Çулла та чун шкулах туртать

16 Утă, 2015

Шкул ачисен çуллахи каникулĕн хĕрÿ тапхăрĕ пырать-ха. Мĕн тери савăнăçлă вăхăт. Урок тумалла мар, шăнкăрав сассипе шарт сикмелле мар… Хăйсем вара пурпĕрех шкула чупаççĕ. Унта çуллахи лагерь уçăлнă вĕт!

Етĕрне районĕнчи Кивĕ Тинкеш шкулĕ çулла та ача сассинчен татăлмасть. Çичĕ-вунпĕр çулсенчи çирĕм ача кунта июнĕн пĕрремĕшĕнчен пуçласа çирĕм улттăмĕшĕччен шкул çумĕнчи «Цветик-семицветик» лагерьте сывлăхне çирĕп-летрĕ. Унта икĕ отряд ĕçлерĕ: «Хĕвел» тата «Асамат кĕперĕ». Кану программи питĕ пуян.

- Çак лагере çÿрекенсен йышне па-лăртнă чухне нумай ачаллă е сахал тупăшлă çемьерен, çурма е хăр тăлăх ача пулнине шута илтĕмĕр, - палăртрĕ лагерь ертÿçи Эльвира Пантелеймоновна Васильева. - Татьяна Георгиевна Егорова тата Зоя Николаевна Сергеева вожатăйсем канăва хаваслă йĕркелеме пулăшаççĕ. Ку çулталăка Константин Васильевич Иванов çуралнăранпа 125 тата Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 70 çул çитнине халалланă. Çавăнпа лагерь программине те çак темăсемпе çыхăнтартăмăр. Кашни кунăн - хăйĕн тĕллевĕ. Паян, тĕслĕхрен, поэзи кунĕ. К.В.Иванова халалласа Литература каçĕ ирттертĕмĕр.

Программăра ÿкерÿ кунĕ те пур. Ачасем алла кăранташ, тĕрлĕ тĕслĕ сăрă тытса шухăш вĕçевне ирĕке яма, хут çине хăйне евĕр илемлĕх сăнлама юратнине кашниех пĕлет пуль. Сăвă флешмобĕ мĕн тери кăсăклă иртнĕ тата! Кашни ача унта вырăссен паллă поэчĕн А.С.Пушкинăн пĕрер сăввине вуланă.

Аслă çĕнтерÿ пулнăранпа 70 çул çитнине халалласа тĕрлĕрен вăйă йĕркеленĕ, «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин геройĕсем» ятпа презентаци тунă. Культура çурчĕ çумĕнче вăрçăра пуç хунă салтаксене халалласа лартнă палăк пур. Ачасем ăна тирпейлесех тăраççĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем çулсеренех сахалланса пыраççĕ. Мĕн тăвăн, çынна икĕ ĕмĕр пурăнма пÿрмен, вăрçă суранĕсем канăç паман чухне пушшех те. Ку тăрăхра халĕ виçĕ ветеран çеç юлнă. Çавсенчен пĕрне, Çĕнĕ Тинкешри Михаил Руфович Руфова, лагерь йĕркелÿçисем ачасемпе тĕлпулăва чĕннĕ. Ан тив, каласа патăр тăхăрвунă çулти ватă ÿсекен ăрăва иртнĕ пурнăç йывăрлăхĕсем çинчен. Кашни ача мĕн пĕчĕкрен тăнăçлăха, хĕвеллĕ те лăпкă тÿпене хаклама пĕлтĕр, çĕр çинче хăрушă та тискер вăрçă тухасран сыхлантăр. Этемлĕхе юратакан, тепĕр çынна ăнланма пĕлекен нихăçан та ăссăрла утăм тумĕ.

Ачасем ветерансене пулăшма та çÿреççĕ, ырă ĕç тусан хăйсем те питĕ савăнаççĕ.

Литература çулталăкне халалласа вара «Г.Х.Андерсонăн юратнă юмахĕсем» викторина йĕркеленĕ, «Литература сăнарĕсен палăкĕсем» ятлă презентаципе паллашнă. Тепĕр кăсăклă мероприяти - «Литература сăнарĕсен парачĕ». Ачасем çакна мĕншĕн юратаççĕ-ха? Ун чухне вĕсем юратнă сăнарĕсем пек тумланса килеççĕ-çке, мĕн тери интереслĕ!

Çирĕм пĕрремĕш ĕмĕрти Нарспи мĕнлерех-ши вăл? Лагере çÿрекенсем ăна епле кураççĕ? Ÿкерчĕксен конкурсĕн-че кĕçех çакна та пĕлме пулчĕ. Çавăн пекех «Ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем», «Пулмасла халап çыратпăр» вăйăсене ачасем питĕ юратаççĕ.

Шкул картишĕнче питĕ илемлĕ. Кунта мĕн тĕрлĕ клумба ăсталаман пуль! Чечексем çеçке çурсан тата илĕртÿллĕрех курăнĕç вĕсем. Проекчĕсене биологи вĕрентекенĕ Надежда Георгиевна Иванова хатĕрлет. Кашнинчех мĕн те пулин çĕнни шухăшласа кăларма тăрăшать вăл. Сăмах май, чечек калчисене шкултах çитĕнтереççĕ. Ачасем килтен илсе килни те пулнă.

Шкул пахчинче çулсеренех пахча çимĕç лартса ÿстереççĕ. Темĕн те пур анасем çинче: помидор та, кишĕр те, сухан та, купăста та, хăяр та… Ĕç бригадине çÿрекен ачасем кунта тăрмашнăшăн укçа та ĕçлесе илеççĕ-çке.

Апат енчен шăпăрлансем пĕрре те хавшамаççĕ. Кунне иккĕ çитереççĕ вĕсене: ирхине - пăтă, кăнтăрла - пĕрремĕш-пе иккĕмĕш, салат. Апачĕсем кашни кунах тĕрлĕрен, витаминран пуян.

- Ачасене хÿтĕлемелли кун шкулта конкурс ирттертĕмĕр. Унăн тĕллевĕ: «Телейлĕ ачалăх» темăпа асфальт çинче ÿкерчĕксем тăвасси. Кашниех кăмăлтан хутшăнчĕ, - пĕлтерчĕ Эльвира Пантелеймоновна.

Пĕчĕкскерсен телейĕ, паллах, ĕçĕсенче те палăрать. «Ачасенчен лайăх çын ÿстерес килет-и? Вĕсене телейлĕ тăвăр», - тенĕ тĕнчипе паллă çыравçă Оскар Уайльд. Шкулта ĕçлекенсем те çак шухăша тĕпе хураççĕ, ахăртнех. Мĕншĕн тесен ачасемпе вĕрентекенсен хутшăнăвĕсем ăшă та кăмăллă. Эппин, шкула çÿрени те вĕсемшĕн пысăк телей.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.