Комментари хушас

16 Утă, 2015

Сывă пул, юратнă лагерь!

Июнь уйăхĕнче пирĕн шкулта «Семицветик» хаваслă лагерь уçăлчĕ. Ачасемшĕн вăл чылайччен асра юласса шансах тăратпăр.

Мĕн тĕрлĕ конкурса хутшăнса хăйсен пултарулăхĕпе куракана паллаштармарĕç-ши вĕсем? «Çут тĕнчере илем пурăнать» конкурс та авă хăйне евĕр илемлĕ иртрĕ. Вĕренекенсем чуна тыткăнлакан тум ăсталас тесе чĕререн тăрăшрĕç. Паянхи модăпа килĕшÿллĕ прическăсем те турĕç. Юрă-кĕвĕ çеммипе ташă çаврăмĕсемпе те тĕлĕнтерчĕç.

«Ача-пăча Акатуйне» те хаваспах хутшăнчĕç 6-мĕш шкулăн хастар хĕрачисемпе арçын ачисем. Чăваш юрри-ташшипе савăнчĕç, хастарлăхĕсемпе куракана хăпартлантарчĕç.

Чăваш патшалăх пукане театрĕнче пăхнă «Письмо из войны»» спектакль хыççăн чылайччен шухăша кайса çÿрерĕç çамрăксем.

- Мĕн тери йывăр пурнăç пулнă фронтра. Пирĕн мăн мăн асаттесемпе кукаçисем, асаннесемпе кукамайсен шăпи синкерлĕ пулса тухни, çамрăклăхĕпе телейне вăрçă татни чуна ыраттараççĕ. Вăрçăран çыру килни - савăнăç пулнă, çав вăхăтрах куççуль кăларттарнă. Унти йĕркесене никам та куççульсĕр тата пăлханмасăр вулайман. «Киле çитсе тăраниччен сĕт ĕçесчĕ, çĕрулми çиесчĕ, мунча кĕрсе рехетленесчĕ, ачасене хам çума чăмăртасчĕ», - текен йĕркесем ирĕксĕрех макăртнă. Тата та чуна ыраттараканни, çавнашкал çунатлă та ĕмĕтлĕ йĕркесене шăрçаланă салтаксем хĕрÿ вăрçăрах выртса юлни. Вĕсен шăпине паянхи кун та пĕлейменни, - терĕç ачасем хурланса.

Хастарсем тата паллă çынсемпе кампа кăна тĕлпулмарĕç-ши? Акă çĕршыври пултаруллă хоккеистпа, хапхаçăпа, тренерпа Владислав Александрович Третьякпа куçа-куçăн калаçни ĕмĕр асра юлĕ. Вăл çамрăксене яланах спортпа туслашмаллине, сывлăх чи хаклă пурлăх пулнине асаилтерчĕ. Çавăн пекех писательсемпе поэтсемпе тĕлпулни те хăйнеевĕр уяв пулчĕ.

Ашшĕ-амăшĕн пухăвĕ

Лагерьте пĕрремĕш хут ашшĕ-амăшĕн пухăвĕ иртрĕ. Пуçланчĕ каллех хаваслă самант. Вĕренекенсем сцена çинче хăйсене чăн-чăн артистсем пек тытма тăрăшрĕç. Тăрăшсах юрларĕç, ташларĕç, сăвă каларĕç. Юмах та лартса пачĕç. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен тĕпренчĕкĕсем çине юратса пăхрĕ, пичĕсенче йăл-кулă çуталчĕ. Чăн та, ачасем хăйсене шанса панă рольсене ĕненмелле те сăнарлă калăпларĕç.

- Пирĕн ачасем вăхăта усăллă та хаваслă ирттернине хамăр куçпа хамăр курса ĕнентĕмĕр. Çак вăхăт-ра вĕсен тĕнчине кĕрсе ÿксе хамăрăн та лагерьте пулса канас килчĕ, - палăртрĕ ашшĕ-амăшĕ кăмăлтан та чун-чĕререн хăйсен шухăш-кăмăлне.

Спорт

Кашни кун ирхине уçă сывлăшра зарядка турăмăр. Çавăн пекех тĕрлĕ вăйă иртрĕ кунта.

Шашка ăмăртăвĕ те кăсăклă иртрĕ. Пĕрремĕш вырăна виççĕмĕш отрядри Кирилл Архипов çĕнсе илчĕ. Чи маттурри пулса тăчĕ вăл. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Даниил Бурдасовпа Максим Алексеев пайларĕç. Арçын ачасем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе çав тери хăпартланчĕç. Çак хастарсемех Ленин районĕнчи лагерьсен хушшинчи шашка ăмăртăвĕнче иккĕмĕш вырăна тухса шкул чысне хÿтĕлерĕç. Маттурсем!

Пионербол, волейбол вăййисенче те пирĕн ачасем йăрăлăхĕпе палăрчĕç. Июнĕн 9-мĕшĕнче вара хулари лагерьсенче канакансен спартакиадине те хаваспах хутшăнчĕç. Унта вара пирĕн ушкăн футбол, пионербол вăййисенче 3-мĕш вырăн, эстафетăпа канат туртассинче 2-мĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Велоспорт ăмăртăвĕнче те «Семицветиксем» 3-мĕшсем пулса тăчĕç.

Смена вĕçленчĕ

Ытла та хăвăрт иртрĕç-çке лагерьти кунсем! Акă смена вĕçленчĕ те.

- Сирĕнпе вăхăта çав тери усăллă ирттертĕмĕр. Никамăн та тунсăхлама вăхăт пулмарĕ. Пурте кăмăллă юлтăмăр. Сире вара, ачасем, малашне те ăнăçу сунатпăр, - терĕ шкул çумĕнчи лагерь пуçлăхĕ Татьяна Александровна Тимофеева.

Вĕренекенсем ăна тав турĕç, кашнин пит-куçĕнче йăл кулă çуталчĕ. Ку вăл - хаваслăх тата телейлĕ ачалăх палли.

Лагерь пуçлăхĕпе унăн çумĕ

Татьяна ТИМОФЕЕВĂПА

Валентина ФРАНЦЕВА.

Шупашкар,

6-мĕш шкул.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.