Налук, çурт-йĕр, вут-кăвар...
Ĕнер ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынипе Правительство ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркине 27 ыйту кĕртрĕç. 13-шне тĕплĕн тишкерчĕç. Ытти ЧР Министрсен Кабинечĕн тĕрлĕ çулсенчи йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртессипе çыхăннă. Чи пĕлтерĕшли - пĕрремĕшĕ. Финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Фарида Муратова 2015 çулхи I кварталта республика бюджечĕ епле пурнăçланни пирки отчет турĕ.
ЧР бюджечĕн калăпăшĕ ÿсесси Чăваш Ен Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырура палăртнă республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн чи малтан тумалли ĕçĕсене, ЧР Пуçлăхĕн «2015 çулхи, планпа пăхнă 2016, 2017 çулсенчи бюджет политикин тĕп çул-йĕрĕ çинчен» указне епле пурнăçлассипе çыхăннă.
I кварталта республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайне 10250,3 млн тенкĕ кĕнĕ /планпа çулталăклăха палăртнин 24,3%/. Çав шутра республика хыснине - 8684,2 млн тенкĕ /24,9%/. Чăваш Ен хăйĕн вăйĕпе тупăш илмелли тĕллевне кăçалхи 3 уйăхра 4476,2 млн тенкĕлĕх пурнăçланă. Организацисен усламĕнчен кĕрекен налук пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен - 12,5%, уйрăм çынсен тупăшĕнчен пухăнакан налук 9,8% сахалрах.
Апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне ЧР республика бюджетне налук мар тупăш 194,5 млн тенкĕ кĕнĕ. Тăкаксен пайне Чăваш Енĕн пĕрлехи бюджетĕнчен - 9610,3 млн тенкĕ /планпа çулталăклăха палăртнин 20,6%/, вăл шутра республика бюджетĕнчен 8248,8 млн тенкĕ /21,4%/ куçнă.
Чăваш Енĕн патшалăх парăмĕ çулталăк пуçланнăранпа 1241,9 млн тенкĕ чакнă /10,1%/, е 2015 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне 11019,7 млн тенкĕпе танлашнă.
Ларура сÿтсе явма Строительство, архитектура, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви 5 ыйту тăратнă. Федераци 2011-2015 çулсем валли йышăннă «Çурт-йĕр» тĕллевлĕ программăн «Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси» çумпрограммине хутшăннисене 2014 çулшăн субсиди парассине пĕлтерчĕ Олег Марков министр. Хула тăвас ĕç проекчĕсен нормативĕн пĕрлехи реестрне туса хурасси çинчен те каларĕ.
Нумай хваттерлĕ çуртсене хутса ăшăтмалли тапхăр вĕçленчĕ çеç-ха, министерство 2015-2016 çулсенче çуртсене ăшă парса тăрасси çинчен шухăшлать. «Хатĕрленÿ ĕçĕсене сентябрĕн 15-мĕшĕччен вĕçлеме палăртнă», - пĕлтерчĕ Олег Иванович.
Ларура пăхса тухма Пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министерстви те Правительство ларăвĕнче пăхса тухма темиçе проект хатĕрленĕ. Анатолий Кузьмин министр Элĕк, Муркаш, Пăрачкав, Етĕрне районĕсенчи ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ 5 çĕр лаптăкне промышленноç, ытти тĕллевпе усă курма куçарассине пĕлтерчĕ. Пĕри - электричество юпи лартма, тепри - нефть пăрăхĕ валли, çĕр айĕнчен пурлăх кăларма кирлĕ.
Юлашки çулсенче çынсем спортпа ытларах туслашаççĕ. Çакна Шупашкарта çĕршыв, Европа, тĕнче шайĕнчи ăмăртусене ирттерме тытăннипе те сăлтавламалла. Пĕтĕм Раççейри «Ĕçпе хÿтĕлеве - хатĕр!» физкультура-спорт комплексĕн нормисене çамрăксемпе пĕрле шурсухалсем те пурнăçлани савăнтарать. Çакна физкультурăпа спорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Шелтуков каларĕ. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Çĕмĕрле хулисенче тест ирттермелли центрсем уçмалла. Норматива пурнăçлакансене «ылтăн», «кĕмĕл» паллăсемпе чысламалла.
Çуркунне çитрĕ çеç - Çĕпĕр тăрăхĕнче вут-çулăм алхасма тытăнчĕ. ЧР граждан оборонин тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров пĕр çын тимсĕрлĕхĕ темиçе млн тенкĕлĕх сăтăр кÿнĕ тĕслĕхсемпе паллаштарчĕ. Федерацин Атăлçи округĕнче те лару-тăру лăпкă мар. Унта та кунта - «хĕрлĕ автан».
- Чăваш Енпе Тутарстанра çеç вăрмансенче пушар тухман. Анчах çакă тимсĕр пулмаллине пĕлтермест, - палăртрĕ Вениамин Иванович. - Гидрометеорологсем кăçал çу типĕ те шăрăх килессе систереççĕ. Апла кашнин сыхă пулмалла. Вăрмансенче кăвайт чĕртмелле мар.
Республикăра тăлăх ача сахал мар. Чылайăшне хăтлă хваттерпе тивĕçтернĕ. Черетре вара - татах пур. Интернатпа сывпуллашакансен пурăнмалли вырăн çук. Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Петрова тăлăхсене вăхăтлăха пурăнма майсем туса памалли çинчен калаçрĕ. Ăна саккунпа килĕшÿллĕн çирĕплетмелле.
Валентин ГРИГОРЬЕВ
Комментари хушас