Аслă шкулта вĕренме мĕн чухлĕ укçа кирлĕ?
Июнĕн 19-мĕшĕнче республикăри аслă шкулсене кĕмешкĕн йышăну кампанийĕ старт илчĕ. Вăл июлĕн 24-мĕшĕччен пырĕ. Çак тапхăрта абитуриентсем тĕрлĕ факультета вĕренмешкĕн заявлени çырĕç. Аса илтеретпĕр: республикăра аслă пĕлÿ паракан 21 вĕренÿ учрежденийĕ ĕçлет. Кăçал университетсемпе институтсенче 3,2 пин çамрăк валли бюджетран вырăн уйăрнă /пĕлтĕрхинчен 300 вырăн сахалрах/. 2014-2015 вĕренÿ çулĕнче аслă шкулсенче 42,5 пин çын вĕреннĕ. Кăçал 6,5 пин ача шкул пĕтернĕ /пĕлтĕр - 6,6 пин/. Пĕлÿ çурчĕпе, колледж-техникумпа тин çеç сывпуллашнă яшсемпе хĕрсем хăш профессисене ытларах суйлаççĕ-ши? Ачисем алла специальноç илччĕр тесен ашшĕ-амăшĕн мĕн чухлĕ укçа тăкакламалла? Малалла вулас...