Раççей спорт министрĕ Чăваш Ен тĕслĕхне ырланă

14 Çу, 2015

Майăн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерарцийĕн Спорт министерствин коллегийĕн анлă ларăвне хутшăннă. Пĕтĕм Раççейри «Ĕçпе хÿтĕлеве - хатĕр!» /ГТО/ комплекса ĕçе кĕртес ыйтусене тишкернĕ.

Тĕп доклада Раççей спорт министрĕ Виталий Мутко тунă. Вăл çĕршывра ГТО комплексĕ çĕнĕрен вăй илме пуçланăранпа çулталăк иртнине палăртнă. Çак вăхăтра сахал мар ĕç туса ирттернĕ: нормăпа право никĕсне йĕркеленĕ, комплекса тапхăрăн-тапхăрăн ĕçе кĕртмелли плансене çирĕплетнĕ.

Виталий Мутко общественноçа ГТО комплексĕ çинчен анлăрах пĕлтерме, агитаци ĕçне вăйлатма, унта паллă спортсменсене явăçтарма сĕннĕ. Кунсăр пуçне квалификациллĕ кадрсем /специалистсем, судьясем/ хатĕрлес енĕпе ĕçлемелле, медицина тĕлĕшĕнчен тивĕçтермелле.

ГТО комплексĕ çĕршывра физкультурăпа спорт аталанăвне пулăшма тивĕçлĕ. «Пирĕн тĕллев - вăл пулăшнипе спорт Раççейри кашни çемьене кĕтĕр», - тенĕ РФ спорт министрĕ. Тĕпрен илсен физкультурăпа спорт пысăк хăвăртлăхпа аталанаççĕ, спортпа туслисен йышĕ ÿссех пырать.

Çакăнта регионсен тÿпи пысăк. Виталий Мутко тĕслĕхшĕн Чăваш Республикине асăннă. Юлашки çулсенче пирĕн патра спорт объекчĕсем сахал мар тунă, вĕсемпе тухăçлă усă кураççĕ. Республикăра «Çăлтăрпа пĕрле - ирхи зарядка» евĕр спорт акцийĕсем уйрăмах анлă сарăлнă.

«Спорт хыпарлавĕ» АНОн генеральнăй директорĕ Василий Кикнадзе ГТОн интернет-порталĕн ĕçĕ çинчен каласа кăтартнă. Кĕске вăхăтрах сайтпа 36 пине яхăн çын усă курнă, вĕсенчен 30 пинĕ унта регистрациленнĕ.

Чăваш Республикинче 2013-2014 вĕренÿ çулĕнче ЧР Спорт министерствипе Вĕренÿ министерстви «Чăваш Республикин вĕренÿ организацийĕсенче Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексне ĕçе кĕртессине пулăшасси» социаллă пĕлтерĕшлĕ проекта пурнăçланă. Проекта республикăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 30 организацири 18116 вĕренекен хутшăннă.

ГТО комплексне ĕçе кĕртмелли мерăсене пурнăçа кĕртме ЧР Министрсен Кабинечĕн 2014 çулхи октябрĕн 30-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексне тапхăрăн-тапхăрăн ĕçе кĕртмелли мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Ăна ЧР ĕç тăвакан влаçпа вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем пĕрле палăртнă вăхăтпа килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ.

Пĕтĕм тĕнчери «Раççей - спорт çĕршывĕ» спорт форумне йĕркеленĕ май октябрĕн 9-мĕшĕнче Шупашкар хулинче «Спартак» стадионта Пĕтĕм Раççейри «ГТО» физкультурăпа спорт комплексĕн нормисене йышăнмалли Пĕрлехи кун ирттернĕ. Унта республикăри муниципалитет йĕркеленĕвĕсенчи 1103 çын хутшăннă. Раççей регионĕсенче тест ирттермелли центрсем йĕркелеççĕ. Федераци бюджетĕнчен Чăваш Енре çакнашкал 3 центр тума 2 млн та 396 пин тенкĕ уйăрма палăртнă.

РФ Спорт министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕнче çавăн пекех Сочи хулинче Пĕтĕм Раççейри пултаруллă ачасен центрне йĕркелес ыйтăва пăхса тухнă. «Талант тата ăнăçу» фонд ертÿçи Елена Шмелева пĕлтернĕ тăрăх - Центра Олимп инфратытăмĕн объекчĕсен никĕсĕ çинче йĕркелеççĕ. Тĕп тĕллевсенчен пĕри - талантлă шкул ачисене çул уçса парасси, вĕсене çитес вăхăтра ĕç паракансемпе çыхăнусем йĕркелесси.

Унта хутшăнакансене Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсемпе турнирсенче мĕнле кăтартусемпе палăрнине кура «Талант тата ăнăçу» фондăн Эксперт Канашĕ суйласа илет. Унта РФ Спорт, Культура, Вĕренÿ министерствисен, Раççей Наукăсен Академийĕн представителĕсем, наукăпа культурăн, спортăн паллă çыннисем кĕреççĕ.

 

А.ВАСИЛЬЕВА

Рубрика: