Лайăх кăмăл ылтăнран хаклă

10 Утă, 2015

«Пирĕн халăхăн вăрçă урăх курмалла ан пултăр», - тесе кĕтсе илчĕ пире Оля аппа. Эпир ăна Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнă ятпа саламлама кайрăмăр. Ĕç ветеранне 85 çулта тесе калаймăн. Тепĕр çамрăкран та ирттерет: вашават, чун-хавалĕпе те паттăр. Ара, хăнасене кĕтнĕ май вăл ирхине 4 сехетре тăрса апат-çимĕç хатĕрленĕ. Чун ăшши хĕмленсе тăрать унра. «Медальсене çакрăм та лавккана кайрăм. Хăна-вĕрле валли «çуттине» чи лайăххине пама ыйтрăм сутуçăран. Уяв тĕлне ача садне те чĕнчĕç, хисеп турĕç мана», - пĕлтерчĕ кинемей холодильникран апат-çимĕç кăларса сĕтел çине лартнă май.

Аслă Çĕнтерÿ кунне кашни çулах уявлать Ольга Петровна Николаева. Вăрçă ачи пулса ÿснĕ май çак йывăр самант унăн чунне витернĕ. - Пĕринче, майăн 9-мĕшĕнче, пурте пахчара ĕçлетпĕр, - асаилчĕ вăл иртнине. - Аттене çакă килĕшмерĕ. «Мĕн тăватăр эсир? - терĕ вăл çиллессĕн. - Эпир ку уява юн тăкса илнĕ. Мĕн чухлĕ çын пуçне хунă уншăн. Эсир вара уявра савăнма та пĕлместĕр. Кĕрĕр пÿрте, Аслă Çĕнтерÿ кунне уявлăр!»

Ольга Петровна Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Арапуç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăрçă çулĕсенчи кун-çулне куç умне кăларнă май хурланса та илчĕ ватă. Шурă мăян çинĕ эпир. Юрать, çав курăк ÿснĕ. Выçлăхран хăтарнă вăл пире. 1 т улăм пачĕç. Ĕнене çавăнпа хĕл каçарнă. Айне сарнине ирхине çисе яратчĕ. Ăна ирпе 4-5 хĕрарăм йăтса тăратни те пулнă. Капан тĕпне пуçтарма каяттăмăр хире. Вите-хуралтă тăррине витнĕ улăма сирсе ĕнене çитернĕ тĕслĕхсем те пулнă. Çак выльăха кил-тĕрĕшре тытмалла мар саккун тухрĕ. Ун чухне икĕ яла 9 ĕне юлнăччĕ. Ĕнене çырма хĕррине кăкарнăшăн 800 тенкĕ ?пĕр уйăхри ĕç укçи% штраф пулчĕ. Саньккапа пĕрлешсен çурт лартрăмăр, хуралтăсем çукчĕ. Сыснасем валли шăтăк чаврăм, тăррине витрĕм. Çакнашкал майпа сыснасене хĕл каçартăмăр».

Ольга Петровна асăннă районти Каншел ялĕн каччипе Александр Николаевпа çемье çавăрнă. Пилĕк хĕр çуратса ÿстернĕ вĕсем: Роза - Казахстанра, Ирина Германире тĕпленнĕ, ыттисем - Шупашкарта. Кинемей халĕ хăй те тĕп хулара пурăнать. Хĕрĕсем юратаççĕ, хисеплеççĕ амăшне. Унăн ĕмĕрне тăсма тăрăшаççĕ, хваттерне таса тытаççĕ. «Кухньăри сĕтел пĕчĕкрех, сарăлаканни туянса парасшăн ачасем», - савăнса пĕлтерчĕ ветеран.

Оля аппа патĕнче пирвайхи хут мар эпир. Унăн 80 çулхи юбилей каçĕнче те пулма тÿр килнĕччĕ. Ватă çын тараватлăхĕнчен, шÿтлеме юратнинчен тĕлĕннĕччĕ. Ăна хăлха тăратса, çăвар карса итлерĕмĕр ун чухне. Калаçма юратаканскер халĕ те сăмах çăмхине сÿтрĕ те сÿтрĕ. - Пире ĕçпе çитĕнтернĕ. Йытă хăваласа çÿресен çын пулаймастăн. Эпир пурте ĕç йĕркине пĕлсе ÿснĕ. Çавăнпа та çынлăха çухатман. Анне яланах: «Килтен киле ан çÿрĕр, алла ĕç тытăр, çыхăр, çĕлĕр...» - тетчĕ. Ачана вăрçмалла мар, лăпкăн ăнлантармалла, - ăшшăн калаçрĕ ватă. Çакă мар-и вăл халăх педагогикин вĕрентĕвĕ?! Ачасене ĕçпе çитĕнтермелле. Çакнашкал çын чунлăрах, кăмăллăрах, сумлăрах ÿсет.

Хальхи пурнăçа çăтмахпа танлаштараççĕ ватăсем. Вăрçă, выçлăх çулĕсем вара тамăк вырăнĕнче пулнă. Çавăнпах Турă вĕсене вăрăм ĕмĕр сунать пулĕ. Сăмахран, манăн асанне Агреппина хăй пурнăçĕнче мĕн кăна тÿсмен. Çапах 100 çул ытла пурăнчĕ. Унăн аслă ывăлĕ, Куçма тете - 93 çул, хĕрĕ, Кулюк аппа, 86-ра вилчĕ. Атте те 80 çула кăштах анчах çитеймерĕ. Пилĕк ача çитĕнтерни, вĕрентекенре ĕçлени унăн вăй-халне илчĕ пулас. Шĕкĕр Турра, хуняма ырă-сывă, 92-ре пырать.

Оля аппана та вăрăм ĕмĕр сунас килет. Тус-тăванне, ачисене савăнтарса пурăнтăр вăл. Кăмăллă çынран ыррине, лайăххине вĕренетĕн. «Ăшă сăмах - çу кунĕ, сивĕ сăмах - хĕл кунĕ» тени тĕрĕсех çав. Чун та ăшша туять.

Альбина МАКЕЕВА.

Шупашкар хули.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.