Ĕç сиплет
Полиартритпа нушаланнă Анастасия Раськина аллине чĕнтĕр йĕппи тытсан чир пирки маннă. Стройкăра штукатур-малярта чылай çул вăй хунăскерĕн алли-ури ыратнă. «Витре йăтайми пултăм, 15 çул нушалантăм», - терĕ ватă. Ал ĕç туни ăна чиртен сыватнă та.
Анастасия Александровна Патăрьелĕнче пурăнать. Ачаллах ал ĕçĕпе аппаланнă вăл. Хăй каланă тăрăх - шăтăкла çыхма ăна инкĕшĕ вĕрентнĕ. Каярахпа, стройкăра тăрăшнă вăхăтра, чун киленĕçне пăрахма тивнĕ. Алли шыçăнса ыратма тытăнсан юратнă ĕçне çĕнĕрен тытăннă. Халĕ эрешлĕ тутăр, кофта, пинетка, чечек çыхать вăл. Хăй валли çеç мар, сутлăх та. Чечеке вара куршакпа пĕрлех ăсталать. «Туянакан тупăнать-и?» - кăсăклантăм эпĕ. «Саккас паракан та чылай. Хăшĕ-пĕри çыхма вĕренме те çÿрет ман пата», - пулчĕ хурав.
Паллах, хĕрарăмăн кил-тĕрĕшре ĕç чылай. Пахчи те самаях пысăк. Çавăнпа та кахалланса ларма май çук. Юрать-ха, полиартрит чирĕ текех аптратмасть ăна. Халĕ тулли витре те йăтать вăл, пахчара та ĕçлет. «Чĕнтĕр çыхма пуçланăранпа алă шыççи чакрĕ, ыратни иртрĕ, - савăнса пĕлтерет хĕрарăм. - Чун киленĕçсĕр пĕр кун та пурăнаймастăп. Алла пĕрмаях вылятас килет. Унсăрăн юн çывăрать теççĕ-и?»
Ал-ура ыратакана хускану тума сĕнчĕ Анастасия Александровна. Ĕçпе аппалансан тата пĕлтерĕшлĕрех. Ара, чир те иртет, япала та çыхăнать.
Комментари хушас