«Çуркунне çитет. Йывăç лартмалла...»

18 Нарăс, 2016

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Услă Пукашра пурăнакан Матвей Семенович Соловьев вырăнти хуçасене канăç памасть. Таврари йĕркесĕрлĕхе курсан ял çыннисене те асăрхаттарать. Çакă камăн кăмăлне кайтăр? "Сана ыттисенчен нумай кирлĕ-им?" - тесе мăкăртатакан та тупăнать. Çавах алă усмасть 92-ри ветеран.

Кашлатăр Соловьев вăрманĕ

Акă юлашки вăхăтра Услă Пукашпа Вăта Пукаш хушшинче масар йĕркелессишĕн ăшталанать. Хăй палăртнă тăрăх - вырăнти влаçра ларакансемпе 10 çул "тÿпелешет". Ял администрацийĕн малтанхи ертÿçи унăн шухăшне ырламан. Ун хыççăнхи: "Тăватпăр, анчах халĕ вăхăт çук", - тесе сахал мар шантарнă. Хальхи те малтанласа çапла лăплантарнă. Юлашкинчен çĕнĕ çăва тăвассипе килĕшменнине пĕл-тернĕ. Унăн шухăшĕпе виçĕ ял халăхĕшĕн тăкакланни ытлашши-мĕн - йыш сахал. Матвей Семенович вара парăнасшăн мар. "Хамăр ялта çуралса ÿснĕ, анчах хулара пурăнаççĕ пулсан та пурнăçран уйрăлсан вĕсене ялах килсе пытараççĕ вĕт-ха", - тет.

Халĕ вилепе 10 çухрăмра вырнаçнă çăва патне утмалла. Унпа 8-9 ял çынни усă курать. Мĕншĕн масара çывăхарах йĕркелемелле мар? Районти ытти тăрăхсенче çапла тунине Матвей Семенович тĕслĕх-семпе ĕнентерет.

Тепĕр тесен масар валли çĕр уйăрас ыйтупа та вăл хăех чупнă. Палăртнă вырăн проекчĕ саккун ыйтнине пур енлĕн тивĕçтернине пуçлăхсене пĕрре мар ĕнентернĕ: шыв кÿлленсе тăмасть, тайăлчăк пур, вăл çырманалла пăхать, çывăхра - вăрман, лаптăк шыва сыхламалли зонăран 50 метрта вырнаçнă тата ытти те.

Çутçанталăкăн пысăк тусĕ темелле Матвей Соловьева, йывăç нумай лартать. Ял çынни ырă пуçарăва курса ватта тăрăшсах пулăшать тетĕр-и? Çук çав, юлашки вăхăтра Алексей Алексеев çамрăкпа кăна тăрмашать ветеран. 2005 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман ял çыннисен ячĕпе тата Аслă Çĕн-терĕвĕн 60 çулхи юбилейне халалласа парк йĕркеленĕ. Çывăхри вăрманта мĕнле йывăç ÿснине кура вĕсен хунавĕсене 250 тĕп лартнă. Сăваплă ĕçе пурнăçлама ачисем пулăшнă. Халĕ йывăçсем хăйĕнчен самай çÿллĕ ĕнтĕ, 10 метра яхăн. 40 хунавран пуçланă парка çулсерен аслăлатса пынă. Йывăçсен шутне текех ÿстереймĕп тет канăçсăр ĕçчен - парк тулса çитнĕ.

 

Ал-ура - хусканура

Çакă ветераншăн ĕç пĕтнине пĕлтермест паллах. Çул хĕррисене йывăçсемпе симĕслентерет. Хунавсене е вăрмантан кăларса килет, е пахчи хыçĕнче ÿснĕскерсене куçарса лартать.

Темиçе çул каялла çырмари çăл патне анма сукмак йĕркеленĕ вăл, çывăхри лаптăка тасатнă. Анчах ырă ĕçе хаклакан сахалрах çав пирĕн хушăра. Матвей Семенович çунтарма май пур çÿп-çапа çырмана тăкакансене тÿсме пултараймасть. Тавралăха çакнашкал варалакансене ниепле те ăнланмасть. Ара, хăйсем сывлакан сывлăшах наркăмăшлантараççĕ-çке, пăхса киленмелли илеме пăсаççĕ. Мĕн кăна вăркăнтармаççĕ çăлпа юнашарти çырмана: ветеран асăннă тăрăх выльăх, йытă, чăх-чĕп виллине те унтах пăрахаççĕ.

Пĕр вăхăтра пĕве чавма тытăннă Матвей Семенович: 1 метр тарăнăш, 2 метр сарлакăш, 5 метр тăршшĕ тунă. Тахăшне те чăнласах чăрмантарнă, те ăмсаннăран ăна татса янă. Вут-çулăм тухас пулсан ял шывлă пултăр тесе ăшталаннă вăл. Ĕç ăнманран пысăк тимĕр савăт туяннă та шыв тултарса хăйĕн пÿрчĕ умне вырнаçтарнă. Ара, капла шанчăклăрах-çке.

Тавралăх илемĕпе хĕлле те киленет ĕçпе вăрçă ветеранĕ. Çак вăхăтра йĕлтĕр сырса пахча хыçне ярăнма васкать. Çулла велосипедпа чупать. Виçĕм çул унтан ÿкнĕ хыççăн - сахалрах паллах. Ал-урана тăтăш вылятмалли çинчен манмасть. Кунсерен зарядка тăвать. Хушăран ташлама та юратать. 91-ри мăшăрĕ те унпа пĕрле хусканусем тăвать.

Вĕсем иккĕшĕ те хăйсен пурнăçне ачасене вĕрентес ĕçе халалланă. Вăрçăран таврăнсанах Матвей Семенович колхозра тăрăшнă. Кайран педагогика училищи, институт пĕтернĕ. Валентина Леонтьевнăпа вĕсем 70 çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Кун пекки районта урăх çук. Икĕ ывăлпа виçĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ, "Юратупа шанчăклăхшăн" медале тивĕçнĕ.

"Ватăлма вăхăт та çук пулĕ сирĕн", - ыйтмасăр тÿсеймерĕм ветеранран. "Чирлекелетĕп çав. Куç начар курать, хăлха япăхрах илтет. Грыжа тени аптăратнăран бандаж çыхса çÿретĕп. Пульницана кастарма каяс - операци хыççăн йывăр йăтма юрамасть. Çуркунне çитет, манăн йывăç лартмалла-çке", - каллех тĕлĕн-терчĕ вăл хуравĕпе.

Пахчи хыçĕнче слива, торн хунавĕ нумай иккен. Вĕсене вăл тепĕр вырăна куçарса лартасшăн, тăван ялне тата та илемлетесшĕн.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.