Archive - 16 Утă, 2015

16 Утă, 2015

«Конкурссене хутшăнсан хăвна тытма вĕренетĕн»

Ачаранах алĕçĕпе аппаланма пĕлнине мĕн çиттĕр ĕнтĕ? Хĕрачасем тĕрĕ тĕрлеççĕ, нуски-алсиш çыхаççĕ, арçын ачасем вара сĕтел-пукан ăсталаççĕ, кил-çурта йывăçран кас-каласа тунă эрешсемпе илемлетеççĕ… Паллах, тĕпренчĕкĕсем ашшĕ-амăшĕнчен чылай тĕслĕх илеççĕ. Çапах шкулти ятарлă кружоксен те витĕмĕ пурах.

16 Утă, 2015

Савнă шкулăм Тавăтра

Тавăт вăтам шкулĕ - районти пысăк шкулсенчен пĕри. Паян кунта 168 вĕренекен пĕлÿ пухма çÿрет. 2008 çулта ăна Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ, РСФСР халăх артисчĕн Б.С.Марков ятне панă. Шупашкарти Оперăпа балет театрне уçаканĕ, паллă артист тата драматург шăпах çак шкултан вĕренсе тухса Чăваш çĕрĕн паллă çынни пулса тăнă.

16 Утă, 2015

Çулла та чун шкулах туртать

Шкул ачисен çуллахи каникулĕн хĕрÿ тапхăрĕ пырать-ха. Мĕн тери савăнăçлă вăхăт. Урок тумалла мар, шăнкăрав сассипе шарт сикмелле мар… Хăйсем вара пурпĕрех шкула чупаççĕ. Унта çуллахи лагерь уçăлнă вĕт!

16 Утă, 2015

Хаваслă кану

Çуллахи канмалли кунсене пур ача та хаваспа кĕтет. Вĕсемшĕн каникул - чи савăнăçлă вăхăт.

Вĕренÿре тата ытти ăмăртура мала тухнă пирки пире шкул ертÿçисем похода илсе кайма шут тытнă. Кутамккана кирлĕ çи-пуç, кашăк-чашăк, курка тата ытти хатĕр-хĕтĕр тултартăмăр. Арçын ачасене пăсăлман апат-çимĕç тултарса пачĕç, палаткăсемпе те тивĕçтерчĕç.

16 Утă, 2015

«Çамрăксен хаçачĕ» 28 (6069) №. 16.07.2015

16 Утă, 2015

Мăшăр шырама Сителе каймалла

Пурте пĕлетпĕр: хĕрарăмсен йышĕ арçынсенчен пысăкрах. Этемлĕхĕн черчен теме хăнăхнă çуррин ĕмĕр тăршшĕ те вăрăмрах. Арçынсем хăйсене упрама пĕлменнипе те ытларах вилеççĕ.

16 Утă, 2015

Аслă шкулта вĕренме мĕн чухлĕ укçа кирлĕ?

Июнĕн 19-мĕшĕнче республикăри аслă шкулсене кĕмешкĕн йышăну кампанийĕ старт илчĕ. Вăл июлĕн 24-мĕшĕччен пырĕ. Çак тапхăрта абитуриентсем тĕрлĕ факультета вĕренмешкĕн заявлени çырĕç. Аса илтеретпĕр: республикăра аслă пĕлÿ паракан 21 вĕренÿ учрежденийĕ ĕçлет. Кăçал университетсемпе институтсенче 3,2 пин çамрăк валли бюджетран вырăн уйăрнă /пĕлтĕрхинчен 300 вырăн сахалрах/. 2014-2015 вĕренÿ çулĕнче аслă шкулсенче 42,5 пин çын вĕреннĕ. Кăçал 6,5 пин ача шкул пĕтернĕ /пĕлтĕр - 6,6 пин/.

16 Утă, 2015

“Утса çÿрекен хĕрĕмĕре сивĕ тăпрапа хупларăмăр”

Каçарăр та, çак йĕркесене куççульсĕр çыраймастăп... Ку çухату ытла та йывăр пулчĕ маншăн. Кĕтмен çĕртен пĕлтернĕ усал хыпар чĕрене çурмаран пайларĕ. Нихăçанхинчен ытла хĕртсе пăхакан çурхи хĕвел те куççульпе уласа йĕнĕ пек туйăнчĕ. 2015 çулхи май уйăхĕн 27-мĕшĕ...

16 Утă, 2015

“Мана пурте шухăшсăр каччă пек йышăнччăр”

Мĕншĕн килĕштеретĕп-ха эпĕ Калян Ключников юрăçа? Вăл хăйне сцена çинче чăрсăр та шухă тытнишĕн-ши е унран тапса тăракан хăйнеевĕрлĕ илĕртÿлĕхшĕн-ши? Тен, чун хавалĕпе парăнса пурнăçа юратнишĕн? Тĕрĕссипе, хам та пĕлместĕп.

Pages