Archive - Чÿк 2016

ноябрь 10th

10 Чÿк, 2016

Амăшĕн капиталĕ пурришĕн упăшки йăлтах каçарать

“Ирĕклĕ юрату” тени хĕвеланăçри çĕршывсенчен Куславкка районĕнчи Куснара та çитнĕ пулас. Хăшĕ-пĕри мăшăрĕн еркĕнĕ пуррине пĕле тăркачах пĕр çемье пек пурăнать, хуçалăх тытать, ача-пăча ӳстерет. Александрпа Наталья Сабакаевсем пирки те çавнах каламалла-тăр: арăмĕ вĕçĕмех килтен тухса кайса çухалнине упăшки каçарать. Кашни хăй пĕлнĕ пек пурăнать тесе алă сулма та юрĕччĕ. Анчах кунашкал пулăма чун ниепле те йышăнаймасть. Хăнăхман кун йышшине эпир. Уйрăмах çемьере ачасем пулсан айккинче юлма юрамастех. Ашшĕ-амăшĕ йĕркеллĕ пурăнайман чухне чи малтан вĕсем шар кураççĕ-çке.

Наташăпа Сашăн хут­шă­­­нăвĕ тĕлĕнмеллипех тĕ­лĕн­терчĕ. Мĕн ку — юрату-и е урăхла пурăнма май çук­ки-и? Çакна тĕпчеме Куснара çитрĕмĕр. Малалла вулас...

10 Чÿк, 2016

«Хыпар» хаçат парнисемшĕн – 33-мĕш хут

Юпа уйăхĕн варринче Владимир хулинче иртнĕ «Раççей — спорт çĕршывĕ» форумра Владимир Путин Президент Олимп вăййисен программине кĕреймен спорт енĕсене анлăрах, лайăхрах аталантармалли çинчен уйрăмах палăртса каларĕ. Кире пуканĕ йăтассипе Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче чӳк уйăхĕн 5-6-мĕшĕсенче «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ Пĕтĕм Раççейри XXXIII турнир шăпах Владимир Владимировичăн сăмахĕсене тӳрре кăларать. Малалла вулас...

10 Чÿк, 2016

Сӳннĕ вучаха çĕнĕрен чĕртнĕ

Ираида нумай ачаллă çемьере çуралнă пулин те кун-çул панă çыннисен ăшшине туйса курман, амăшĕ вилнĕ хыççăн ăна интерната панă. Тĕлĕнмелле хурлăхлă шăпа кĕтнĕ ăна кайран та: юратса пĕрлешнĕ упăшкипе пĕрле пепкисене ӳстерме пӳрмен Ираидăна. Чĕре чирĕпе аптăранăскер 29-тах вилнĕ, 5-ри Наташăпа 3-ри Алинăна тăлăха хăварнă. Амăшне пытарнă хыççăн ачасем тăван килте пурăнма хăранă. Вĕсене аслашшĕпе асламăшĕ хăйсем патне илсе кайнă. Малалла вулас...

10 Чÿк, 2016

«Тантăш» №44 (4510), 10.11.2016

10 Чÿк, 2016

Шкул умĕнчи мăнаçлă чăрăш

Тухăç енчен шăранса тухакан хĕвел курăннă. Çул хĕрринчи курăксем, тырă пучахĕсем çинчи сывлăм тумламĕсем асамат кĕперĕн мĕнпур тĕсĕ евĕр йăлтăртатнă. Тĕрлĕ-тĕрлĕ чĕрчун тутлă ыйхăран вăраннă. Тавралăха ирхи таса тĕс çапнă, çĕнĕ кун пуçланнă.

10 Чÿк, 2016

Туртăм пулсан — вĕренетĕн

«Санăн чун юрлать пулсан — сассине пысăклат», — çапла çырнине вулама тӳр килчĕ пĕррехинче. Ку сăмахсенче темĕн пурах. Малашне çапла тăвăп та. Муркаш районĕнчи Москакасси шкулĕнче 6-мĕш класра вĕренекен Рада Васильевăн вара чунĕ кăна юрламасть, шăнкăрав пек илемлĕ сассипе тĕрлĕрен юрă шăрантарма кăмăллать вăл.

10 Чÿк, 2016

Тăван кĕтес вăй-хăват парать

Куславкка районĕнчи Аслă Куснар шкулĕнчи ачасем пур çĕрте те хастар. Уйрăмах спорта кăмăллаççĕ пултаруллăскерсем. Çулсерен иртекен тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса малтисен ретĕнче пулаççĕ, шкул чысне çӳлте тытаççĕ.

10 Чÿк, 2016

Пахча çимĕçрен — юмахри сăнарсем

Çуллахи çеç мар, кĕрхи каникул та кашни ачашăн паха. Ара, ун чухне вăл хăй «тĕнчинче» пурăнать-çке. Тăраниччен çывăрма, килтисене пулăшма, хĕлле тăвайккинчен йĕлтĕрпе е çунашкапа ярăнма пултарать! Е тата çут çанталăкăн илемне шурă хут çине тăрăшса куçарать, е кăмăллакан кĕнекине алла илет те унти сăнарсемпе таçта та çитет...

Pages