Archive - Çу 2015

мая 14th

14 Çу, 2015

«Хыпар» 84 (26736) №. 14.05.2015

14 Çу, 2015

Хĕвеллĕ уй-хир çийĕн янăрать ака кĕрлевĕ

Шупашкар районĕнчи "Ольдеевская" агрофирмăн Шĕнерпуç ял тăрăхĕнчи "Герой" уйрăмĕнче МБУ-120 агрегатпа кĕрхи тĕштырă культурисемпе нумай çул çитĕнекен курăка минерал удобренийĕпе апатлантарма мартăн 26-мĕшĕнче тухрĕç.

14 Çу, 2015

Налук, çурт-йĕр, вут-кăвар...

Ĕнер ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынипе Правительство ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркине 27 ыйту кĕртрĕç. 13-шне тĕплĕн тишкерчĕç. Ытти ЧР Министрсен Кабинечĕн тĕрлĕ çулсенчи йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртессипе çыхăннă. Чи пĕлтерĕшли - пĕрремĕшĕ. Финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Фарида Муратова 2015 çулхи I кварталта республика бюджечĕ епле пурнăçланни пирки отчет турĕ.

14 Çу, 2015

Амбразурăна хăйĕнпе хупланă

Тăвай районĕнчи Кармал ялне пырса кĕнĕ çĕрте, йывăç хушшинче, бронза бюст ларать. «Паттăр Коля Афанасьева - ентешĕсенчен», - çырнă постамент çине. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçса пуç хунă Николай Афанасьева асăнса лартнă палăка Енĕш Нăрвашра çитĕннĕ Алексей Майраслов скульптор 1975 çулта ăсталанă.

14 Çу, 2015

Нĕркеçрен Берлина çитнĕ

Умра - «Хыпар» хаçатăн 2010 çулхи августăн 5-мĕшĕнче тухнă номерĕ. «Курск пĕккинчен Кенигсберга çитнĕ» статьяри сăнÿкерчĕке тинкерсе пăхатăп. Вăрçă вăхăтĕнче тунă сăнÿкерчĕкре - икĕ хĕр-салтак. Вĕсенчен пĕри, сылтăмри - аннепе пĕртăван аппа - Калиса Петровна Грачева.

14 Çу, 2015

Рейхстаг ишĕлчĕкĕсем çинче тутарла юрланă

Вăхăт сарăхтарнă салтак дневникĕн страницисене пĕрин хыççăн теприне уçатăп... Унти йĕркесене çырнă çын тахçанах çут тĕнчерен кайнă ĕнтĕ. Çук, вăл вăрçăра вилмен. Берлина çитнĕ. Телее, служба тивĕçĕсене пурнăçласа тăван киле таврăннă...

мая 13th

13 Çу, 2015

"Хресчен сасси" 35 /2548/ №, 13.05.2015

13 Çу, 2015

Мирлĕ пурнăçа упрар

Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне пирĕн республикăра чылай вăхăт асра юлмалла уявларĕç. Шупашкар хулинчи Хĕрлĕ лапамра уяв ячĕпе митинг тата вырăнти гарнизон подразделенийĕсен полкĕн парачĕ иртрĕ.

Pages