- Чăвашла верси
- Русская версия
“Утса çÿрекен хĕрĕмĕре сивĕ тăпрапа хупларăмăр”
Каçарăр та, çак йĕркесене куççульсĕр çыраймастăп... Ку çухату ытла та йывăр пулчĕ маншăн. Кĕтмен çĕртен пĕлтернĕ усал хыпар чĕрене çурмаран пайларĕ. Нихăçанхинчен ытла хĕртсе пăхакан çурхи хĕвел те куççульпе уласа йĕнĕ пек туйăнчĕ. 2015 çулхи май уйăхĕн 27-мĕшĕ... Ир-ирех вăраннă хĕвел таса тÿпене майĕпен шуса хăпарчĕ. Ытла та илемлĕ тавралăх этеме пурăнма çунат хушрĕ. Унăн та, виçĕ ача амăшĕн, уçă сывлăша кăкăр тулли сывламаллаччĕ. Алена Павлова тележурналистка пурнăçран ăнсăртран уйрăлчĕ, пĕр кĕтмен çĕртен... И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн журналистика факультетĕнче пĕр ушкăнра вĕреннĕ, общежитире пилĕк çул туслă пурăннă тусăмăн чĕри тапма чарăннине ĕненес те, йышăнас та килмест.
"Урамри пек çĕркаçрăмăр"
Алена Павлова "Чăваш Ен" ПТРКра чăвашла хыпарсен кăларăмне ертсе пынăран ăна республикăри чылай çын паллатчĕ. Нумайăшне тин кăна сенкер экран çинче тăван чĕлхепе тап-таса та илемлĕ калаçакан çамрăк хĕрарăм пирĕнпе текех çуккине ĕненме йывăр пулчĕ. Усал хыпар сарăлсан республикипех калаçрĕç. Тĕрлĕ сас-хура тухрĕ ун чухне. Пĕрисем Алена ача çуратнă чухне вилни пирки сăмахларĕç. Теприсем каланă тăрăх, ăна Шупашкарти ача çуратмалли çурта çав тери япăх анализсемпе илсе килнĕ, ÿчĕ саралнă. Йĕкĕреш кĕтекен çамрăк хĕрарăм килте икĕ кун аптăраса выртни пирки те хăлхана кĕчĕ. Çын çăварне карта тытса çавăраймăн. Тĕрĕссипе мĕн пулса иртнине Аленăн чи çывăх çыннисем çеç пĕлеççĕ. Амăшĕ Татьяна Николаевна тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартрĕ. Малалла вулас...
Комментари хушас