Комментари хушас

16 Утă, 2015

Савнă шкулăм Тавăтра

Тавăт вăтам шкулĕ - районти пысăк шкулсенчен пĕри. Паян кунта 168 вĕренекен пĕлÿ пухма çÿрет. 2008 çулта ăна Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ, РСФСР халăх артисчĕн Б.С.Марков ятне панă. Шупашкарти Оперăпа балет театрне уçаканĕ, паллă артист тата драматург шăпах çак шкултан вĕренсе тухса Чăваш çĕрĕн паллă çынни пулса тăнă.

Шкулта тĕрлĕрен ĕç-пуç ирттересси йăлана кĕнĕ. Паллă уявсене халалланă мероприятисем те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шкул пурнăçĕ интереслĕ пуласси, яланлăха асăмăрта юласси пирĕнтен, вĕренекенсенчен, нумай килет. Эпĕ шкулти ачасен президенчĕ пулнă май çакна уйрăмах тимлетĕп. Тĕрлĕрен конкурссене хутшăнатпăр, мероприятисем ирттеретпĕр. Проектсем хатĕрлесе вĕсене пурнăçа кĕртессипе те тăрăшса ĕçлетпĕр. Юлашки вăхăтра çĕршывра сывă пурнăç йĕркине пăхăнасси çинчен тăтăш калаçаççĕ. Чирсем «çамрăкланса» пыни питĕ пăшăрхантарать. Ачасем урамра мечĕкле выляс вырăнне компью-тер умĕнче кун кунлама кăмăллаççĕ. Нумайăшĕ футболла та, волейболла та выляма пĕлмест. Çакна тĕпе хурса эпир шкулта «Сывă пулма кăмăллă» ятлă проекта аталантарас терĕмĕр. Унпа килĕшÿллĕн тĕрлĕрен мероприяти ирттерме палăртрăмăр. Вĕсем пурте çамрăксене, шкул ачисене сывă пурнăç йĕркине пăхăнма, сывлăха сыхлама, спорта юратма хавхалантарса тăрĕç.

Эпĕ ачаранах спортпа туслă. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнни дисциплинăна çирĕплетме пулăшать. Кунсеренех пулакан тренировкăсем, час-часах иртекен ăмăртусем мана çирĕп çан-çурăмлă пулма пулăшаççĕ. Çавăнпа эпĕ пурне те спортпа туслашма чĕнсе калатăп.

Пирĕн шкулта волейбол, футбол, хоккей тата çăмăл атлетика лайăх йĕркеленнĕ. Шкул команди районта тăтăшах малти вырăна тухать. Чылайăшĕ Элĕкри «Хĕлхем» спортпа физкультура комп-лексĕнче район команди йышне кĕнĕ. Эпĕ те волейболпа интересленетĕп. ФСК спорткомплексĕ Элĕк салинче нумай пулмасть уçăлчĕ. Кĕске вăхăтрах вăл сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăчĕ. Кунта пултаруллă, хăйсен ĕçне чунтан парăннă тренерсем ĕçлеççĕ. Çак спорткомплекса çÿреме пуçланăранпа манăн пурнăç та ырă енне улшăнчĕ.

Спортăн ытти енĕсем те чуна çывăх. Çавăнпах ГТО нормисен ылтăн значокне илме тивĕç пултăм. Кашни çулах эпир районта иртекен «Орленок» спорт вăййисене хутшăнатпăр. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ эпĕ - хамăр ушкăнăн командирĕ. Пĕлтĕр районта иккĕмĕш вырăн çĕнсе илтĕмĕр. Пирĕн ачасем чăннипех те маттур: çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ. Районта çеç мар, республика шайĕнче иртекен ăмăртусенчен те Хисеп хучĕсемпе, медальсемпе таврăнаççĕ. Уйрăмах Андрей Степанова, Настя Никитинăна, Владимир Филиппова, Аня Герасимовăна палăртас килет. Вĕсен тăрăшулăхĕ пуриншĕн те тĕслĕх вырăнĕнче.

Çитĕнÿсем тума хавхалантаракансене те палăртса хăварам-ха. Физкультурăпа ОБЖ вĕрентекенĕ Николай Петрович Васильев Тавăт шкулĕнче 40 çула яхăн ĕçлет. Вăл яланах ачасем хушшинче. Ир е каç, ĕç е кану кунĕ - кирек хăш вăхăтра та ăна шкулти спорт залĕнче курма пулать. Кашни ачапа пĕрле çитĕнĕвĕшĕн савăнать. Çавăнпах, тен, пирĕн шкул ачисем район шайĕнчи физкультура тата ОБЖ олимпиадисенче пиллĕкĕн-çиччĕн малти вырăнсене йышăнаççĕ, республика олимпиадисене те хутшăнаççĕ.

Шкулта çăмăл утассине кăмăллакансем те чылай. Вĕсемпе СССР тава тивĕçлĕ тренерĕ В.С.Семенов уйрăммăн ĕçлет. «Хĕлхем» ФСКра вăл хăвăрт утакансен кружокне йĕркеленĕ. Унта çÿрекенсем Раççей шайĕнчи ăмăртусенче те пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. «Шурă чулсем» канупа спорт лагерьне кайса çÿресси йăлана кĕчĕ. Кунта та Виктор Семеновичăн тÿпи пысăк.

Патшалăх та пире тимлĕхсĕр хăвармасть. Пĕлтĕр Тавăт шкулĕ «Ялти спорт залĕсем» программăна лекрĕ. Унпа килĕшÿллĕн спорт залне тĕпрен юсаса çĕнетрĕç.

Патшалăх тимлĕхĕ те, вĕрентекенсен пулăшăвĕ те пире хавхалантарса пырать. Шанатăп, Тавăт шкулне чапа кăларакансем пирĕн йышра хушăнсах тăрĕç.

Виктория ГЕРАСИМОВА.

Элĕк районĕ,

Тавăт шкулĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.