата маркировка, туса кăларакан çырни тăрăх.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.