Чарма пултараççĕ

13 Çу, 2015

Раççейре генсене улăштарса ÿстернĕ ÿсен-тăранпа выльăх ĕрчетме чарасшăн. Патшалăх Думинче халĕ шăпах çакăнпа çыхăннă саккуна сÿтсе яваççĕ. Улăштарнă генран хатĕрленĕ апат-çимĕç çыншăн хăш енчен сиенлĕ пулма пултарать тата мутант-вăрлăх туянма фермерсене мĕн хистет-ши?

Аталаннă чылай çĕршывра, çав шутра Америкăра та, генсене улăштарса хатĕрленĕ апат-çимĕç хуçаланать. Тĕслĕхрен, Америкăра ÿстерекен куккурусăн 85 проценчĕ тата соя йышши культурăсен 90 проценчĕ - çав тытăма тĕпе хурса тунă вăрлăхран. Раççей ВТОна кĕнĕ хыççăн кунашкал çимĕç пирĕн çĕршыва та йышлă килесси нумайăшне пăшăрхантарнă.

"Хамăрăн апат-çимĕç рынокне тата çынсене хÿтĕлеме пирĕн саккунпа пăхнă майсем пур. Апатра усă куракан пахалăхсăр çимĕç çынсене мĕнле сиен кÿнине чăннипе никам та татса калаймасть. Эпир хамăрăн граждансене генсене улăштарса хатĕрленĕ çимĕçрен хÿтĕлеме пултаратпăрах", - палăртнăччĕ Владимир Путин Президент иртнĕ çулхи март уйăхĕнче.

Халĕ правительствăра ГМО майĕпе хатĕрленĕ продукцие 2017 çулччен çĕршывра усă курма чарнă. Тĕрĕсрех каласан ăслăлăх тытăмĕнче ку тĕлĕшпе тĕпчевсем ирттерме юрамасть. Патшалăх Думинче вара генсене улăштарнă организмсем пур продукцие хатĕрлес ĕçе чарассипе тата ютран турттараканнине тĕрĕслессипе çыхăннă саккуна иккĕмĕш вулавра тишкереççĕ.

Раççей фермерĕсем, çĕр çинче яланхилле ĕçлеме хăнăхнăскерсем, çĕнĕ генлă вăрлăхпа тухăçа 20 процент ытларах пуçтарса илме май пур теççĕ. Вĕсемшĕн çакă лайăх. Анчах Раççейре 40 миллион гектар çĕр выртать, ку лаптăк хамăр çĕршыва экологи тĕлĕшĕнчен таса продукципе тивĕçтерме ытлашшипех çитет.

"Хальхи вăхăтра пирĕн аталанмалли майсем çителĕклĕ, фермерсен ĕçне хăватлантармалла, вĕсем ГМО-культурăсене анлă сарма тăрăшакан ют çĕршывсен пулăшăвĕсĕр пурăнма пултарччăр", - тет экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕç тытăмне тĕпчекен Борис Авдонин.

Анчах та ГМО ыйтăвĕ апат-çимĕçпе кăна çыхăнман-мĕн. Çакна "Тырă тата унăн хывăхĕ" документаллă фильм ÿкернĕ Константин Семин палăртать. Генсене улăштарни хăрушă хĕç-пăшалпа танах, ядерлă ракетăран вирлĕрех те сиенлетет. ГМОна саракан корпорацисем пĕтĕм тĕнчери ялхуçалăх тытăмне хăйсен аллине илсе тĕрĕслесе тăрасшăн.

"Хими хутăшĕпе ĕçлекен пилĕк компани паян чи хăватли шутланать. Малтанах вĕсем вăрçăпа усă курса укçа-тенкĕ тунă, кайран - ялхуçалăх валли химикатсем хатĕрлесе кăларса, халĕ ген инженерийĕпе пуяççĕ", - палăртать Индири харсăр эколог В. Шива.

"Çĕнĕ ген тупсан ăна тÿрех патентлаççĕ. Патент илме çăмăл мар. Тепĕр енчен пăхсан çакă шыва патентланă хыççăн унпа усă курнăшăн çынсенчен укçа пуçтарнипе танах", - тет Сьюзан Пустаи биохимик.

Çÿлерех асăннă фильмра Америкăри комплекслă тытăмсен институчĕн профессорĕ Янир Бар-Ям диаграммăсемпе паллаштарать, вĕсенче тĕнчери апат-çимĕç хакĕсен йĕрĕ вăрçă е хирĕçÿсен йĕрĕпе пĕрлешет. " Эпир 2007-2008 çулсенчи тĕнчери экономика кризисĕн сăлтавĕсене тĕпчерĕмĕр. Вĕсенчен пĕри шăпах чĕртавар хакĕ ÿснипе çыхăннă, çав шутра - апат-çимĕç хакĕ те. Апатпа революци хушшинче çыхăну яланах пулнă", - ăнлантарать профессор.

Хăйсен интервьюсенче ăсчахсем ген инженерийĕ мĕнлерех хăрушлăх патне илсе çитернине каласа чăннипех тĕлĕнтереççĕ. Тĕслĕхрен, генсене улăштарнă пахчаçимĕç ÿстернĕ чухне усă куракан пестицидсем тĕнчери мĕнпур чĕрĕ чуна наркăмăшлантарма тытăннă.

"Çак наркăмăш пире кăна пĕтермест. Америкăра çĕр çинчен тĕрлĕ йышши ÿсен-тăран çухалать, ку енĕпе эпидеми пырать темелле. Эпир çĕре "вĕлеретпĕр", апата ирĕлтерекен хырăмлăхри микробсене пĕтеретпĕр. Хăçан та пулин çĕр çинче нимĕн те ÿсмĕ. ГМО йышши ÿсен-тăран хăй те аталанаймĕ. Çакăн патне çитсе тухсан пире урăх, таса планета кирлĕ пулĕ", - асăрхаттараççĕ ăсчахсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.