- Чăвашла верси
- Русская версия
"Тухтăр, ан татăр манăн алла — хĕрсене краковяк ташлаттараймăп"
Пăрачкав районĕнчи Кудеиха ялĕнче пурăнакан 89 çулти Александр Калентьевăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирки аса илсе каласа кăтартмалли питĕ нумай. Александр Прохоровича сусăр алли 70 çул каяллах чарăннă тискер вăрçа паянхи кун та кашни самантра куç умне кăларттарса тăратать, çамрăк чухне мĕн курни-тÿсни халĕ те хушăран тĕлĕкне килсе ăна асаплантарать...
Вунă ачаллă çемьере
Александр Калентьев Чулхула облаçĕнчи Ручей салинче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Вуннăн пĕртăван пулнă вĕсем. Пилĕк ывăлпа пилĕк хĕр ÿстерекен мăшăра выçлăхран ĕçченлĕхĕ хăтарнă. Вĕсен колхоз йĕркелениччен арман та, тимĕрç лаççи те пулнă, кил картинче ĕне-лаша та тытнă. Çăнăх авăртма, кил-тĕрĕшре кирлĕ хатĕр-хĕтĕр ăсталаттарма Калентьевсем патне çур сала пынă. Кил хуçи чухăнсене, ыйткаласа çÿрекенсене питĕ хĕрхеннĕ. Килĕнче сак тулли ача-пăча пулсан та юлашки çăкăр татăкне те ют çынна кăларса пама пултарнă. Пĕррехинче вăл килне çурма çарамас таврăннă. Ак тамаша - мĕн пулнă? Прохор мучи çул çинче пыйтланнă яша курнă-мĕн, çĕтĕк тум тăхăннăскере шеллесе хăйĕн кĕпине хывса панă. Кÿршĕ-аршă шăпăрланĕсем выçса вилесрен те шикленнĕ вăл, вĕсене килте мĕн пуррипе час-часах сăйланă. Хуçалăх йĕркеленсен Калентьевсен те пĕтĕм пурлăха колхоза пама тивнĕ.
- Ун чухне ĕçме-çимерен хĕсĕк пурнăç пуçланчĕ. Вăрçă пуçлансан пушшех йывăрланчĕ. «Фронта кайма хăçан ят тухать-ши? Унта хăть апат çитереççĕ пулĕ», - теттĕмĕр, - калаçу пуçарчĕ ветеран. Малалла вулас...
Комментари хушас