Archive - 10 Утă, 2015

10 Утă, 2015

Паха сĕтшĕн - тивĕçлĕ тÿлев

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче сĕт туса илекен килти хушма хуçалăхсемпе, вĕсем паракан сĕт пахалăхне шута илсе, тÿлесе татăлмалли тухăçлă тытăма кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен туса хума хушнă.

Йÿнĕпе туянаççĕ, хаклăпа сутаççĕ

10 Утă, 2015

Аллинче вĕт шăрçа вылять

Надежда Васильевна Виталий Игнатьевичăн иккĕмĕш мăшăрĕ пулнине ялта пĕлмеççĕ мар. Малтанхи арăмĕ виççĕмĕш ачине çуратсанах çĕре кĕнĕ. Пепкене Надежда Васильевнăпа Виталий Игнатьевич пĕрле пăхса ÿстернĕ. Çак ырă чунлă, çав тери ĕçчен, тарават та вашават хĕрарăм алли вĕтĕ шăрçана чун парать.

10 Утă, 2015

«Çĕртен вăй илетĕп»

"Здоровье" журналăн 1970 çулхи пĕр кăларăмĕнче "По утрам бегите босиком, по росе бегите босиком..." тесе çырнине Виталий Игнатьевич Раськин паянхи пекех астăвать.

10 Утă, 2015

Лайăх кăмăл ылтăнран хаклă

«Пирĕн халăхăн вăрçă урăх курмалла ан пултăр», - тесе кĕтсе илчĕ пире Оля аппа. Эпир ăна Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнă ятпа саламлама кайрăмăр. Ĕç ветеранне 85 çулта тесе калаймăн. Тепĕр çамрăкран та ирттерет: вашават, чун-хавалĕпе те паттăр. Ара, хăнасене кĕтнĕ май вăл ирхине 4 сехетре тăрса апат-çимĕç хатĕрленĕ. Чун ăшши хĕмленсе тăрать унра. «Медальсене çакрăм та лавккана кайрăм. Хăна-вĕрле валли «çуттине» чи лайăххине пама ыйтрăм сутуçăран. Уяв тĕлне ача садне те чĕнчĕç, хисеп турĕç мана», - пĕлтерчĕ кинемей холодильникран апат-çимĕç кăларса сĕтел çине лартнă май.

10 Утă, 2015

Тăлăха пăхни чиркÿ лартнă пекех сăваплă

- Ача-пăча ÿстересси чун-чĕре ăшшисĕр пулмасть. Эсир ют çынсем çутă кун парнеленĕ, анчах тĕрлĕ сăлтава пула хăйсем пăхман пепкесене хÿтте илнĕ те - хăвăр çуратман пулсан та чун ăшши парнелетĕр. Тĕрĕссипе, çакă тĕлĕнмелле пулăм. Чăннипех пысăк чĕреллĕ çынсем кăна çакнашкал утăмсем тăваяççĕ.

10 Утă, 2015

Сывлăх - савăнмалăх, чир - асапланма

1994 çултанпа эпĕ Атăл хĕрринче пурăнатăп, Максим Горький проспектĕнче. Ир те, каç та ман куçăм умĕнче - анлă Атăл, аслă Атăл. Пытарман та, пытармастăп та: юрататăп Атăла, пурăнаймастăп çак хăватлă та мăнаçлă юханшывсăр! Атăл вăл - хавхалану, чун киленĕвĕ, Атăл вăл - уçă сывлăш. Атăл вăл - Пурнăç!

Pages