Комментари хушас

10 Утă, 2015

Тăлăха пăхни чиркÿ лартнă пекех сăваплă

- Ача-пăча ÿстересси чун-чĕре ăшшисĕр пулмасть. Эсир ют çынсем çутă кун парнеленĕ, анчах тĕрлĕ сăлтава пула хăйсем пăхман пепкесене хÿтте илнĕ те - хăвăр çуратман пулсан та чун ăшши парнелетĕр. Тĕрĕссипе, çакă тĕлĕнмелле пулăм. Чăннипех пысăк чĕреллĕ çынсем кăна çакнашкал утăмсем тăваяççĕ. Телее, паян пирĕн республикăра ун пек ырă çемьесем сахал мар, - чуна витермелле туйăмлă çак сăмахсене Михаил Игнатьев июлĕн 8-мĕшĕнче Ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх керменĕнче республикăри ача усрава илнĕ çемьесен 3 форумĕн пленарлă ларăвĕнче каларĕ.

2012-2017 çулсенче ачасен интересĕсене хÿтĕлесе хута ямалли Наци стратегине пурнăçланă май иртнĕ форум теми анлă: "Чăваш Республикинчи ача усрава илнĕ çемьесене психологипе педагогика, право, медицинăпа социаллă хÿтлĕх енчен пĕтĕмĕшле пулăшса пырасси". Форума опекунсемпе попечительсем, ача усрава илнисем, ача вăхăтлăх усракан ашшĕ-амăшĕ, опекăпа попечительство органĕсен специалисчĕсем, ача çурчĕсен, интернатсен ертÿçисемпе педагогĕсем, ача йышăннă çемьесене пулăшса пыракан кураторсем - пурĕ 500-е яхăн çын - хутшăнчĕç. Хăнасем те - Мускав хулинчен, Пенза облаçĕнчен, Марий Элран - чылайăн килсе çитнĕ.

Кăнтăрлаччен форум делегачĕсем дискусси лапамĕсенче ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнă ачана çемьене йышăнассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç, ют пепкесене воспитани парассипе опыт пухнисем ăсталăх класĕсем йĕркелерĕç. Кунăн иккĕмĕш çурринче вара пленарлă пуху иртрĕ, ача усрава илнисен хушшинчи "Çемье вучахĕ" конкурса пĕтĕмлетсе çĕнтерÿçĕсене чысларĕç, концерт курса киленчĕç. Форум вăхăтĕнче Ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх керменĕнчи фойере алă ĕçĕсен куравĕ, сывлăх центрĕ, консультаци пункчĕ ĕçлерĕç.

Ача усрава илнисен тĕлĕшпе патшалăх тытăмĕ енчен тимлĕх ÿсни мĕнпе çыхăннă-ха? Шухăш-тĕллев уçăмлă: хальхи вăхăтпа тан утакан цивилизаци патшалăхĕнче ачасен кирек епле лару-тăрура та çемьесенче ÿсмелле. Тăван ашшĕ-амăшĕ çумĕнче май çук пулсан - хÿтлĕхсĕр юлнă пепкене пархатарлă пĕр-пĕр çемьене вырнаçтарма тăрăшмалла. Пĕр сăмахпа, çĕршывра ача çурчĕсем пулмалла мар. Çакăн патне ăнтăлать те юлашки çулсенче Раççей, унăн йышĕнче - Чăваш Ен те.

Ÿсĕмсем пур: республикăра ку таранччен 3 ача çуртне тăлăхсенчен пушатма май килнĕ. Ют ачана хăйсен хÿттине илнĕ çемьесен йышĕ юлашки 5 çулта 11,7 процент ытларах. Шута илнĕ тăлăхсен, социаллă тăлăхсен 92,3 проценчĕ паян çемьесенче пурăнса воспитани илет. Пилĕк çул каялла вара кăтарту 80,6 процентпа танлашнă. Чăваш Республикин Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин специалисчĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, Раççей Федерацийĕнче ача усрава илессипе Чăваш Ен - чи ырă тĕслĕх кăтартакан регионсенчен пĕри, хальлĕхе ку енĕпе Пенза облаçне кăна çитейместпĕр-ха.

Раççей Вĕренÿпе ăслăлăх министерстви çумĕнче йĕркеленнĕ "Ача усрава илнĕ çемьесен азбуки" клубăн директорĕ Дарья Машкова юлашки вăхăтра пулса иртекен ырă улшăнусене кура "çĕршыв тинех сывалма пуçланине" палăртрĕ. Пурнăçăн тĕрĕс йĕркипе пурăнма тытăннине вăл тĕлĕнмелле фактпа çирĕплетрĕ: ача çурчĕсенче çитĕннĕ тăлăхсенчен 90 проценчĕ çул çитнĕ май хăй тĕллĕн пурăнма тытăнсан обществăран уйрăлса каять. Чылайăшĕнчен пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утасси пиçсе пĕтеймест...

Çемье - ача çитĕнмелли пĕртен-пĕр юрăхлă хутлăх пулнине форума хутшăннă РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова та, ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Ивановпа унăн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова та, Чăваш Республикинчи Ача прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Вячеслав Рафинов та çирĕплетрĕç.

- Асанне çапла калатчĕ: "Тăлăха пăхни чиркÿ лартнă пекех сăваплă." Эппин, çакăнта пухăннă ача усрава илнĕ çемьесен умĕнче пуçа таймаллах. Пирĕн вара, патшалăх тĕрлĕ органĕсенче ĕçлекенсен çак çемьесене май пур таран пулăшассишĕн йĕркелесе çитермен ыйтусене татса пама тĕллевленмелле, - татăклăн палăртрĕ Светлана Владимировна.

Нумай ача усрава илсе воспитани паракан çемьесене ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканăн Тав çырăвĕпе, хăшпĕр çемьене вара "Юратупа шанчăклăхшăн" медальпе наградăларĕç. Ун хыççăн сцена çине "Çемье вучахĕ" конкурс çĕнтерÿçисене йыхравларĕç. Хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ енчен кăтартса тĕп çĕнтерÿçĕ ятне Çĕрпÿ районĕнчи Львовсен çемйи тивĕçрĕ. Вĕсене 25 пин тенкĕлĕх сертификат парса хавхалантарчĕç.

Ирина ПУШКИНА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.