Литература чунра ырёлёх вёратать
10 Ноября, 2016 | Тантăш | Культура | Форум

Тĕнчере тĕрлĕрен халăх пурăнать. Шел пулин те, вĕсен хушшинче хăш чухне ăнланманлăх, хирĕçӳ сиксе тухать. Çакна чĕлхепе, тĕн ĕненĕвĕпе, йăла-йĕркепе тата тем те пĕр тупса сăлтавлама пăхаççĕ. Анчах та лайăх литература, ырă чунлă амăшĕ пек, хирĕçекен «ачисене» мирлештерет, пĕр-пĕрне хак-лама, çынлăха мала хума вĕрентет, туслăх кĕперĕ хывать.

Регионсем хушшинчи «Культура урлă — халăхсен килĕшĕвĕ патне» форумпа килĕшӳллĕн пирĕн республикăра сахал мар мероприяти палăртнă. Çавна май нумаях пулмасть рес-публикăри ачасемпе çамрăксен библиотекинче паллă çыравçăсемпе тĕлпулу иртрĕ. Марсель Салимов /Пушкăртстан/, Юрий Сементер /Чăваш Ен/ тата Елена Светлая /Чăваш Ен/ Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнчен килнĕ студентсене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Паллах, асра юлмалла, чуна пырса тивекен шухăшсем те янăрарĕç тĕлпулура.

Чăваш халăх поэтне Юрий Семенович Сементере пĕлменни, чăн та, тупăнмарĕ залра. Унччен хăйне курман пулсан та унăн хайлавĕсемпе кашниех паллашнă. Куçаруçă та, литературовед та вăл.

— Эпĕ чăваш. Çакăнпа питĕ мăнаçланатăп. Кам вăл чăваш? Вăл — лайăх çын, питĕ авалхискер пулсан та. Тĕрĕк халăхĕ славянсенчен те маларах пуçланса кайнă иккен. Анчах та эпĕ чăваш чĕлхи вырăслинчен е акăлчанлинчен пĕлтерĕшлĕрех тесе каламастăп, çук. Пур чĕлхе те хăйне май илемлĕ. Пĕррехинче мана пĕр пьесăна чăвашла куçарма ыйтрĕç. Мĕн ыйтнине хăвăртах тивĕçтертĕм. Анчах та пĕр вырăнта пăтăрмах сиксе тухрĕ. «Сестра» сăмаха чăвашла «йăмăк» е «аппа» тесе куçармалла-çке. Вăл асли е кĕçĕнни пулнине вара пьесăра палăртман. Тĕрĕссине манăн пĕлмеллех. Çак пулăм чăваш чĕлхин пуянлăхне тепĕр хут çирĕплетрĕ. Çавăнпа та, хаклă юлташсем, чăваш чĕлхине хисеплемелле, хакламалла. Май пур чухне тарăнрах вĕренмелле. Турцире халĕ виçĕ университетра чăваш чĕлхи кафедри уçăлнă. Мĕншĕн тесен чăваш чĕлхи турккă чĕлхинчен аслăрах, — кăсăклантарсах каласа пачĕ Юрий Семенович.

Ун хыççăн Марсель Салимов сăмах илчĕ. Марсель Шайнурович — Пĕтĕм тĕнчери культура академийĕн вице-президенчĕ, Раççей Федерацийĕн тата Пушкăртстан Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Туслăх орденĕн кавалерĕ. Пушкăрт халăхĕн паллă юморисчĕ тĕлпулăва пуçтарăннисене сăвă çырма хăçан тата мĕнлерех пуçланине каласа пачĕ. Малтанхи хайлавĕсене вăл сакăр çултах шăрçаланă иккен, вун тăваттăра вара хаçат-журналта пичетленме тытăннă. «Сатирăпа юмор чĕлхипе калаçаканскере» итлесе ларма, паллах, питĕ кăсăклă пулчĕ. Унăн пурнăç историйĕ те пуян. Грецири Олимп тăвĕ çинче пулса курниех мĕн тери чаплă-çке.

Елена Светлая çыравçă та хăйĕн ĕçĕсем çинчен каласа пачĕ, çавăн пекех ачасене конкурссене хастар хутшăнма чĕнсе каларĕ.

Литература уявне пĕчĕк çăлтăрсем пуянлатрĕç. «Туслăх» хора çӳрекен Диана Смирнова илемлĕ юрăпа кăмăла çĕклерĕ. Шупашкарти 49-мĕш шкулта ăс пухакан Софья Ефимова «Нарспи» поэма сыпăкне çав тери палăртуллă, чуна тивмелле вуласа тĕлĕнтерчĕ. Çав шкултах вĕренекен София Ермолаева вара пĕтĕм Раççейри конкурсра шăрантарса 2-мĕш вырăн йышăннă юррипе савăнтарчĕ.

Паллах, çак тĕлпулу кашнин асĕнчех нумайлăха юлĕ. Литература пур чухне этемлĕхре ырăлăх туйăмĕ пĕтмест-ха. Эппин, сӳнме парас марччĕ ăна.

Лариса ПЕТРОВА.

 

Лариса ПЕТРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.