Комментари хушас

10 Утă, 2015

Тăван ен туртăмĕ

Ял çыннин картиш тулли выльăх-чĕрлĕх пулсан Шупашкарти Галина Изратовăн - хваттер тулли. «Эпĕ нихăçан та сĕтсĕр лармастăп», - тет вăл шÿтлесе.

Çăмран ăсталанă кĕлеткесем чунлă-юнлă тейĕн. Халь-халь вырăнтан тапранассăн туйăнаççĕ. Пăрушне ĕмĕртекен ĕне мĕне тăрать! Çилли те туп-тулли унăн. Шурă урхамах та куракана илĕртет. Кĕтÿçĕ вара чăн пурнăçри евĕр пулса тухнă. Ун йĕри-тавра - сурăх-качака. «Ку - Юманкка Кули, - паллаштарчĕ ăстаçă унпа. - Хамăр ял çынни».

Галина Васильевна пуканийĕсем ахаль кĕлеткесем çеç мар, чăн-чăн çынсем. Пурте ялти кÿрши-аршине, тăванне, пĕлĕшне сăнланăскерсем. Тен, çавăнпах вĕсем чунлă-юнлă. Выльăх-чĕрлĕхĕ те чĕрĕ тейĕн. «Атте ветеринарта ĕçлетчĕ. Выльăхсене питĕ юрататчĕ, шеллетчĕ. Йăмăкăм Галя та ун пекех маттур», - пирĕн калаçăва хутшăнчĕ илемлĕ ăсталăх ÿнерçи, ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Татьяна Шаркова.

Çапла, аппăшĕпе йăмăкĕ Елчĕк районĕнчи Кавалта çуралса ÿснĕ. Пĕр килтен икĕ ăстаçă тухнă. Татьяна Васильевна чăваш тумтирĕпе кăсăкланать пулсан Галина Васильевна чăваш халăх ĕç-хĕлне, йăли-йĕркине пуканесемпе сăнласа кăтартать. Сăмах май, вăл малтан тăмран тĕрлĕ кĕлетке тунă. Ку ĕçе ачаранах пикеннĕ темелле. Ялта çитĕннĕ май кăмака валли пĕрре мар тăм çăрнине пĕлтерчĕ. «Çарран çăраттăмăр ăна. Çăтăр-çăтăр «сывлатчĕ» вăл», - асаилет хĕрарăм.

Унăн пуканийĕсем ăшă кăмăллă, ĕçчен, хастар. Пурте кунĕн-çĕрĕн «ĕçлеççĕ». Чăн пурнăçа сăнлакан мучисемпе кинемейсем, шăпăрлансем хăй пекех маттур. Кĕлеткесене ăсталама чĕкеç тăмне хăй вăхăтĕнче тăван тăрăхĕнчен турттарса килнĕ. Çăмĕ те ялйышăнах. «Çуралса ÿснĕ вырăн вăй-хăват парать мана. Çавăнпа пуканесем çыпăçуллă пулаççĕ», - ăшшăн калаçать Галина Васильевна.

Вăл Пĕтĕм Раççейри «Руç ăстисем» конкурса хутшăнса пĕрре мар çĕнтернĕ. Хăй тĕллĕн те, аппăшĕпе пĕрле те куравсем йĕркеленĕ. Унăн ĕçĕсем тăрăх ача-пăча валли фильмсем ÿкернĕ.

«Йăмăка кура эпĕ те юлашки вăхăтра çăмран теттесем тума пуçларăм, - тет Татьяна Васильевна. - Вăл мана сĕнÿ-канашпа пулăшать. Çавăнпа пуканесем илĕртÿллĕ пулаççĕ». Сăмах май, вĕсен шăллĕ Валерий те ÿнер тĕнчине парăннă. Вăл хĕлле çулсеренех юртан кĕлеткесем тăвать. Чăн та, пултарулăх, ăсталăх тени чунпа-юнпа куçать мар-и?

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.